Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Игрук...

Аçтахар Плотников26.10.2006 19:564269 Пурĕ пăхнă
Игрук хӑйӗн ҫырӑвӗсемпе каллех ман кӑмӑла пӗтерчӗ. Канашлӑва хутшӑнма чарса лартас шухӑш каллех ҫуралчӗ ман чунра. Пӗр енчен нимӗнле япӑх сӑмахсем те ҫырман пек, анчах ман кӑмӑл пӑсаҫҫӗ.
Шутласа илтӗм... мӗнпе пӑсать-ха тесе. Мӗн мана килӗшмест? Вӑл мӗн тӑвать — пӗтӗмпех мана хирӗҫ тӑвать. Манпа килӗшсе мана пулӑшас вырӑнне — мана хирӗҫле ӗҫлет. Акӑ кун кӗнекисенех илер. Мӗн валли ҫырнӑ-ха эпӗ ӑна вара? Чӑнах та мӗн тума ҫšрмаллаччӗ ман ӑна? Мен тума хам вӑхӑта пӗтермелеччӗ ун ҫине. Каймаллаччӗ те Гугль блогӗсемпе усӑ курмалаччӗ. Сайта та тумалла марчӗ — ав, MediaWiki движока илмелеччӗ те ун ҫинче сайт туса хумаллаччӗ. Ун пек те мар, сайт пушшех те кирлӗ мар — Википеди пур-ҫке-ха! Унта ӗҫлемеллеччӗ те — ӗҫӗ те пӗтнӗ. Мӗн тума хам вӑхӑта пӗтерсе ларнӑ? Мӗншӗн хамӑн вӑхӑта пӗтеретӗп?
Эпӗ малтан пӗр тӗслӗх илсе кӑтартсаччӗ. Унта эпӗ пассажирсемпе водителе сӑнласа кӑтартнӑччӗ. Пӑтӑрмахра кам хӑйне епле тытнине ӗнтӗ. Шел те, Игрук ачи лайӑх, анчах та харкӑшакансенчен, сӑмах кӑна ҫапма пултаракансенчен вӑл мала тухайман. Сӑмах кӑна ҫапма пӗлет, ӗҫӗ вара пӑртак кӑна.
Юрӗ, кӑмӑла лӑплантарма ӗҫлес-ха.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Анонимла // 3284.42.8857
2006.10.27 03:19
Админ, Игрук çырăвĕсем - кирлĕ ĕç тăвасçе -
çырăвĕсем сана килĕшмесçĕ пусан - унтан хиреç ĕçленни тухмаст.

Эпĕ шухăшлатăп çапла: Админ кăмăллне шираса мар çырасçĕ ыттисемте, Игрукран та ăна кĕтсе тăрса ан пурăн: санăн пĕр çул - аслă чăваш сайчен Админĕ, вики-бюрокрачĕ, Игрукăн ĕçĕ - тепĕр тĕслĕ: вăл пулать, тейĕпĕр, чăваш халăх канашлăвěнче ăстан штурмĕн генераторě.

Шутлатăп: Игрук пит кирлĕ ĕç тăват чăваш халăхĕ валли.
Пирен ытла нумай çырнинчен хăраса пурăнмалла-и вара е ытла нумай килобайтсем çисе йарасçĕ-и Игрукăн постсем вара.
"Вулас килмест - ан вула" тесе пурнете калатăпăр.
Мăшкăлласа çырмаст пуль!

Тепĕр енчен пăхса ил-ха ку паллăпа - вăйлă форум
http://www.kyrgyz.ru/forum/
Кунта ик-виç сăмахлă çырусем курăнмасçĕ те - пĕр-пĕрне ăнлантарса парасçĕ çыракансем - вуламата килĕшет унта тата никамта ăнлантарнăшăн вăрçмаст :)


2006.10.27 08:57
Аçтахар Плотников
Шухăшсене ĕçпе çирĕплетмелле. Ĕçпе çирĕплетмесен — вăл пустуй ĕç кăна пулса тухать.

//Эпĕ кунта хам шухăша кăна çырса. Çÿтсе явма чарма манса кайрăм.
Igruk_ // 3671.62.1575
2006.10.27 10:24
Юре Николай. Хамăн блогра халь çиратăп... Там надежнее :) и спокойнее.

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj