Ăшă çăкăр пăсланать
Килсерен сĕтел çинче.
Кам-ха шуçăмран малтанах
Ĕçри паттăр алсенчен?
Çавра çăкăр — уй парни —
Ялтăрать хĕвел пекех.
Вăл пӳлĕме çутатни
Савăнтарать кашнинех.
Кам тав тумĕ кăмăлтан
Шур кулач ăстисене?
Кам-ха шуçăмран малтан
Тухмĕ колхоз уй-хирне?
Пуç таятпăр чĕререн
Çăкăра пурте пĕр тан.
Çакă çутă тĕнчере
Асли çук та çăкăртан.