Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Мӗн тумалла? е Михаил Васильевич валли ҫӑлӑнӑҫ пур-и?

Аçтахар Плотников24.01.2020 20:3713571 Пурĕ пăхнă

2020 ҫулталӑк Михаил Васильевичшӑн тем тесен те питӗ йывӑр пуҫланчӗ. Хура кушак ун ҫулӗ урлӑ иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче чупса иртрӗ. «ПравдаПФО» кӑларӑм ун сӑмахӗсем ҫине тирӗннӗ хыҫҫӑн пирӗн Элтепӗре кам кӑна хурламарӗ пуль? ОБСЕ, ООН, «Репортеры без границ» таранах унӑн «мочить» сӑмахӗ ҫитрӗ.

Хӑшӗ-пӗри ыйтать те пулӗ? Пурте кун пирки хыпарларӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ вара шӑп тӑрать? Вӑл влаҫран хӑрать-им? Мӗншӗн ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклемест? Сӑлтавӗ вара чӑвашӑн ваттисен сӑмахӗнче: аслисем уксах-чӑлахран кулма хушман. Михаил Васильевича пурте кӗтӳпе тапӑннӑ чухне ман ун тӗлӗшпе шеллев туйӑмӗ кӑна ҫуралчӗ. Унӑн айванлӑхӗнчен кулма пулать, вӑл тарӑн авӑра кӗрсе ӳкнишӗн савӑнма пулать. Анчах та ҫавах та унӑн ҫӗклемӗ пирӗнтен чылайӑшӗсенчен йывӑртарах пулнине шута илесех пулать.

Чи пысӑк йывӑрлӑхӗ Михаил Васильевичӑн вара — ун тавра ӑслӑ ҫынсем сахал пулни. Паянхи кун пуҫлӑхра ларса ӑслӑ пулни кирлех те мар вӗт (ман шухӑшпа Мускаврисем шӑп ҫакна тӗпе хурса эксперимент пекки ирттерме шутланӑ) — хӑвӑн ӑсу ҫителӗксӗртерех пулсан канашҫӑсене пух та вӗсен ӑсӗпе ӗҫе пурнӑҫла. Шел те, пирӗн Элтепер таврашӗнче унашкаллисем ҫукрах ҫав. Пулнӑ пулсан ҫав сӑмахсене пӗтӗм халӑх умӗнче каласран хӑтарӗччӗҫ ӗнтӗ. Чи айван ӑслӑ ҫын та ӑнланмаллах: «мочить» тесе вӗскӗртессине пӗтӗм халӑх умӗнче мӗнле калама пулать? Ку уяв тем тесен те влаҫа юрама тӑрӑшакан МИХсен уявӗ ҫеҫ мар-ҫке. Оппозициллисен те. Питех те вӗсене мӗнле ӗҫлемеллине вӗрентес килет пулсан — ил те пух хӑвӑн пата, юттисем ҫук чухне «мочить» тума вӗрент. Унсӑр пуҫне юнашар ӑслӑ ҫын пулсан Элтепере журналистсене тӗкӗнмелле маррине ӑнлантарса парӗччех ӗнтӗ. Голуновпа пулса иртнӗ пӑтӑрмахранпа вӑхӑт самаях иртмерӗ-ҫке — журналистсем вӗсем тем тесен те хысна укҫипе тӑранса пурӑнакан вӗрентевҫӗсемпе культура ӗҫченӗсем мар. Ҫакна Михаил Васильевича ӑнлантарса памаллах ӗнтӗ. Шел, ӑс паракан ҫук пулас.

