Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

: ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

27.02.2011 23:2359076 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Пер херарам // 3936.83.8435
2011.03.01 21:20
Иван Юркин И.Я.Яковлева çавăншăн та айăпланă вĕт,вĕреннĕ арçынсем каялла ялсене каймаççĕ, майрасене качча илсе хуласенче юлма тăрăшаççĕ тенĕ. Тĕрĕс пĕр енчен.Тепĕр енчен çав арçынсемех вĕреннĕ чăваш хĕрĕсене качча илнĕ пулсан вĕсен ачисем вырăса çаврăнман пулĕччĕç.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.02 22:46
Эпĕ пĕр май шутлатăп.Пур цыгансем.Шутлама пĕлеççĕ,çырма пурте мар.Институтсем пирки илтмен те пулас.Анчах пĕр цыган та вырăсланман.Мĕнле калаçнă хăйсен чĕлхипе çавăнпек калаçĕç тепĕр пин çул.Пуянасса та чаплă керменсенче пурăнаççĕ:пасарта кăна ухмаха персе асфальт çинче лараççĕ çар уран пĕчĕк ачисемпе.Никам та каламасть :"Цыган халăхĕ пĕтет;-тесе.Вĕреннĕ чăваш арçннисем авланнă вĕреннĕ чăваш хĕрарăмĕсем çине,анчах миçе çемьере хулара ачисемпе чăвашла калаçаççĕ.Çĕр çемье пулать-и?Кам ăслăрах:цыган е чăваш?Миçе чăваш халăх писателĕн,артисчĕн,юрăçăн мăнукĕ пĕлеть тăван халăхăн чĕлхине?Мĕнле халăх эпир çавăн хыççăн?
ярославна // 2443.99.0946
2011.03.03 11:31
Ырă кун пултăр!
Эпир хулара пурăнатпăр.Манăн ачасем уссе çитне ĕнте, студентсем.Мĕн печĕкрен килте чăвашла калаçнă, калаçатпăрта.Яла кайсан та манăн ачасем чăвашла калаçаççĕ.Анчах урамра кампа вĕсем чăвашла калаçччĕр.Пĕр юлташĕ те пĕлмес чăвашла.Ăнланма ăнланаççе,калаçма пултараймаççĕ.Ача садĕнчен пуçлас пулать, çемьерен.Ашшĕ-амăшĕ хăйсен чĕлхине хисеплемес пулсан, ачисене ниепле те хисеплетерейместĕн.Хамăртан пуçлас пулать.Шкулта чăваш чĕлхине хисеплеме вĕрентес пулать.Çак ĕç патшалăх политики пулса тăмалла.Эпе çавăнпек шутлатăп.
alex-net // 2431.58.5821
2011.03.03 12:19
Вĕренмесĕр ку таранччен пĕр халăх та тĕнче культурине кĕреймен-ха. Çăпата шайне каялла анас марччĕ...
Сувар-пулкар // 8568.8.6851
2011.03.03 21:18
Aleч-net.Каçар та пĕр поэт калашле:"Сысса хурас килеть хăш чух ман тĕнче çине".Эпир калатпăр чăваш чĕлхи пĕтеть тесе.!Чăваш пĕтсен - тĕнче пĕтеть тенĕ пирĕн пач та шкулта вĕренмен несĕлсем,анчах та пиртен çĕр хут ăслăрах пулнисем.А эсĕ калан çăпата шайне тесе.Э эсĕ пĕлместĕн-и :пирĕн несĕлсем-сувар-пулкарсем-çăпатапа çÿремен.Кайран кăна çĕр çÿл тутар-мăнкулсемпе çапăçса хавшакланнă хыççăн вырăссенчен çăпата илнĕ.Эпĕ çăпатапа та çÿреме хатĕр-чĕлхене кăна упраса хăварасчĕ.
2011.03.04 21:02
Аксар Чунтупай
Сувар-пулкар, информаци ĕмĕрĕнче вĕренÿсĕр нимĕн те тăваймайстăн. Шел пулин те, тăван чĕлхе тĕпел кукри чĕлхи пулса кăна юлать çав. Пирĕнтен иксĕмĕртен килмест вăл. Уншăн çĕр чĕтретсе кăшкăрма та кирлĕ мар. Чăн пурнăçран тараймастăн. Унăн хăйĕн саккунĕсем. Юлашки 50 çул хушшинче Раççейре 30 яхăн чĕлхе пĕтнĕ. Çапах та чĕлхе пĕтет тесе кăшкаракан паникер пулар мар. Эпир ун пек каласа ăна пĕтме çеç пулăшатпăр.Чăваш чĕлхин ĕмĕрĕ вăрăм-ха. Çырулăх вăл хăй палăк. Çырулăх пур пулсан чĕлхе пĕтмест. Латин чĕлхи пĕтмест вĕт-ха...
2011.03.04 21:04
Аксар Чунтупай
Халăхĕ пĕтет тесен санпа килĕшетĕп. Ку вара урăх ыйту. Вăл политикăпа тачă çыхăннă ыйту. Эпир вара - ЧĂВАШСЕМ - политика тума пĕлместпĕр. Çăвартан пырса хыптарасса кĕтетпĕр. Менталитет çапла пирĕн. Юнра хытса ларнă шухăшлавпа психологи. Ăна улăштарма идеологи кирлĕ. Хальхи авторитарлă (чăн-чăнах!) саманара кăна тума май çук. Анчах самана пĕр пек юхăмпа пымасть - вăл хăçан та пулин урăхла сулăмпа кайĕ. Шанатпăр: çын ирĕклĕ пулсан, мĕншĕн халăхăн хăй ирĕкĕ пулмалла мар.
2011.03.05 20:33
Аçтахар Плотников
Çырулăх пур тесе хамăра хамăр лăплантарса ларма кирлĕ мар. Çырулăх вăл — палăк çеç. Чĕмсĕр япала. Музей япали. Çырулăхра çеç юлсан музейри экспонатсем мĕнле виллĕн выртаççĕ чĕлхе те çавнашкалах пулĕ. Тĕпчевçĕсене кăсăклантарĕ, ыттисемшĕн вара кирлĕ мар пулĕ.
Чĕлхе кашни хутлăхра пулмалла: калаçура, çырулăхра, ачасен сăмахлăхĕнче, техникăра. Тепĕр майлă каласан, пурнăçăн кашни пайĕнче, кашни сийĕнче. Темле «ăсчахсем» чăваш чĕлхине техника шайне хăпартни кирлĕ мар тенĕ, ăна калаçу форми те çитет имĕш. Çук çав, техника шайĕнче чăваш чĕлхи пулманни хальхи вăхăтра ăна калаçу шайĕнчен те кăларать. Пирĕн çавна ăнланса илмелле. «Чăваш челхи Канаша çитме çеç каять» тенине те манмалла. Унашкал чарусем лартма кирлĕ мар. Эп хам ĕçленĕ чухне чăваш чĕлхи тĕнче чĕлхи шайне (акăлчан чĕлхи шайне) хăпарасса шанса ĕçлетĕп. Çав мана хăват парса тăрать.

Paĝoj: 1, ... 14, 15, 16, 17, 18, [19]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj