ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ
сонет
...Ун чух Раҫҫей Империйӗ ҫӗн "ҫимӗҫ"
Сӗнет чӑвашсене пӗрре вӑйпа,
Тепре илӗртӳпе: пулайӗ, имӗш,
Тӗне кӗрсессӗн пурлӑх пӗр купа!
Лару-тӑру хаяр пулсан та тивӗҫ
Ӗҫне тумашкӑн чи таса чунпа...
Ермей Рожанский, ак сана шӑпа
Сӗнет яваплӑ, йывӑр, хӑшкӑлти ӗҫ.
Тӑнлантаравҫӑ пулнине кура
Чиркӳсенче янрать сан лӑпкӑ сасӑ,
Ҫапах та урӑххи те пур пуҫра:
Тахҫан лӳппер ӗне хыпса ҫӑтсассӑн
Ҫухалнӑ кӗнеке тупӑнтӑр-и? —
Шурри ҫине шав акӑнтӑр хури!
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)