Пӑтӑрмахран та ман шутпа пирӗн Пуҫлӑх ӑнӑҫлах тухмарӗ. Йӑнӑшасси вӑл пурин те пулать — таса чунлисем ҫавах та пирӗн хушӑра ҫуккипе пӗрех. Ил те йышӑн хӑвӑн йӑнӑшна. Тӗрӗс мар турӑм тесе кала. Ҫук вӗт, паянхи тӳре-шарасем яланхи пекех тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ. Каҫару ыйтрӗ ӗнтӗ, анчах та ҫавах хӑйӗн сӑмахӗнче йӑнӑш каланине тунмарӗ. Йӑнӑша йышӑнсан халӑх ҫавах кӑшт та пулин каҫарӗччӗ. Ку пӑтӑрмахшӑн ҫеҫ мар, ҫав шутра ыттисемшӗн те. Шел, хӑнӑхнӑ ҫулпа кайрӗ. Ман шутпа тата тепӗр ҫул та пурччӗ: вырсарникун е тунтикун хӑйӗн отставки пирки пӗлтересси. Кун пек туни халӑха чиновниксем чӑн та хӑйсене ыттисенчен ҫӳл шайра тытмаҫҫӗ, йӑнӑшӗсене йышӑнма пултараҫҫӗ тесе каланӑ пулӗччӗ...

Тепӗр енчен, ӑнланма та пулать пуль — Михаил Васильевич хӑйӗн пуканне пушатма пултарайман. Ман шутпа Мускавра кунашкал лару-тӑрӑва хатӗр пулман. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче «Коммерсантъ» ӑна отставкӑна кайма пултаракансен йышне кӗртнӗ пулин те ун чухне ӑна ылмаштарма пултаракан ҫынна тупайман пулнӑ. Республикӑн юбилейне ирттернӗ вӑхӑтра регион тӑрӑхне ылмаштарасси йӗркеллӗ япала мар-ҫке. Мускав хатӗр пулнӑ пулсан тунтикунах Михаил Васильевичран ӗҫ вырӑнне хӑй ирӗкӗпе пушатма ыйтакан хут ҫырӑнса тухатчӗ.

Анчах Чӑваш Республикин Элтеперӗн ҫулӗ урлӑ чупса каҫакан кушак питӗ мӑнӑ пулнӑ пулас. Пӗрре йӑнӑшни ҫитмен — каллех тепӗр пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Шӳтлесе те илес килет: Шуршӑлти Евгений аттен кӗлли чӑн та хӑватлӑ пулнӑ пулас, хӑй каярах ӑна улталаса чӗнсе илнӗ тесе пӗлтерет пулин те, усал-тӗсӗлтен Правительство ҫурчӗ тасалма пуҫланӑ теме пулатех. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӑтӑрмаха ҫакланнин сӑлтавне урӑхла ӑнлантарса пама йывӑртарах: Михаил Васильевич унччен те ӑсӗпе палӑрманччӗ, йӑнӑшсем сахал мар тӑватчӗ, анчах ку таранччен Турри ӑна упратчӗ, пӑтӑрмахсенчен типӗ тухма пулӑшатчӗ.

Халь ак вара, вӑхӑтсӑр пукан пушатас ыйту та ҫивӗчленсе тӑчӗ. Енчен те журналистсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирисем каҫару кӑна ыйтма сӗнетчӗҫ пулсан, паян вара партирен кӑларасшӑн. Ку вара ӑшӑ пукана ҫухатнипе пӗрех (кӑларас темен пулсан кун пирки ҫӑвар та уҫмӗччӗҫ).

Влаҫ машини мӑран ӗҫлет. Ак паян шухӑш ҫуралчӗ те ыранах ӑна пурнӑҫлама пулмасть ҫав. Уйрӑмах хатӗр мар пулсан. Анчах эрне хушшинче Михаил Васильевич тавра ыйту татӑлнӑ пулас — Мускав кӑмӑл улшӑннине кӑтартать: тунтикун ӑна партирен кӑларассипе кӑлармассине пӑхса тухӗҫ. Апла-тӑк Игнатьева кампа улӑштармаллине палӑртнӑ, ку ӗҫе вӑраха тӑсса тӑмӗҫ, хальхинче республика хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне палӑртнине те шута илмӗҫ.

Отставкӑна Элтепер тунтикунах каймӗ пуль тетӗп — ытларикун унӑн ҫавах та хӑйӗн Ҫырӑвӗпе Патшалӑх Канашӗ умӗнче тухса калаҫмалла. Тем тесен те вӑл Ҫырупа тухса калаҫма самай вӑхӑт хушши хатӗрленнӗ, нумай-нумай чиновник ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ӑна ҫырма хутшӑннӑ. Тен, шӑп ҫав кун вӑл каҫару ыйтса хӑйӗн полномочисене пушатӗ те. Меллӗ кун-ҫке: хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетме те май пур, ӑшӑ пукана пушатни ҫинчен пӗлтерме те аван.

Эпӗ Патшалӑх ҫуртӗнче ҫӳреместӗп, унти ҫынсемпе ҫыхӑну тытмастӑп, ҫавӑнпа та ку пур шухӑш та, паллах, эпӗ шутлани ҫеҫ. Ку ӗҫ чӑннипе мӗнпе вӗҫленнине малашлӑх ҫеҫ татса парӗ. Ҫав шутра — Элтепер отставкӑна каймасӑр та пултарать. Тем тесен те ҫӑлӑнӑҫ тупма тунтикунччен вӑхӑт пур. Ыранхи шӑматкун та уншӑн ӗҫ кунӗ, кану кунӗ мар.

Статья ятне «Мӗн тумалла?» тенипе пуҫларӑм. Шухӑшӗ вара питӗ ансат. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫынна кура савӑнма питӗ ансат. Пулӑшма, инкекрен ҫӑлӑнса тухма, канаш пама — йывӑртарах. Ҫӳлӗрех эпӗ Элтепер тавра ӑслӑ ҫынсем сахалрах пулнине асӑнтӑм. Ҫавна май шухӑш ҫуралчӗ — тен, ӑна пулӑшмалла? Нивушлӗ эпир, пӗтӗм халӑх ӑсне пухса Михаил Васильевич валли ҫак йывӑр самантра та пулин ӑшӑ пукана сыхласа хӑварма май паракан сӗнӳ тупаймӑпӑр? Пирӗн шухӑшсене-сӗнӳсене, паллах, никам та итлесе тӑмӗ (мӑнкӑмӑллӑх чарӗ), анчах та эпир унашкал сӗнӳ-канаш тупма пултарсан ку вӑл халӑх вӑйне кӑтартса парӗ.

