Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

: Камсем ЭПИР?

27.02.2011 21:1734577 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
Салам, ЧӐВАШСЕМ! Паян кун та чӑваш чӗлхи пӗтесси пирки калаҫатӑр-и? П.Хусанкай та, Я.Ухсай та хӑйсен вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пуласлӑхе пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та эпир паян кун та ЧӖРӖ! ЭПИР ЧӖРӖ ПУЛСАН, ХАЛӐХ ТА ПАЯН-ЫРАН ВИЛМӖ-ХА! Апла пулсан пурӑнар-ха пурнӑҫа!... Ӗмӗрсем иртсен те мӑнукӑмӑрсем пуҫа каҫӑртса пирӗнпе мухтанма пултарччӑр.
Паян сӑмах вара пачах та урӑххи пирки. Мана пачах та урӑх ыйту кӑсӑклантарать. Мӗншӗн пирӗн халӑха чӑваш тесе ят панӑ? Ҫак сӑмахӑн этимологийӗ мӗнлерех-ши? М.Р.Федотова ӗненес пулсан чӑвашсене марисем ят панӑ пулать. Анчах та ку шухӑшпа питех килӗшес килмест. П.Хусанкай йӗркисем пуҫран тухмаҫҫӗ: «Ят хума пултарнӑ хамӑр, хӗвеле, ҫӑлтӑрсене…» Вара эпир хамӑр халӑха ят пама пултарайман-ши? Ытти халӑхсемпе хутшӑнмасӑрах пурӑнман пулӗ, ыттисене хамӑрпа мӗнле паллаштарнӑ?
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Елена // 2666.09.2156
2011.04.23 16:46
Эпир чăвашсем тăлăх ачасемпекех-çке. Хамăра хÿтĕлеме, эпир аслă йăхран теме пирĕн истори те çук. Пур пулсан, эпир пăлхар-сăвар йăхĕнчен тесе вĕрентекен пĕр истории учебникне те пулин кăтартăр. ЭПИР РИМ, ЕГИПЕТ, ГРЕЦИ ÇИНЧЕН ВĔРЕНЕТПĔР, ХАМĂР ХАЛĂХ ÇИНЧЕН ВАРА - ИСТОРИ УРОКĔСЕНЧЕ 1 СЕХЕТ ТЕ ÇУК!
Елена // 2666.09.2156
2011.04.23 16:49
Енчен те тăван ен культури урокĕсем иртнĕ çулсенче хăш-пĕр шкулсенче (республикипе пĕр 5 шкул пур-ши – пĕлместĕп) упранса юлнă пулсан, халĕ вара КРК урокĕсем вырăнне физкультура пулĕ. Кăна каллех вĕреннĕ çынсем тăваççĕ! Сывлăх та пулмалла ачасен, анчах вĕсен тăван халăх пирки те пĕлмелле!
Айгиш // 2799.90.9661
2011.04.26 12:56
У чувашей - 18 343км", у татар - 67 847 км", и сохранённость языка оттуда же - не разъехались, чтоб прокормить детей своих, чтоб выжить, как чуваши, хотя бы среди русских..Кто, если не РУСЬ? Откуда знали бы татаре БУЛгАР, если б не русские?
Мировой ислам - это заманчиво, но...Отчего же воюют шииты с суммитами, вахабитами и т.д
Елена // 2666.09.2156
2011.05.03 08:49
Эпĕ нумаях пулмасть мана темиçе çул хушши вырăсла кăна калаçма хистекен хĕрарăмпа тĕл пултăм. Ăна пĕр сехет хушши Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн историйĕ пирки каласа патăм. Халĕ, уйăх иртрĕ пулин те, тĕл пулсан манпа чăвашла калаçма тăрăшать. Малтан икĕ чĕлхепе калаçаттăмăр: эп - чăвашла, вăл – вырăсла.
Атлбулгар // 6305.8.1926
2011.05.03 17:36
100лет Хазария и сувары воевали с арабами,защищая и Византию, ясно откуда письмена арабов на могилах, и теперь будут раскапывая доказывать, что это Атлбулгарское?Хитро,однако..
Атнер // 8568.8.6851
2011.05.04 12:48
Shanchak эсĕ питĕ тĕрĕс калан.Хамăрăн несĕлсен историĕ урлă кăна, уйрăмах çамрăк ăрăва, мăнаçлăх туйăмне кĕртме пулать. Пĕтĕм тĕнче практики çавăн пек.Урăхла çул çук.
сермак // 7203.4.0783
2011.05.04 20:45
Эпир хамара Суварсем пулнине пелетпер.Çавăнпа хамăр челхене упратпăр.
Елена // 2666.09.2156
2011.05.06 14:29
cap.ru - сайтра пирĕн халăх историйĕ пур-и?
Елена // 2666.09.2156
2011.05.10 08:59
мĕншĕн тури чăвашсем анатрисенчен хавăртрах вырăсланаççĕ?

ПИРЕ ТĂВАН ТĂВАН ЧĔЛХЕПЕ КАЛĂÇМА ЧАРАÇÇĔ! ЙĂНĂШ КАЛАСАТПăР ИККЕН! ПИРĔН ДИАЛЕКТ ВАРА ПИТЕ ИНТЕРЕСЛĔ.

ТĂВАН ЧĔЛХЕРЕН ПИСТЕРНИПЕ - ХАЛĂХ ПĔТЕТ.
Акулина // 2571.60.3660
2011.05.11 15:33
Диалект чĕлхипе калаçни йăнăш мар. Тури чăвашсем калаçни мана питĕ килĕшет, вĕсем калаçни юрланă пек илтĕнет. Анчах ачасене шкулта чăваш чĕлхине вĕренме йывăр пуль çав. Литературăпа культурăра та тури чăваш чĕлхине аталантараймăн.

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj