 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 3368.04.7201 2018.07.31 18:13 | |
|  | Сонетсемпе аппаланам пекки тăвасси — Аскольдăн хушма ĕçĕ евĕрлĕ япали çеç. Чăннипе вăл кунта  пачах урăх миссипе килнĕ.  | 
| Аскольд Де Герсо // 2804.90.3813 2018.07.31 18:38 | |
| Акапасар, эпĕ кунта  та ытти çĕрте те литература ĕçĕпе тăрăшатăп.   | |
| Аскольд Де Герсо // 2804.90.3813 2018.07.31 18:40 | |
| Владимир, ÿркенмесен, дневникре пĕрремĕш пырать кĕске çеç сăвă чăваш чĕлхипе. Халăх умне тухма мана чаракан çук пулĕ тенĕччĕ эпĕ, сиртен ыйтмалла пулнă иккен. Каçарăр ĕнтĕ, пĕлмесĕр юлтăм | |
| Agabazar // 3368.04.7201 2018.07.31 20:36 | |
|  | Владимир — чăваш чĕлхинчен писнĕ çын. Вырăса тухнă темелле пуль.  | 
| Микон // 3500.56.1285 2018.07.31 23:56 | |
| Сӑнарлу мелӗсене шырани сисӗнет автӑрӑн сӑввисенче. Сӑвӑ виҫисене те алла илесшӗн.Техниккине те.Вырӑсла лайӑхрах тухать..Анчах ку тема вӗсемшӗн "избитая".Имажинизм мелесемпе усӑ курма вӗренни аван. Ҫӗнӗ танлаштарусем кӗртни
 уйрӑмах паха. Анчах экспромта халӑх умне кӑларма лайӑх туптамалла. | |
| Agabazar // 4042.66.8717 2018.08.01 06:31 | |
|  | Сонета классикăлла  виçесемпе çырмалла. Малтан пуçласа вĕçне çитиччен. Шăйрăксем хăвармалла мар.  Ирĕклĕн, шурă сăвă меслечĕпе,  çырнă сонетсем тĕнче пур тĕнче литературинче (Пабло Неруда). Анчах та ирĕклĕн пуçларăн-тăк, вĕçлессе те ирĕклĕн вĕçлемелле, арăш-пирĕш хутăштарса пĕтермелле мар.  Пĕтĕм сонета пĕртен-пĕр ăслай тытса тăма тивĕçлĕ.  | 
| Аскольд Де Герсо // 3027.5.0426 2018.08.01 08:30 | |
| Акапасар, классикăлла виçепе: виçĕ тăватă йĕркеллĕ, юлашки икĕ йĕркеллĕ пулать. Тĕрĕс вĕт? Вырăссен вара икĕ тăватă йĕркеллĕ икĕ виçĕ йĕркеллĕ. Тата тепĕр енчен, ăсчах калашле: йытă вĕрет, караван утать. Эпĕ гений , мĕскер пултаратăп, çавна тăватăп, талант ер тĕлленнине аппалантартăр | |
| Agabazar // 2159.45.4825 2018.08.01 15:16 | |
|  | Классикăлла виçе тени çакна пĕлтерет: тĕрĕс рифмăсем, ямб, хорей, амфибрахий, анапест, дактиль, сыпăксен танлăхĕ. | 
| Аскольд Де Герсо // 3027.5.0426 2018.08.01 16:00 | |
| Нет таких правил, в которых нельзя найти исключений. Агабазар, в Пятикнижии у иудеев 369 запретов и они их спокойно обходят не нарушая, что говорит о том, как можно не мудрствуя лукаво жить по правилам. А все эти хореи, ямбы, думаете Сергей  Есенин особо придерживался этих золотых правил? Он писал стихи, а не чертежи чертил | |
| Agabazar // 2167.83.9944 2018.08.01 18:34 | |
|  | Правилăпа мар-тăк, сăввуна "сонет" тесе ан кала, çынна ан ултала. Çавă кăна.  | 
