Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Ватлăхра ÿкĕнмелли сăлтавсем

Галина Никитина30.03.2015 20:088437 Пурĕ пăхнă

Пирĕнтен кашниех кунсерен епле те пулин утăм тăвать. Анчах вĕсенчен хăшĕшĕн ватлăхра ÿкĕнме тивĕ. Акă çав сăлтавсем:

1. Татти-сыпписĕр сериал, реалити-шоу йышши кăларăмсем пăхса телевизор умĕнче вăхăт нумай ирттернĕшĕн.

2. Чăн пурнăçпа киленес вырăнне тĕнче тетелĕнче ларнишĕн.

3. Сывă пурнăç йăли-йĕркине пăхăнмашăн.

4. Пурнăç илемĕпе киленме пĕлменшĕн. Ялан таçта васканишĕн-хыпăннăшăн.

5. Сахал ĕненнишĕн. Пĕлтерĕшлĕ ĕмĕтпе çунатланманнишĕн.

6. Хĕвел тухса аннипе киленменшĕн те хăвăра тарăхма тивĕ.

7. Çын мĕн калать тесе «тĕрĕс», «тивĕçлĕ», «ăнăçлă» пурăнма ăнтăлнăшăн.

8. Ÿссе çитма васканишĕн. Ачалла хавасланма пĕлменшĕн.

9. Çынсемпе сахал туслашнишĕн, юлташсемпе вăхăта сахал ирттернĕшĕн.

10. Пустуйранах кÿреннишĕн, каçарма пĕлменнишĕн, кÿренĕве асра тытса пурăннăшăн.

11. Хăвăр çемйĕрпе, ачасемпе, тăвансемпе сахал хутшăннишĕн, вĕсемпе нумай хирĕçнишĕн. Вĕсене ырă сăмах калама ÿркеннĕшĕн.

12. Сахал кулса савăннăшăн.

13. Тĕнчене сахал курса çÿренĕшĕн.

14. Ытлашши нумай хăранăшăн.

15. Хамăра хаклама пĕлменшĕн.

16. Хăраса пурăннишăн.

17. Укçа-тенке мала кăларнăшăн.

18. Калас тенине калайманшăн.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тари // 3849.64.6926
2015.04.05 08:19
Шӑтӑка качча тухнишӗн.Ниҫта тухса кӗмелли ҫук. Кунне икӗ рейс автобус килет.Ӑҫта та пулин тухсан: "Ах, епле киле ҫитес-ши?" -тесе концерт курса пӗтермелли те ҫук. Ялан пӗр шухӑш: "Хӗр чухне ма йӗри-тавра пӑхма пӗлмен-ши? Ма шӑтӑка качча тухнӑ-ши?" Депутата суйланнӑ чух 5-6 ҫын пирӗн шӑтӑка миҫе хутчен ҫитмест-ши? Пурте ҫул туса пама шантараҫҫӗ, суйлансан урӑхран пӗри те кун пирки аса илмест!Туса пӗтермелли ҫулӗ те ҫур ҫухрӑм ҫеҫ!Пӗрне икӗ хутчен халӑх суйларӗ, лавккаран Культура ҫурчӗ патне каякан ҫула икӗ хутчен юсаса пама шантарчӗ,суйларӑмӑр, халӗ те ҫав шӑтӑклӑ ҫулпах ҫӳретпӗр.
петр // 5059.3.5746
2015.04.05 16:17
Чӑваш чӗлхине хисеплесе ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачипе калаҫманнишӗн.
Пуҫлӑхсем: 1. ача пахчинчен тытӑнса 11 класчен ҫити чӑвашла (чӑваш чӗлхи тата литература) эрнере 6 урок йркелесе яманнишӗн.
2. Чӑваш Енре тата Шупашкарта чӑваш шкулӗсем йркелесе яманнишӗн.
Agabazar // 2735.35.3842
2015.04.05 19:15
Agabazar

Ÿкĕнсе лармалла мар. Малалла пурăнмалла.


Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj