Хветĕр Уяр хăйĕн пурнăçĕнче таçта та пулнă, тем те курнă. Паллах, кашни самант пĕлтерешлĕ. Анчах та, ман шутпа, чи пĕлтерĕшли, пĕтĕм пурнăçне сулăм парса тăраканни вăл — Самарти чăваш шкулĕ. Шăпах çавна пула эпир паян Хĕветĕр Уяра пĕлетпĕр.
Сухари Матак сăмахĕсене илес пулсан вара, унта нимле тĕлĕнтермĕшсем те çук темелле. Пурте паллă. «Çĕмĕртле» тени çеç кăштах тĕлĕнтерчĕ. «Çĕмĕрле» тенĕ пекрех илтĕнет.
Çавнашкал нимле словаре те кĕмен сăмахсене пухса пыма тăрăшмалла. Ман ачалăхран та, калăпăр, пур унашкал сăмахсем. Акă — кусик (кусăк мар!), кус- глаголтан тымарланаканскер.
Самарти чăваш шкулĕн ашшĕ — Иван Васильевич Соловьёв (1897-1955), Тăвай тăрăхĕн чăвашĕ (Хветĕр Уяр Самарта вĕреннĕ тĕлелле вăл унта пулман ентĕ, Мускава тухса кайнă). Самара пырса лекиччен Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Унта чухне, хальхи Финлянди территорийенче, чăваш роттине йĕркеленĕ (ку япалана халиччен никам та тĕпчемен пулмалла).
И. В. Соловьёв, Мускавра ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн, тулаш суту-илÿ йĕркелĕмĕсенче ĕçленĕ, вăл шутра — чылай вăхăт хушши Киттайра.
"Пире Иван Ваççильччă çын турĕ," — çапла каланă Самар чăваш шкулне пĕтернисем е унта ĕçлесе те пăхнисем.
Эх, мĕнлерех çынсем пулнă ĕлĕк!...
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2024.12.12 18:56
Халĕ е пур вĕсем -- вăйлă та хăватлă Чăвашсем! Вĕсем яланах пулнă, яланах пулаççĕ!
Кăна, дубль текенскерне, кăларса пăрахма май çук пулмалла.
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2024.12.22 15:25
КАЛИМУЛЛИНА: Лайăх ыйту тăванăм! Тÿрех шутласа тухаймастăп, çапах та чи малтан Николай Федорович ГАВРИЛОВ генералпа Иван Иванович КАЗАНКОВА асăннă пулăттăм.
Камсем тетне? Чăн малтанах, паллах, Валери Туркай хăй. Çавă пулать пирĕн «вăйлă та хăватлă», пысăк саспаллипе пуçласа çырмалли Чăваш. Малалла вуннă таран асăнмасан та юрать. Мĕншĕн тесен Туркай вăл хăйех çĕр штук çавнашкал Чăвашпа танлашать.
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2024.12.23 05:44
АГАБАЗАРА: Тĕрĕс çыратăн, Агабазар! Питĕ тĕрĕс! Тавах сана!
Аранах ăслантăн эс, тăванăм! Аранах куçу уçăлчĕ сан! Мĕн чухлĕ кĕтнĕ эп санран çак ылтăн сăмахсене! Нихăçан та манмастăп!
Манран -- çур литр та 27 милиграмм (кефир)!!!
Савăнăçпа телей куççульне юхтарса, -
тĕлĕннипе ухмаха тухнă Валери ТУРКАЙ.
Таиланд. 23.12.2024
Иван Васильевич Соловьёв (1897-1955) патнех таврăнар-ха.
Вăрçăран килнĕ çын Кавал шкулĕнче ĕçлет, большевик пулса тăрать.
Самар университетĕнче вĕренме пуçлать. Анчах та вĕренет кăна мар çав. Самар облаçĕнчи (крайĕнчи?) чăваш коммунисчĕсен секцине ертсе пырать. Ку вара — полномочисемлĕ официаллă пысăк вырăн.
Самар пуçлăхĕсем Мускав умĕнче яваплăхра тăраççĕ. Çавна май куç умне ÿкерчĕк тухса тăрать. Мускавсем Самар пуçлăхĕсене чĕнсе илеççĕ те ыйтаççĕ:"Мĕнле ĕçсем турăр?". Лешсем: " Чăваш секцине йĕркелерĕмĕр" — теме пултарнă, сăмахран. Мускавсем ырлаççĕ, "Малатес!" — теççĕ.
Соловьёв, панă влаçпа усă курса, Самар чăваш шкулне йĕркелеме пуçлать.
Самарти унран пысăкрах пуçлăхсене те ку — шăл çемми. Мĕншĕн тесен Мускаври чи аслă пуçлăхсем умĕнче каппайланма май туса парать.
Вăт çапларах майлашанса пынă ун чухне бюрократи тытăмĕ.
Самарти чăваш шкулĕ 1930-мĕш çулччен тытăнса тăнă. Хветер Уяр — юлашки вĕçлевçĕсенчен пĕри.
Унтан çак шкула Похвиçнĕне куçарма шутлаççĕ, лере чăваш наци районне туса хунă май. Ку вара — пачах та урăх истори.
Сухари Матак сăмахĕсене илес пулсан вара, унта нимле тĕлĕнтермĕшсем те çук темелле. Пурте паллă. «Çĕмĕртле» тени çеç кăштах тĕлĕнтерчĕ. «Çĕмĕрле» тенĕ пекрех илтĕнет.
Çавнашкал нимле словаре те кĕмен сăмахсене пухса пыма тăрăшмалла. Ман ачалăхран та, калăпăр, пур унашкал сăмахсем. Акă — кусик (кусăк мар!), кус- глаголтан тымарланаканскер.