Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату йĕтесĕПулас кинсемӐшӑ ҫумӑрПирвайхи юратуĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Пулать-çке пурнăçраЙĕрсем

Ылтăн кĕркунне


Паян ирпе çула тухсан,

Эп тĕлĕнсе кăна-çке пытăм:

Çунса выртать таçтан-таçтан

Кĕр кунĕ сапнă чĕре ылтăн.

 

Çуралнă ялăм — ылтăн сад,

Хирте пĕр тикĕс ылтăн хăмăл.

Ун тăрăх ылтăн ывăтса,

Хĕвел чупать çăмха пек çăмăл.

 

Ыраш калчи, ав, ешерет

Çӳçеллĕ пурçăн тутăр майлă.

Çаранлăхра кĕтӳ çӳрет, —

Кĕрхи сĕтсем çăра хăймаллă.

 

Кăнтăралла хуркайăксем

Карти-картипеле куçаççĕ;

Кĕрхи хĕвел çинче вĕсем

Ылтăн çунатлă курăнаççĕ.

 

Ылтăнланан вăрман тăрне

Пилеш вĕри кăвар сапать-мĕн.

Кам савмĕ-ха кĕр мăнтăрне,

Кама ун ырлăхĕ йăпатмĕ?

 

Вăрманалла шала кĕрсен,

Юмахри пек туятăн эсĕ:

Сап-сарă ылтăн мăйăрсем

Тӳрех сан ывçуна ӳкеççĕ.

 

Йăлтах манатăн хăвна ху,

Çăкалăхпа пыратăн çулсăр.

Савни хыпарĕ мар-ши ку —

Вĕл-вĕл вĕçен çак ылтăн çулçă?

 

Мĕн каласа мĕн çырнă-ши?

Çăка çулçи чăнах çыруллă.

Тăван кĕтес, тăван çĕршыв,

Малалла

Хамăр ялта


Çавал хĕрринчен пирĕн пĕчĕк яла

Утаççĕ ретпе юпасем.

Çавал вăй-хăвачĕ йăл-ял çуталать

Куллен каç пулса килнĕçем.

 

Çӳлти çăлтăрсем ман тăван ял çине

Пăхаççĕ паян ăмсанса.

Кĕретпĕр эпир пĕр колхозник килне,

Кунта — питĕ çутă, таса.

 

Сĕтел хушшинче пĕчĕк паттăр ларать,

Пит чаплă пулас кĕнеки;

Пуçне çĕклемесĕр çак паттăр вулать:

«Ульянов — ача чухнехи...»

 

Ун ашшĕ те ларнă сĕтел хушшине,

Пĕрлех вăл вулать те çырать:

«Эпир пурнăçлатпăр Ильич хушнине,

Пур ĕç те кал-калăн пырать».

 

Кружок пулмалла-çке ыран каçхине,

Колхозник унта вĕренет.

Инке юр пек шурă кăтай пир çине

Хитре тĕрĕсем ӳкерет.

 

Ялти хресчен пӳрчĕ. Пĕр пĕчĕк килйыш.

Тӳлеккĕн çеç вăхăт шăвать.

Стена çумĕнчен çивĕч куçлă Ильич

Кашнин ĕçне ăшшăн сăнать.

 

Çавал вăй-хăвачĕ çак пĕчĕк пӳртре

Çапла ялкăшса çуннăçем,

Ӳссе çуталаççĕ вĕри ĕмĕтре

Тата аслăрах кунçулсем.

 

Малалла

Акăшсем


Акăшсем, акăшсем,

Кĕрхи сулхăн ирпе

Вĕçрĕç ман шухăшсем,

Хускалса сирĕнпе.

Ман вĕри салама

Тусăма калама

Илсе кайăр инçе

Шур çунатăр çинче.

 

Тусăма ăсатни

Кĕç çулталăк çитет:

Чикĕре чун савни

Çĕршыва хӳтĕлет.

Ах, черемçĕм çунать, —

Мĕншĕн çук-ши çунат!?.

Сирĕнпе эп çула

Паянах тухмалла.

 

Акăшсем, акăшсем,

Каялла вĕçнĕ чух

Ман вĕри шанчăксем

Сирĕнтен юлас çук.

Пĕр хĕвеллĕ çут ир

Илсе килĕр эсир

Савнă тус саламне

Манăн кантăк умне.

Сăнӳкерчĕк


Асăнмалăх, тусăм, парнелерĕн

Сăнӳкерчĕк иртнĕ çул мана.

Килĕп, терĕн, мĕншĕн-тĕр килмерĕн.

Ăçта эсĕ? Мĕн пулчĕ сана?

 

Сăнӳкерчĕк,

Хĕрри пĕркеленчĕк,

Сархайма та тытăннă кăштах.

Сăнӳкерчĕк —

Туйăмри тĕпренчĕк,

Вырăну сан ĕмĕр çавăнтах.

Сăнӳкерчĕк —

Пурнăçри тĕрленчĕк,

Ас илме хистет иртнĕ куна.

Сăн ӳкерчĕк,

Пысăках мар, пĕчек,

Çав-çавах сиплет чирлĕ чуна.

 

Юратап тесе те тупа турăн,

Пĕрлешме сăмах парса тату.

Тем те пулĕ, тем те курса тăрăн, —

Хыпар ту, савниçĕм, хыпар ту.

 

Юратмастăп? Çук, чуна суятăп,

Каллех хатĕр туйăма чĕртме.

Мĕн пулсан та килессе туятăп,

Юрату хистет мана кĕтме.

Ватă йăмра вăрттăнлăхĕ


Чăваш ялĕ ĕлĕкренпех юханшыв хĕрринелле туртăнать. Акă ман тăван ял та Хĕр шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Асанне каланă тăрăх, пирĕн ял çывăхĕнче шыв арманĕ пулнă. Пуян тутар арман лартма шутлать, арманне шыв татса ан кайтăр тесе, вăл ун айне чĕрĕллех çамрăк хĕре алтса чикнĕ пулать, ун хыççăн çак юхан шыв халăхра «хĕр шывĕ» ятпа çирĕпленсе юлать…

Мĕнлерех илемлĕ вăл Хĕр шывĕ.! Ун çине нихçан та пăхса тăранаймăн. Пин хут пăхсан та хăйне расна тулли илемĕпе çĕнĕлле, нихçан курман пекех куç умне туха-туха тăрать. Илĕртӳллĕ вĕтĕ кăтрисем хĕвел шевли пек выляççĕ, уçă çил кăшт вĕрнипех чĕтрене-чĕтрене хуралаççĕ, çав самантрах шерепеленсе кайса саланаççĕ, çухалаççĕ. Кăмăл çĕкленет, чĕрере ырă туйăмсем çуралаççĕ.

Кирек хăш чăваш ялĕ те йывăçлă, çулла аякран раща пекех курăнаççĕ. Пирĕн ял та йывăç ăшне путнă теме пулать. Ĕçчен те сăпайлă, тӳрĕ кăмăллă халăх пурăнать кунта. Ял ятне асăнмăпăр, кирлех-ши вăл, кун пек чăваш ялĕсем таврара чылай. Çак калавра асăннă ĕçсем кирек хăш вăхăтра та, кирек хăш ялта та пулса иртме пултарнă. Сахал-им чăваш ялĕсенче маттур каччăсемпе чипер пикесем!

Тăвн тавралăх кирек камшăн та чи илемлĕ те таса вырăн. Пурте куçа илĕртет, кăмăла çĕклет, чĕрере ырă туйăм çуратать. Пирĕн ял хĕрринче ватă йăмра ӳсет. Униче йăмри теççĕ ăна. Тăххăрăн-вуннăн çеç ытамласа илме пулать унăн пĕвне. Тарăн шухăша кайнă çын пек курăнать йăмра. Ĕмĕрсем хушшинче тем те курнă, тем те тӳснĕ пуль çав мăнтарăн йывăçĕ. Ялта çирĕпленнĕ йăла тăрăх, туй каçхине çамрăк мăшăр çак йăмра çине илемлĕ çăлтăр тĕрленĕ тутăр килсе çакать. «Йăмра çамрăк мăшăр юратăвне, телейне сыхлать», — теççĕ ялти ватă çынсем. Çур çĕр варринче, çап-çутă çăлтăр çутатнă чух йăмраран телей уççи ыйтмалла пĕр-пĕрне юратакан чунсен. Ку çăлтăр яланах пĕр вырăнта курăнать. Аçинтей çăлтăрĕ теççĕ ăна халăхра.

Малалла

Юрă


Çĕлен сăнни пулса эс сăнăларăн,

Казак сăнни пулса эс пăталарăн...

Сăн-пит мĕнле, çапла эп хам... Пĕлетĕп,

Хама ăнланаймасăрах вилетĕп...

 

Эп саншăн илĕртӳллĕ пулаймарăм,

Сан чĕрӳне яланлăх юлаймарăм...

Кантра çĕрмест-ха ал çинче, асту, вăран,

Айван, мĕн-ма эс намăс-симĕсрен хăран?

 

Çаплах-и, тен... Мĕскер вăл арçын тивĕçĕ.

Артаклăх. Каçару... Юрату — кĕвĕçе.

Сарă хĕр


Ир-ирех çăл патне

Ик витре йăтайса

Сарă хер шыв ăсмашкăн тухать.

Эп пĕлместĕп ятне,

Эп тăратăп хытса

Валакран тăрă шыв çеç юхать.

 

Сарă хĕр, сарă хĕр,

Чун сисет, эпир пĕр

Шухăшпа çăл патне тухнине.

Лăпкă çилĕм, эс вĕр,

Ăшшуна ăна сир

Систерсе ман чĕре çуннине.

 

Витрисем кĕç тулса

Тăкăнма пуçласан

Асăрхарĕ мана, хĕрелсе,

Пуç сĕлтсе те кулса

Вăл манпа калаçсан

Чĕрем кайрĕ çу пек ирĕлсе.

 

Сар хĕвел пайăрки

Пит-куçран ачашлать,

Çăлтăрсем çуратать шыв çинче.

Çĕнĕ пурнăç йĕрки

Чунсене хыпашлать,

Юратмашкăн хистет çут тĕнче.

Килĕрсем


Пусараймĕ ăша лăпкă канăç,

ылтăн çулçă хуллеççĕн çуни.

Каймалли çĕрĕре ĕнтĕ кайăр,

кайăр та таврăнсамăр кашни.

 

Пĕр кайсан, тăпра пулăпăр мар-и,

тăпраран — йывăç-курăк, чечек?

Çутă ывăннă, анăç тăмарĕ

хускалмасăр хăй вырăнĕнче.

 

Шурĕ-шурĕ те ирĕлчĕ çутă!

Пĕр кайсан, çут тĕнче çутă мар.

Килĕрсем пур пĕрех, килĕр çулсăр,

çил пулса килĕрсем садăма.

 

Тĕлĕкре килĕрсем, килĕр чăн-чăн —

пулăр лĕпĕш; сар кайăк, юмах.

Сирĕнтен кашниех ырă çынччĕ,

юлаймарĕ, пулмарĕ юлма.

 

Пусрăнсамччĕ, чĕре, ан çунсамччĕ.

Йывăр шухăш пуçа шуратать.

Кашниех килчĕ, курчĕ, ăсанчĕ...

Çут тĕнче çуратать, ăсатать, çуратать.

«Сурăм кĕрекинчи сăваплă...»


К.В. Воронов таврапĕлӳçе

 

Йĕкĕрлĕ курка — сар курка

Хĕррипе тан пыл-сăра,

Пыл сăрана тутанма

Мăшăр-мăшăр лармалла...

Н. Шупуççыннин

«Йĕкĕрлĕ курка» сăввинчен

 

Сурăм кĕрекинчи сăваплă

Янал курка ик алăра.

Тавсси, ăсчахăмăр! Сан чаплă

Сăвапупа юхать сăра!

 

Йĕкĕр куркан йăлийĕ савăк,

Вăл шахвăртса телей сунать.

Ырра ырлать тăван аваллăх,

Ламран ăс-хал пырать чуна.

 

Мĕскер вăл вăтар та пĕр аллă?

Çĕр аллă пултăрччĕ вăл сан.

Тĕпелĕмĕр тĕкел куркаллă,

Ик ĕмĕрлĕ, эппин, пулсам!

 

1994, ака, 29.

Шупашкар — Чăваш Сурăмĕ.

Пуласлăхра…


Ача-пăча вăл яланах выляма юратать. Ĕçленĕ хыççăн та, уроксем хыççăн та…

Паян Ваçук шкултан таврăнсан тумне улăштарчĕ те ашшĕ хушнă ĕçсене тума кил картине тухрĕ. Кайран пӳрте кĕчĕ те кĕнеке тытрĕ. Темиçе страница вуланă хыççăн урамра ачасем шавлани илтĕнчĕ.

— Ваçук! — тесе кăшкăрать пĕри. Ваçук вара кĕнекине хупрĕ те урама çил пек чупса тухрĕ. Ачасем яланхи çĕре, сăрт пуçĕнчи йăмра патне, выляма кайрĕç. Кунта тем чул ача: пĕрисем хăваламалла выляççĕ, теприсем мечĕк тапаççĕ, виççĕмĕшсем вара ватă йăмра тăррине хăпарса штаб тăваççĕ.

Ваçук та штаб тунă çĕрте тăрăшать. Кивĕ хăмапа икĕ турата пĕрлештерет, пăтапа çапса çирĕплетет. Акă ăнсăртран ача тăракан турат хуçăлчĕ те — Ваçук тайăлса кайрĕ. Йывăç вуллине тытса хăтăласшăнччĕ вăл, анчах май килмерĕ. Вăл ӳкрĕ. Ача куçне хупрĕ те ӳксе ыраттарасса кĕтме пуçларĕ. Чылай вăхăт хушши куçне уçмарĕ вăл. «Кто это?» — тенине илтсен çеç чакăр куçĕсене уçса ячĕ. Йĕри-тавра пуçтарăннă ачасене пăхса çаврăнчĕ вăл. Вĕсен хушшине хăйĕн юлташĕсене тупасшăн пулчĕ, анчах пĕрне те палламарĕ. Пурте вĕсем тĕлĕнмелле хĕсĕк шăлаварпа, шалпар футболка тăхăннă. Куçĕ тавра хуп-хура йĕр туртса тухнă. Хăшĕ-пĕри тутине çаплах сăрланă. Мĕнле япала ку? Нивушлĕ Ваçук тĕлĕк курать? Темиçе минут каялла çеç çак йăмра патĕнче вăл хăйĕн юлташĕсемпе вылятчĕ, халĕ вара ун тавра тĕлĕнмелле ачасем.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 178 179 180 181 182 183 184 185 186 ... 796