Конгресс Путин ячĕпе Федорова президентра хăварас тесе питĕ мухтаса çырнине нумайĕшĕ тен пĕлмеç.Ĕçĕ унта мар- Мĕскĕнлĕхре.Халăх ячĕпе витĕнсе кабинетсенче ларса укçасем илсе президиумсенчен хĕремесленсе палккаса тăван халăха сутса суйса упталаса ларнинче.Паллах эпир пур халăха та хисеплетпĕр.Анчах мĕнле-ха Совет Федерацинче пирĕн халăха тивĕçлĕ пĕр çынне те чăваша сĕнме юраман?Ма ыйтман конгресс хăйĕн юратнă президентĕнчен Федоровран.Çыру та çырайман мăнтарăнсем Патшалăх Канашĕ ячĕпе.Нивушлĕ пĕр чăваш депутат та çук вара конгресăн? Ăçтан тутарсем хисеплĕç пире çакăн хыççăн.Шĕвелсе кайрĕ çав наци юхăмĕ.Тепĕр тесен пулнă-и-ха вăл.Ман шутпа шанчăк çĕнĕ çынсенче тата çамрăксенче.
osads // 8324.0.0223
2011.02.26 16:38
чăваш политиксем çуралман-ха тенине çеç пĕлтерет вăлă.
Çилюка Валери // 4287.5.0677
2011.03.07 09:53
Тимĕр салам! Тахçанах Конгресс çуртĕнчен Архипова ушкăнĕпех кутран тапса кăларса пемелле ! Намăс патриотсене ! Хăраççĕ пулать çав алкашран.
Тимерсень // 4186.23.0052
2011.03.08 16:50
Хушамате мĕнле-ши çав еврей-çын депутатăн...? Ыйтса пĕлес килеть унран кам суйласа лартнине, тата чăвашсем валли мĕнле ĕçсем тунине.
Атнер // 8568.8.6851
2011.03.08 19:24
Мана та намăс эпĕ чăваш пулнишĕн.Сенаторăн хушамачĕ Лебедев пулас.Чăвашсемшĕн мĕн тăвĕ ĕнтĕ вăл?Тутарсем патĕнче хăрушă тĕлĕкре те кун пек намăс пулас çук.Сувара мар папуаса тух хăть.ЧАПăн пухăвĕ пулать теççĕ.Тен çавăнта нимте тума пултарайман-халăх ячĕпе витĕнсе пурнакан конгресс пуçлăхĕ пирки йышăну тăвĕç.Е унта та хавшак чăвашсем кăна пуçтарăнаççĕ?Ма эпир çавăн пекех хавшак халăх?
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.09 09:09
Конгресс пирки пирĕн аксакалсем:Станьял,,Праски Витти,Иван Христофоров тата ыттисем унченхи президент Федоров патне уçă çыру та çырнăчĕ.Архипова улăштарма ыйтса:ним хирĕçмесĕр,йĕркеллĕ калаçса татăлса.Анчах ун чухне кирлĕ пулнă" кĕсьери"пуçлăх-шăпăрт лараканни.Диаспора пуçлăхĕсем те уйрăммăн çавăн пиркиех ыйтнăччĕ.Конгрессра ĕçлеме пултаракан тата хăйсене ĕçпе кăтартнă сумлă çынсем кирлине паянхи влаç тытăмĕнчи ертÿçĕсем ăнланни куçкĕретех.Угаслов,Капитонов,Адер,Тургай-пур халăхра маттур та пултаруллă Арсем.
Тайр // 8568.8.6851
2011.03.09 20:23
Хула е Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хушшинче чăвашлăхшăн тăрăшакан депутатсем пур-и?
Саня матки Валерикки // 1508.58.0889
2011.03.15 15:04
Познер передачинче Федоров президента эсир флюгер пек мар-и-ха,тесе ыйтрĕç.Пит дипломатла ответ пачĕ НВ.Çаванпа та ЧНК Архиповĕ пеккисем ШУпашкарта пайтах.Вĕсем кирлĕ, вĕсене никамта пĕтереймĕ.Эп Çĕпĕрте чылайранпа пурнатăп.Пĕрре пырса ЧНКра çав этемпе паллашрăм,пухăвĕнчете пултăм.Вара:"Эй-яй-яй...",-тесе шутламалли çеç юлчĕ.Тимĕр,Ç.Валери каланисем вырăсла "Глас вопиющего в пустыне" çеç пулĕ... Хура халăхшăн нацин мухтав ывăлĕ-хĕрĕсем чăваш çĕклентĕр тенисем кирлĕте мар пуль... Унăн урăх шухăш-кăмăлсем.Çаплаччĕ 15-20 çул каялла,хальте çавах.