Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Али-паттăрЙăмраллă ялПулать-çке пурнăçраТаркăнЮрату йĕтесĕТăм ӳкнĕ ирСана ҫырма сӑмах ҫитет

Ахах мар иккен


Утас çул çинче, тусан айĕнче

Тупрăм пĕринче пит илемлĕ чул.

Пултăр терĕм-çке кăкăрăм çинче.

Ахах терĕм пуль, мерчен терĕм пуль...

— Ахах мар иккен, мерчен мар иккен,

Ахаль çеç хитре хытă чул иккен.

 

Пĕр кĕтмен çĕртен, шыраман чухнех

Тĕлпулу санпа мĕншĕн пулчĕ-ши?

Ытарми хитре шурăмпуç пекех

Пĕр мана валли килтĕн терĕм-ши?

Чунăм терĕм пуль, тусăм терĕм пуль,

Маншăн пирĕшти пулăн терĕм пуль.

 

Сивĕ чул çинче ӳсеймест чечек.

Çумăр айĕнче типеймест куççуль.

Ман чĕрем сана ĕненмест текех.

Сăлтавне хăвах эс чухлатăн пуль.

Ахах мар иккен... Мерчен мар иккен,

Маншăн пирĕшти пулас çук иккен...

Ахаль мар пуль


Ăнсăртран-ши килчĕ тĕлпулу?

— Хамран хам ыйтатăп кунсерен.

Ман çулпа пĕрлешрĕ сан çулу

Ахаль мар пуль, тусăмçăм, ĕнен!

 

Каçсерен килетчĕ тĕлĕкре

Нихăçан курман пĕр çут сăнар.

Çав сăнар вырнаçрĕ ĕмĕтре

Тивертмешкĕн чунăмра кăвар!

 

Санпала тĕл пулнă самантра

Куçăма шанмарăм эп малтан:

Асăмри сăнар тăрать умра!

Тĕлĕкрен-ши вăл, е юмахран?

 

Ăнсăртран пулман пуль тĕлпулу.

Ахаль мар пуль килтĕн тĕлĕкрен!

Ман çулпа тĕл пулчĕ сан çулу

Ахаль мар пуль, тусăмçăм, ĕнен!

Анне


Пире кам ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çын тăвасшăн

Çунать чĕререн?

Кам тĕлĕкĕнче те

Курать-çке пирех,

Килте пуринчен

Тăрать иртерех?

Кам ир вучах чĕртнĕ —

Апат пĕçерет,

Ĕне суса кĕнĕ,

Ăш сĕт ĕçтерет?

Кам пултăр? Пĕлеççĕ

Туссем вăл камне:

Вăл пирĕн телей-çке,

Вăл — пирĕн анне.

Çуркунне, çуркунне...


— Çуркунне, çуркунне...

Мĕнле çитрĕн ку енне?

— Кайăк çунатти çинче

Ларса пытăм темĕнччен.

Тракторсен кĕрлевĕнче,

Вăштăр çил юхăмĕнче

Эп çӳрерĕм кунсерен.

Плуг тимри йăлтăртатать,

Хирелле текех пăхать.

Тимĕр шăллă сӳресем

Сӳрелесшĕн, пĕлĕрсем.

— Çуркунне, çуркунне!

Çитнĕшĕн тавах сана!

Сивĕннĕ шыв


I

Васканă чух яланах ал-ура çыхланать. Çинук, Маюкран юлас мар тесе, ĕне чĕччисене тăхăнтартнă сумалли аппарат стаканĕсене хывма мансах кайрĕ, станок алăкне васкавлăн уçрĕ. Анчах хушка çамкаллă, хуçăк мăйракаллă Моцион вырăнтан та тапранмарĕ.

— Эккей, сана кунта тăвар шывĕ сапса пачĕç-им? Тух тетĕп, Моцион! — хӳтерчĕ ăна Çинук.

Ĕне пуçне доярка еннелле пăрчĕ. «Эх, эсĕ те çав, курмастăн-им?» — тенĕн туйăнчĕç унăн куçĕсем. Анчах хĕр ăна-кăна асăрхамарĕ. Вăл ĕне умне лартса панă посыпка витрине илчĕ. Çук, Моцион çаплах хускалмасть. Доярка, аптăранă енне, пуçри тутăрне салтса илсе хăмсарчĕ. Выльăх станокран васкамасăр тухрĕ. Çилĕрен хывăннă стакансем çĕре шăкăлт! çеç тухса ӳкрĕç. Ĕне ури тĕлне пулнă бидон тӳнсе кайрĕ.

— Мĕн турăм? Мĕн туса хутăм?! — хыпăнса ӳкрĕ хĕр, бидон патне чупса пырса. Çук, ĕлкĕреймерĕ вăл: пульсатор ывăсĕ бидонран тухса та сирпĕнчĕ, сĕт тăкăнса кайрĕ.

— Вун ултă литр. Ак сана пĕр пăт сĕт!..

Кирек мĕнле лару-тăрура та çын малтанах тӳрре тухма тăрăшать. Çинук та ĕнене айăплама пуçларĕ.

— Каскăн мар-и? Çитерсен те юсанман выльăх хăçан лăпкă пултăр!..

Малалла

Астăватни, савни?


Астăватни, савни, ытарми каçсене,

Хурăнсем айĕнче юнашар ларнине,

Савакан чĕресем шанăçпа тулнине,

«Юрататăп» тесе хăв тупа тунине?

 

Астăватни, савни, шурăмпуç кĕтнине,

Каç тĕтри сирĕлсен сар хĕвел тухнине,

Пахчари çĕмĕртсем шур çеçке тăкнине,

Кĕркунне пилешсем çулăм пек çуннине?

 

Астăватни, савни, çĕрĕсем илнине,

«Пĕр санпа çеç ялан пулăп эп», — тенине,

Çичĕ ют илĕртсен уйрăлса кайнине?

Манайман эп, савни, эс тупа тунине!

Астăватăп


Шăпчăксем вăрансан эп тухаттăм

Савнă тусăм, санпа ял хыçне.

Куç илми сан çине эп пăхаттăм

Юрласа юрату юррине.

 

Сан хĕрӳ тутусен шĕл-кăварĕ

Сĕртĕнетчĕ пите, тутана.

Темшĕн тухнă куççулĕн тăварĕ

Пыл пекех туйăнатчĕ мана.

 

Сан вĕри аллуна чăмăртаттăм,

Чуптăваттăм кашни пӳрнине.

Тĕлĕкри пек хама эп туяттăм

Ĕненсе эс мана савнине.

 

Сывлăм ӳкнĕ çаран йăлкăшатчĕ

Ылттăн-кĕмĕл, мерчен çутипе.

Кĕмĕлне çутă уйăх сапатчĕ,

Тухăçра хĕрелетчĕ тӳпе.

 

Вăтансах ун чухне калаймарăм

Никама та памастăп тесе!

Савнă мăшăр сана тăваймарăм

Юрату хăватне хистесе!

 

Паян кун та çакна астăватăп.

Манас çук юрату кăварне.

Час-часах тĕлĕкре те куратăп.

Тин ăнлантăм куççуль тăварне.

Астăватăн-и?


Мамăк пек шур юрĕ

Çĕр питне витет.

Чун савнийĕм тухрĕ,

Ман пата килет!

Ытарми çанталăк,

Ытарми савни!

Паллашни çулталăк!

— Астăватăн-и?

 

Паянхи пекехчĕ

Çутă каç ун чух.

Шурă юр ӳкетчĕ

Тĕл пулайнă чух!

Юр çинчи сукмакĕ

Хĕсĕкрехчĕ пуль...

Паллашу сăлтавĕ

Çав пулайрĕ пуль!

 

Пĕр-пĕччен утаттăм

Шухăша путса.

Хирĕç эс пыраттăн

Тем пирки кулса!

Чарăнса эп тăтăм

Çул пама сана...

— Тăнăма çухатрăм

Курсанах сăнна!

 

Ытарми çанталăк,

Ытарми савни!

Паллашни çулталăк!

— Астăватăн-и?

Çĕн сукмак хывар-и

Çĕнĕ юр çине?

Юнашар утар-и

Çут телей патне?

Тăван çĕршыв


Çаран хитре,

Çаран хитре

Пин-пин чечек унта

Ешернĕрен.

Çĕршыв пуян,

Çĕршыв пуян

Çĕр тĕрлĕ халăх

Килĕштернĕрен.

Пĕр чечекпех,

Ик чечекпех

Чечек çыххи хитре

Пулаяс çук.

Тăванлашса

Пурăнмасан

Çĕршыв çапла пуян

Пулаяс çук.

Сăмахпа кăмăл


Маюк тухса калаçнине итлеме лайăх. Хĕр те эс ăна! Ăçтан тупать сăмахсене? Пĕтĕм кăмăла çĕклентерсе ярать, чуна хускатать. Çынна вăл çунат хушма та, пĕтерсе лартма та пултарать. Ахаль калаçмаççĕ çав: чĕлхе чирлине сыватать, чĕлхе сыввине ӳкерет.

Маюк — доярка. Ятсăр мар: пĕлменни те сахал ăна. Вăл район Совечĕн депутачĕ, вăл колхоз правлени членĕ, вăлах фермăри комсомол организаци секретарĕ.

Телейлĕ çуралать тепри çĕр çине. Маюк çавсен шутĕнче. Вăл хитре. Питне сĕтпе çăвать тейĕн — тап-таса. Куçĕсем пысăк, илĕртӳллĕ. Миçе каччă чĕри çунман пулĕ уншăн? Миçе каччă чĕри вĕчĕрхенмен пуль? Анчах кама савать хай — паллă мар. Киносене Григорий Федорович учительпе каять. Лешĕ, шеремет, çара çерçи хĕвелтен вăтаннă пек Маюкран вăтанать. Хăй литературăпа вĕрентет, чĕлхи япшар пулмалла пек ĕнтĕ… Хĕрпе ларнă чух вара учительтен виçĕ сăмах та илтме йывăр. Çăтса ярать тейĕн чĕлхине. Куçĕсемпе çеç ытараймасăр сăнать те сăнать вăл хĕре.

Ташă каçĕсенче хĕр учительпе çеç мар, клуб заведующийĕпе, хитре те кăтра çӳçлĕ Федотпа та ташлать. Хĕр унран кулни пуриншĕн те паллă, Кашни ташă вĕçленмессеренех: «Хветут, да не тут», е: «Федот, да не тот…» — тесе хурать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 40 41 42 43 44 45 46 47 48 ... 796