Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ф.
Сана çухатсассăн, савниçĕм,
Ман куçăм çухалнă пекех.
Эп суккăр пулсассăн,
Сана курмасассăн
Мĕн-ма пурăнас-ха текех?..
Сана çухатсассăн, савниçĕм,
Урасăр эп юлнă пекех.
Урасăр пулсассăн,
Пĕрле утмасассăн
Мĕн-ма пурăнас-ха текех?..
Сана çухатсассăн, савниçĕм,
Эп алсăр юлнă пекех.
Алли пулмасассăн,
Хăват юлмасассăн
Мĕн-ма пурăнас-ха текех?..
Çук, çук! Çухатмастăп, савниçĕм,
Ялан эс пĕрле — чĕререх:
Эп суккăр пулсан та,
Урасăр юлсан та
Санра вăй тупатăп пĕрех!
Тăлăх пуснă ача пулнăран
Тантăшсем пек кервен ӳсеймерĕм.
Çĕр ĕçне кӳлĕнсе ачаран
Выляса савăнма ерçеймерĕм.
Каярах, яш шайне те çитсен,
Ăраскаллă пĕрех пулаймарăм.
Савнине ал çинче çĕклесе
Пурнăç çулĕпе эп утаймарăм.
Ӳпкелемĕп çавах шăпама,
Пӳрнине пуç тайса йышăнатăп.
Тепри хурласан та хама
Çаплипех малалла талпăнатăп.
Аллă çул пурăнсан çĕр çинче
Хушăнать-мĕн пайтах тивĕç-парăм.
Шел, çак шавлă кун-çул юххинче
Хам çырас тенине çыраймарăм.
Иван Петрович аллине ручка тытса çамки тирĕсене картлантарчĕ те умне сарса хунă шур хут çине çырма пуçларĕ.
«Хĕрарăмсен кунĕ» тесе васкамасăр пысăк саспаллисемпе йĕрлесе тухрĕ крахвит тунă хутăн малтанхи йĕрки çине.
Унтан «пот полька» каснă çӳçне пушă аллипе утюкласа илчĕ те, малалла мĕн çырас-ши тесе, чернил кĕленчи çине чылайччен пăхса тăчĕ.
«Аха!» Тупрĕ.
«Кашни çулах мартăн 8-мĕшĕнче эпĕр хĕрарăмсен кунне уявлатпăр. Хĕрарăмсене социализм тăвас ĕçе хутшăнтармалла... Ĕлĕк хĕрарăмсем капитализм пусмăрĕнче те, упăшки пусмăрĕнче те...» Малалла мĕн çырассн пуçран вĕçсе тарнă.
Иван Петрович сиксе тăчĕ те пирусне тивертрĕ васкаса, пӳлĕм тăрăх васкаса утса çӳреме тытăнчĕ шухăш шырама.
— Шуйттан председателĕ! Эсĕ, тет, профсоюз членĕ. Халăх ĕçне ермелле. Хĕрарăм кунĕ валли статья çырса пар-ха тет. Сан стена хаçату çине çырмасăрах, манăн ĕçсем нумаййине пĕлмест. Хам партире те тăмастăп, çапах çыртарать...
Каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе, чӳрече патне пырса тăчĕ. Çат!.. Çат!... Çат!... тумла юхать чӳрече янаххи çинчен сăрланă урай хăми çине.
— Ма чӳрече çинчи тутăрна пăрмастăн! — тесе ура тапса пычĕ тĕпелте ача кĕписем çуса тăракан арăмĕ патне.
Малалла
Шăнкăртам хĕррине эп анатăп
Ирхине. Сывлама пит аван.
Ĕмĕтре сывлăшра ярăнатăп,
Пирĕшти пек хăвна эс туян.
Сенкерлĕхе вара путатăп,
Çавăнпа эп тата ачашрах.
Ытарми çĕн сăнсем эп куратăп,
Юмахри пек тĕнче ман умра.
Хырлăхри кайăк-кĕшĕк концерчĕ
Янăрать, янăрать таврара!
Чечексен ыр шăрши çĕклентерчĕ,
Халь ытла та-çке ырă чунра.
Сывлăмпа çут тĕнче, ав, çуталчĕ
Çĕн сăнпа хурлă шухăш çухалчĕ.
Ах, мĕнпе танлаштарас-ши
ман сана, пике?
Кăмăлу аса илтерчĕ
шухă ирĕке,
çеçен хир пек
анлă,
вĕçсĕр,
илĕртет ялан.
Çавăнпа маттур,
вăр-вар эс,
çавăнпа аван!
Ах, мĕнпе танлаштарас-ши
ман сана, пике?
Хурăн пек — тӳрех калатăп —
тӳсрĕн инкеке.
Вăрман евĕр аслă,
ешĕл, —
çынсене саван.
Çавăнпа маттур,
вăр-вар эс,
çавăнпа аван!
Ах, мĕнпе танлаштарас-ши
ман сана, пике?
Тăван Çĕр-анне пек патăн
кирлĕ тĕреке.
Сăрт-ту евĕр
çӳллĕ,
çирĕп
турĕ кăмăлтан,
Çавăнпа маттур,
вăр-вар эс,
çавăнпа аван!..
Ах, мĕнпе танлаштарас-ши
ман сана, пике?
Шăнкăрч пултăн —
вĕçрĕн-килтĕн
кĕçĕр тĕлĕке.
Юрă хыççăн çĕнĕ юрă,
ах, шăрантăрах,
Çавăнпа маттур,
вăр-вар эс,
çавăнпа аван...
Ах, мĕнпе танлаштарас-ши
ман сана, пике?..
Çурхи çумăр шăпăртатрĕ çăмăл,
Çиçрĕ çиçĕм, çитрĕ çил ачи...
Çеçке çурчĕ, çепĕçленчĕ кăмăл, —
Çук, килмерĕ хĕр патне каччи.
Икĕ çул унпа çыру çӳретрĕ,
Икĕ çул никам та чуп туман.
Ир те, каç та савнине вăл кĕтрĕ —
Икĕ питлĕ нихăçан пулман.
Халь хĕре никам та пулăшаймĕ:
Хурчăка пек сăхрĕ, чун илли!
Хывăх евĕр вĕçрĕ ун сăмахĕ —
Хӳхĕм хĕр вăл тупнă хăй валли.
— Ах, йăмра, эс пĕтĕмпех пĕлетĕн,
Астăватăн эс иксĕмĕре...
Антăхса йĕрсессĕн те пĕрле тек,
Ах, йăмра, пулаймăн ĕмĕрне.
Çĕрĕпе минтер çыртса хӳхлерĕ
Çамрăк хĕр, ылханчĕ пурнăçа...
Çурхи çумăр ирчченех лӳшкерĕ —
Çăлăнăç куççулĕ пулчĕ çав.
(В.Бараев–Сĕркке поэта 100 çул çитнине халалласа)
Виçпӳртрен сахал мар тухнă
Пултаруллă ĕçченсем.
Çакăнтах ăсне те пухнă
Ырă, сăпай хресченсем.
Ак, Бараев, пур çыравçă,
Тĕнчипех ăна паллаç.
«Пулман вăл нихçан хăравçă», —
Ун пирки çапла калаç.
Шур хута нумай хуратнă,
Пирĕн Тимĕр шав çырса.
Калав хыççăн сăв çуратнă,
Ĕлкĕр çеç çырса пырса.
Шухăшне, шел, вăрçă татнă,
Хĕрхенмен Бараева.
Вут-хĕмне сахал мар сапнă,
Тăшман хамăр çĕршыва.
Виçпӳрт çынни паттăр пулнă,
Хӳтĕлет Сталинграда.
Ыр ячĕ кунта ун юлнă,
Янăрĕ ĕмĕр тата.
Мрамор хăма çинче вулĕç
Ун ятне Сталинградра.
Владимир Бараев! — курĕç
Ун сăнне те палăкра.
Çĕршыва вăл питĕ савнă,
Ывăлне вĕри чунтан.
Арăсланшăн сăвă хывнă,
Никам çук хакли унтан.
Хайлавсем ун питĕ сумлă,
Вуланаç паян кунччен.
Сăнарсем пирĕнпе çумлă,
Пурăнаç çĕршер çулччен.
Халь унран тĕслĕх илеççĕ,
Малалла
Антун мучи виç-тăватă çухрăмри хула пасарĕнче çур пăт хур мамăкĕпе çур пăт пăта туяннă, унтан ялалла çул тытнă. Çул çинче вăл лаштăрах ĕшенсе çитнĕ.
— Эх-хе-хех! — çурăмĕ çинчи мамăкпа пăта хутаççисене çĕр çине хурса тарăннăн хашлатнă мучи. — Пĕр пăт çĕклейми пултăм та... Ватăлтăм çав, ватăлтăм... Э, тепĕр тесен, килте маттур мăнукăмсем пур чухне мĕн кулянса тăмалли?
Антун мучи мамăк хутаççипе пăта хутаççине çул аяккинерех илсе хунă та ялнелле утнă. Килĕ патне çывхарнă чухне ăна хирĕç мăнукĕсем пĕрин хыççăн тепри чупа-чупа тухнă:
— Асатте килчĕ! Асатте килчĕ!
— Килтĕм те çав, чĕкеçĕмсем, анчах пасарта туяннă япаласене киле йăтса çитереймерĕм-çке, — тенĕ Антун мучи тăххăрти Павăлпа вуннăри Ивана пĕремĕк парса.
— Йывăр япаласем туянтăн-им, асатте? Ма хамăра пĕрле илсе каймарăн?
— Çук, ачамсем, ытла йывăр япаласемех мар. Çур пăт мамăкпа çур пăт пăта кăна туянтăм. Çăмăл ачасем пулса йăтса килĕр-ха çавсене. Хутаçсем çил арманĕ патĕнчен инçех те мар, çул хĕрринче, сылтăм енче лараççĕ.
Аслашшĕ кăтартса янă вырăна Павăлпа Иван часах пырса çитнĕ.
Малалла
Çĕршыва тĕссем çине ан пайлăр,
Çитĕ пĕр-пĕрне тӳпелесе…
Пурăнар-и çĕр çинче сăпайлă
Тĕнчене чунпа илемлетсе.
Вучахра çеç çунтăр вут хĕлхемĕ.
Хирĕçӳ кăварĕ алхассан,
Никама та ун сăнни хĕрхенмĕ
Сар куна пĕр шелсĕр шуйхатсан.
Ыррине ăна — ĕçпе туптаççĕ,
Çилармань лартмаççĕ сăмахпа.
Ыр çынсем-и? Килĕшӳ тупаççĕ
Вут чĕртме çĕкленнĕ ухмахпа.
Тĕлĕнетĕп эп паян, çынсемĕр!
Чан çапатăп, итлĕр чун сасси.
Эп сĕнни çынсем патне çитсемĕр:
Телейпе çеç çиçтĕр пуласси.
Ман çĕршывăн тĕсĕ çутăран, —
Çук, çĕнеймĕ Сар куна тăхлан!
Çĕршывăмăр сарлака та аслă, теççĕ.
Вĕç-хĕрсĕр сĕм вăрмансемпе хирсем.
Пĕчĕкренех ăша илсе ӳсеççĕ
Çапла вĕрентнине ачамăрсем.
Чăнах, Çĕршывăм аслă — килĕшетĕп.
Çитекенни çук анлăш-урлăшпе.
Аш кăнтăра, сив çурçĕре çитетĕп —
Çакна туятăп эп чун-чĕремпе.
Ăçтан сăмахĕ тухнă? Халь пĕлеймĕн:
Çуралнă енпелен тăван кĕтес
Этемшĕн «пĕчĕккĕ çĕршыв» кăна-мĕн.
Апла вăл Çĕршывран мĕскер кĕтес?!
Тăван Çĕршыв пĕрре кăна. Ан манăр!
Çук пысăкки, çук пĕчĕкки унта.
Эппин ялан хисеплĕ, çумлă пултăр
Çуралнă, ӳснĕ ен пурнăçунта.
■ Страницăсем: 1... 354 355 356 357 358 359 360 361 362 ... 796
|
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...