Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вĕлле хурчĕ — ылтăн хуртПурнӑҫ утравӗсемҪул пуҫламӑшӗИлле ТăхтиÇул хыççăн çулҪул юлташӗЧипер Анна

Пĕрремĕш юрату


Çулсем иртсен те асăмрах яту,

Ачаш куллу, мерчен пек куçусем.

Манса кайман. Çакна эсĕ пĕлсем —

Ман çылăхсăр пĕрремĕш юрату!

 

Кашни каçах-çке вăйăра чухне

Сана анчах шыратчĕç куçăмсем.

Пирĕн валли юрлатчĕç шăпчăксем,

Пĕр пирĕншĕн килетчĕ çуркунне!

 

Пит илĕртетчĕ мăкăнь пек туту

Хитре сассу, çут уйăх пек сăну.

Тепре анчах пуласчĕ сан хăну —

Ман çылăхсăр пĕрремĕш юрату!

 

Тепре анчах-çке укăлча умне

Санпа пĕрле утасчĕ юнашар.

Ыйтас килет, паллах, мана каçар,

Мĕне пула манран уйрăлнине...

Хĕвел


— Хĕвел, пăх,

Хĕвел, пăх!

Çупа çăкăр çитереп! —

Хĕвел пăхрĕ те çуталчĕ,

Самантрах куçран çухалчĕ.

 

— Хĕвел, пăх!

Хĕвел, пăх!

Çупа çăкăр çитереп! —

Хĕвел ăшшăн шурĕ тухрĕ,

Тепĕр хут мана тав туре.

Хăмла çырли


Ман çула мăн кăткă тĕмĕ,

Тен, картларĕ пуль юри:

Шартарать куçа вут-хĕмĕн

Ялкăшса хăмла çырли.

 

Тутанмасăр епле чăтăн?

Çырла мар, чăн-чăн шерпет,

Чĕлхене пĕр шелсĕр çăтăн,

Май пулсассăн, шеремет.

 

Темĕн тăршшĕ вăрăм кун та

Хăвăрт иртĕ вăрманта.

Çырлапа йăлт тулчĕ кунтăк,

Тулчĕ манăн кăмăл та.

 

Тусăмсем, халь хăвăр шутлăр:

Ма çырла шултра та тутлă

Пирĕн хыр вăрманĕнче,

Кăткă тĕмĕ патĕнче?

Упа


Килчĕ шăппăн йăлтăр-йăлтăр

Илĕм-тилĕм тул çути.

Ал армань пек кăлтăр-кăлтăр!

Кăлтăртатрĕ аслати.

 

Çил ачи таçта пытанчĕ.

Кĕмсĕр-кĕмсĕр сасăпа

Шарт сиксе тин çеç вăранчĕ

Мĕшĕлти, лӳппер упа.

 

Шăтăкран аран, вăраххăн

Тухрĕ те йăраланса

Ӳсĕрчĕ вăл кăххăм-кăххăм,

Анасларĕ карăнса.

 

Вăрман тăрах сас ян кайрĕ:

«Нумай çывăрнă, патька!»

Чăр пăхса куккук пуç тайрĕ:

«Сывă-и, Михал кукка?»

Çул çинче


Вăрман çулĕпе пĕр арçын вут тиесе таврăнать. Тăлăп тăхăннăскер, вăл лав çине меллĕн майлашса ларнă та кĕске авăрлă пушшипе çул хĕрринчи юра çапкаласа пырать. Хăла лаши типĕ вутă лавне сисмен пекех çăмăллăн туртать, пуçне уха-уха утать.

Эпĕ машина çинче ларса пыратăп. Аякри вăрман поселокне тĕнчери лару-тăру çинчен лекци вулама каятăп. Унта мĕнле пулассине халех куратăп ĕнтĕ: пысăках мар хĕрлĕ кĕтесе халăх лăках тулать, çыннисенчен ăвăс хуппипе чăрăш сухăрĕн ырă шăрши кĕрет. Тăвăр пӳлĕмре вĕсем шăпăртах лараççĕ, эпĕ каланине сывламасăр итлеççĕ. Кайран ыйтусем пама тытăнаççĕ. Халăха халь пурте интереслентерет.

Самаях такăр çул машинăна пĕрре çӳлелле илсе хăпарать, тепре аялалла антарать. Вăрман çулĕ хĕлле çапах та чылай тикĕсленет.

Ĕнер уй енчи колхозра пулнăччĕ, паян — кунта. Кăнтăрла, пурнăçран юлас мар тесе, хаçатсем пăхкалатăп та — каллех çула.

Анчах вăл мар-ха мана хумхантарчĕ. Машинăна чарса, çак вутă лавĕ çинчи çынна хам вырăна лартса ярас килчĕ, хам вара çуна çине хăпарса ларнă пулăттăм та çул тытăттăм тăван анне килне! Пушатнă пулăттăм вутта, лашине тăварса витене кайса ярăттăм. Кайран, пӳрте кĕрсен, анне мана кăмака çинчен ăшă-ăшă çăматă илсе парĕччĕ, чукунпа пĕçернĕ яшкана кăмакаран кăларса, антарса парĕччĕ.

Малалла

Пĕрремĕш юрату хăвачĕ


Кашни çыннах пуль тӳпене çĕкленĕ

Пĕрремĕш юратун ачаш çуначĕ.

Чунтан савса пурте пуль ĕмĕтленнĕ

Сӳнмест тесе чăн юрату кăвайчĕ.

 

Пирĕншĕнех пуль çăлтăрсем çутайнă

Асамлă юратун вĕри хăвачĕ.

Ют куçсенчен пурне те хупăрланă

Çуркуннепе шур çĕмĕртĕн турачĕ.

 

Нумай чухне пуль çунайса кĕлленнĕ

Пĕрремĕш юратун ачаш çуначĕ.

Теме пула ытла та час сӳнейнĕ

Кĕтмен çĕртен, чăн юрату кăвайчĕ.

 

Пулман пулсан çак ытарми çут туйăм,

Пĕрремĕш юратун манми саманчĕ —

Чĕресенче, тен, çунаймасчĕ çулăм...

Çавна пулах этемĕн пур хăвачĕ!

Асамат кĕперĕ


Çаран çинче ăна эп куртăм,

Ун еннелле васкавлăн утрăм.

Эп çитрĕм те çаран çине -

Чупрĕ кĕпер пĕве патне.

Кĕтĕм шыва ун хыçĕнчен,

Тытасшăн пултăм ункинчен.

Пăхатăп — вăл вăрман çинче.

Чупасчĕ ман — вăрман инçе.

Чĕпсем


Чăмăрккасем, начар çиетĕр.

Чăмăрккасем, мĕскер кĕтетĕр?

— Э?, Куля тусăм, сарă тулă

Çĕрулминчен нумай тутлă.

Кăркка


Кăркка тăснă та мăйне

Каллĕ-маллĕ чупкалать.

Ача сачĕн картишне

Вăл кĕресшĕн кăрлатать.

 

— Ан тивсемĕр, ачасем,

Унта манăн чĕппĕмсем...

 

Маруçпа Таруç, Иван

Сар сăмсаллă чĕпсене

Ачашларĕç кăмăлтан,

Ячĕç амăшĕ патне:

 

— Кунĕпе те çĕрĕпе

Пĕрле пулăр аннĕрпе!

Мучи


— Мучи, — терĕ шăллăмăн ултă çулхи ывăлĕ Славик.

— Мĕн?! — тарăхса персе ятăм эпĕ.

Хам та сисмерĕм: епле тухрĕ çак сивĕ сăмах?

Кӳрентермерĕм-ши тесе, унăн çĕмĕрт куçĕнчен тинкертĕм. Ача чунĕ — сисĕмлĕ барометр. Вăл халь, ак, чăнах та, ман çине ăнланмасăр, шикленерех пăхать.

Эп куланçи турăм. Ăна-кăна сисмерĕ курăнать Славик.

— Мучи, çак теттепе вылям-и? — малтанхиллех хаваслă ыйтрĕ вăл.

— Вылях, выля! — лăштах пулса, ăна сĕтел çинчен ракета илсе патăм. Тетти ĕнтĕ чăнласах йăпанмаллискер: авăрлатăн та — çĕмĕренне самаях инçе ывăтать. Кантăка ан çĕмĕртĕр тесе, вĕçне пуклак резина çапнă пулин те, эпĕ ăна татах ача ĕмкĕчĕ тăхăнтартнăччĕ. Хамăн шĕвĕрĕ чарусăртарах, кунсеренех мĕн те пулин аркатма тăрăшать.

— Ах, хытă перет ку, мучи. Авăрласа пар-ха.

— Хăвах авăрла. Ак çапла… Вĕрен…

— Халь пĕлеп, мучи.

Хам çаплах йĕркене кĕрейместĕп. Сикрĕ вырăнтан чĕре.

«Мучи! — янăрать хăлхара. — Мучи!»

Вăтăр çула çитнĕ çыншăн ку сăмах ытла та чĕрене касать иккен!

Тĕкĕр умне пыратăп. Яшлăх сăнĕ тарайман манран, тепре чухне хĕрсем те пăхкаласа илеççĕ. Сăнăма çулсен акапуçĕ çапах та сĕртĕннĕ ĕнтĕ, шăйăрнă: çамка çинче виçĕ карт палăрать, куç айĕнче те йĕрсем çухалмиех выртаççĕ. Çав йĕрсем ан пулччăр тесен, çулла хура куçлăх тăхăнма сĕнеççĕ. Анчах эпир ăна-кăна уятпăр-и вара? Çамрăклăх учителĕ — чĕре. Çулталăкра пĕрер эрне пек канкаласан, йĕрсем çухалма та пăхаççĕ. Çапах та пурнăç пурнăçах çав. Ĕç çине ĕç, пăлхану-тарăху — тем те пур пурăнан пурнăçра. Çулсен акапуçĕ йĕрлет те йĕрлет сана. Тăнлавĕ те çараласшăн. Хăш-пĕр çынсем ухмах çӳç пĕрчисем ăслă пуçа пăрахса тараççĕ, текелесе шӳтлеççĕ, эпĕ: ăслă çӳç пĕрчисем ухмах пуçран тараççĕ, тетĕп. Çавах мар-и, икĕ тăнлава та кашни эрнерех пĕрер шурă çӳç пĕрчи тухса ларать пулсан? Кăкласа пăрахатăп — каллех шăтать. Çумкурăкĕ пекех иккен шуралакан çӳç…

Малалла

■ Страницăсем: 1... 28 29 30 31 32 33 34 35 36 ... 796