Эсир Михаил Васильевича мӗн сӗннӗ пулӑттӑр? Ҫак темиҫе кун хушшинче мӗн тусан инкекрен ҫӑлӑнса тухма пулать?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Хамӑр ял // 1013.74.2271
2020.01.26 20:48
Чӑваш Ен пуҫлӑха уйрӑммӑн икӗ ҫич ют ҫын тапӑнаҫҫӗ: 1. "Правда ПФО" тӗп редакторӗ, тата 2. Юрий Сидоров политикан. Хӑвна вӑл юрист тесе чӗнет. Вӑл Шупашкарта 2017-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче "Открытая Россия" оппозици юхӑмӗн пухӑвенче курнӑҫнӑ. Ҫакӑ "Чувашия" хӑна ҫуртӗнче, конференц-залӗнче пулнӑ. Хӑй ҫинчен вӑл ҫапла каласа кӑтартнӑччӗ: Эпӗ ЛДПР парти активист пулса Ӗпхӳ (Уфа) хулинче ӗҫлерӗм. Тула облаҫӗнчен. "Открытая Россия" юхӑмӗн Шупашкарти уйрӑмӗн координаци канашне кӗнӗ. Вӑл эрех кӑмӑллать. Шупашкарти интернет- телеканалӗнче те хӗренкӗ урӑх "Парнас" парти хастарӗпе диалогпа хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр журналист хӗрарӑмпа ҫывӑх. Тӗрлӗ административлӑ ӗҫӗ уҫнӑ хыҫҫӑн чикӗ леш енне те кайнӑ. Халь тӑврӑннӑ. Юлашки Ҫӗнӗ Шупашкарти суд ларӑвӗнче хӑйне "журналист" имӗш тесе пӑлӑртнӑ. Мускаври "Российский обозреватель" информагентства ӗҫчен тесе. Анчах, интернетра ҫак МИХ ҫук.
2020.01.26 21:13
Аçтахар Плотников
«Михаил Васильевич мăшăрĕнчен, Лариса Игнатьеваран, интервью илме сĕнетĕп.»
Вӑхӑт ҫук (чӑваш чӗлхин корпусне пуянлататпӑр). Лариса — чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ, ыттисем ӑна ниепле те ӑнланаймӗҫ.
Сан вӑхӑт пулсан Шупашкара хӑпар та интервью ил :) Хатӗрлесен кӑмӑлпах лартӑп.
Agabazar // 5091.4.4208
2020.01.27 00:59
Agabazar
Тĕрĕс, мана та юрать.
Африкан // 3175.45.7327
2020.01.27 01:38
"Чаваш халах сайтне" айван ҫын кӑна ӗненме пултарать. Сайт час-часах ҫурма тӗслӗхе кӑтартать, суймас те пек, ҫав хушарах тӗрссине пӗтӗмпех каламасть, пулни-иртнине влаҫа кирлӗ пек суярах кӑтартать. Тата сайтра питӗ ҫуп-ҫап нумай. Час-часах ҫынсем хӑйсем хыпарсем шухӑшласа тупаҫҫӗ, чапа тухас тесе. Кайран вара комерцилле заказ пулни палӑрать. Сайта тытса тӑмалла вӗт. Аҫтахар лӗпӗртетни те ҫав йышшинченех.
Agabazar // 3295.04.1353
2020.01.27 08:20
Agabazar
Хамăр ял,
Александр Борисович Белова çичĕ ют теейместĕн.
Вăл кунти университетра (экономика факультечĕ) вĕреннĕ, кунти хаçатсенче ĕçленĕ, кунта çын пулнă. Унăн ăслă-тăнлă пурнăçĕ пĕтĕмпех Чăвашстанпа çыхăннă.
Хамӑр ял // 2890.82.2880
2020.01.27 10:00
Agabazarпа килӗшме пулать. А.Б.Белов паллӑ шупашкарти журналист. Чӑн-чӑн профессионал. Анчах, чӑвашсене ытла юратмасть туйӑнать. Хӑш-пӗр чух хӑрать те. Силовиксем пекех пире сӑнать те туйӑнать.
Варык // 1726.84.3785
2020.01.27 11:05
Белов талантлӑ журналист.Турӑ ҫыннисем вӗсем ухмахсем мар.Нумай вӗренмелле вӗсечен.Пирӗн Аҫтахар вара ман шутпа пӗртте кая мар.Яланах вулама интереслӗ ӑна.
Хамӑр ял // 2890.82.2880
2020.01.27 13:10
Паян кӑнтӑрла Радио Свобода хыпарларӗ: "Чувашское издание "Правда ПФО""...
Agabazar // 3295.04.1353
2020.01.27 15:39
Agabazar
"Хамăр ял" юлташ,
"чăваша юратакансене" шыраса çÿреме кирлĕ мар. Хăвăнсăр пуçне сана никам та юратмасть.

Санăн юлташу, тусу тĕнчере пĕрре кăна. Вăл — ху.
Agabazar // 3295.04.1353
2020.01.27 15:50
Agabazar
Сăмах май каласан, çак ансат шухăша Акапасар туртса кăларнă тесе ан шутлăр.

Генрих Гейне поэтăн çав тĕлĕшпе сăвă та пур (Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи чăвашла куçарнă ăна).

Ытти классиксем те, вăл шутра политиксем, политологсем, çавна пайтах каланă.

Paĝoj: 1, [2], 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj