Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йĕрсем çухалмаççĕКайăк тусĕПирĕн çулталăкТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемКулăш кустăрмиАвăн уйăхĕТăм ӳкнĕ ир

Усал саспа çил шăхрать...


Усал саспа çил шăхрать,

Йывăçсене авкалать...

Ăна кура чĕре те

Лăпкă выртмас, хускалать.

Тем чул ырă ĕмĕт те

Ĕмĕт хальлĕн çухалать...

 

Чакнă уйăх час тухмасть,

Тĕттĕм çĕре çутатмасть.

Тулта уйăх хураран

Пуçри шухăш та хура...

Ӳкет перо алăран...

Кĕл тăвам-ха пĕр Турра:

Чĕре пĕртик лăпланми,

Пуçри шухăш çуталми?..

Яшă юрри


Мĕншĕн эс, çуркунне,

Тек мана астаран:

Юрлама, выляма

Уява чĕнетĕн?

Хитре эс, çуркуннем,

Нумай сан савăнăç,

Нумай санăн янрав,

Нумай ырă шăршă.

Анчах ман хуйхăма

Эсĕ те сӳреймĕн:

Йывăр чул пек выртать

Ман чĕрем çийĕнче.

Аттем мар, аннем мар,

Пиччем мар, йăмăк мар

Мана хуйхă кӳчĕ:

Варлă тус пĕтерчĕ.

Йĕтĕн пек сар çӳçĕ,

Кăвак пĕлĕт куçĕсем,

Нар пек хĕрлĕ тути —

Куçăмран çухалмасть,

Асăмран та каймасть.

Пайтах каç иксĕмĕр

Юнашар ларнăччĕ.

Юрлатчĕ юррине —

Пусаратчĕ чуна,

Ыталатчĕ мана,

Чуптăватчĕ савса,

Кăкăрăм çинелле

Хуратчĕ хăй пуçне.

Сар çӳçне якатса

Ачашлаттăм хĕре,

Çырла пек тутине

Чуптăваттăм унăнне.

Анчах рай пурнăçĕ

Нумаях пымарĕ:

Темшĕн пӳлĕхçийĕ

Ĕмĕте час татрĕ.

Ашшĕпе ют çĕре

Тухса кайрĕ варли.

Унтанпа çыру та,

Хыпар та пулмарĕ.

Унтанпа ман пуçăм

Усăнчĕ çĕрелле,

Унтанпа чĕреме

Тек ĕмĕт пĕр шухăш...

Малалла

Эс — чипер хĕрарăм


Тӳпене паян каçпа

Тахăшĕ хĕмленĕ.

Эпĕ килтĕм хăнана,

Эс мана кĕтменччĕ.

Симĕс тунсăхлă куçпа

Мĕншĕн, ма пăхатăн?

Пытармастăп, ман шутпа:

Эс — чипер хĕрарăм.

 

Эпĕ çылăхлă, пĕлеп,

Эп çунатсăр кайăк.

Сан аллу кăна сиплет,

Çук кунта ман айăп.

Эп санпа çунат хушап

Пулмасан сан чарăм.

Çухататăп эп пуçа:

Эс — чипер хĕрарăм.

 

Каçару ыйтма пĕлмес,

Эс те шарламастăн.

Каймалла ман — мĕн теес? —

Хăв та ăнланатăн.

Çăлтăр сӳннĕ тӳпере,

Уйăхĕ çухалнă.

Киле утрăм,чĕрере

Эс — чипер хĕрарăм.

 

2008 çулхи чӳкĕн 3-мĕшĕ

Океана кĕрсе ӳкрĕм


Çуллахи каникулта эпĕ тăвансем патне Океаниан ятлă пĕр пысăк хулана хăнана кайрăм. Тăвансем мана лайăх кĕтсе илчĕç, хăналарĕç, хулапа паллашма илсе тухрĕç. Кунта парксем нумай. Ачасем выляççĕ, каруççельпе ярăнаççĕ, кимĕпе ишеççĕ, çухăраççĕ, ахăраççĕ. Пĕр хитре парк çумĕнче океан пуçланать. Тĕлĕнсе пăхса тăтăм-тăтăм та пĕр ула кушака курах кайрăм. Вăл эпĕ хăйĕн çине пăхнине сисрĕ те хăрушă саспа çухăрса ячĕ. Хăранипе айккинелле сикрĕм те океана кĕрсе ӳкрĕм.

Самай тарăн анса кайрăм. Куçа уçса пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Русалкăсем кайла-майла ишсе çӳреççĕ. Лайăхрах сăнаса пăхрăм та пĕр пĕчĕк пӳрт куртăм. Ун чӳречисенчен усалсем тула тухасшăн чĕрнисемпе чакаланаççĕ. Мана курсан савăнсах кайрĕç:

— Алăк уçса пар-ха, — теççĕ.

Вĕсене шеллерĕм, алăк уçма шутларăм. Уçăпа алăк патне çитсеччĕ, мана пĕр пĕчĕк пулă тĕртсе ячĕ, уçă çĕре ӳксе çухалчĕ.

— Киле каяс килмест пулас санăн, усалсене ирĕке ярсан киле таврăнаймастăн вĕт!!!

Хам та хăраса кайрăм.

— Киле каяс килет, — тесе макăрма пуçларăм.

— Макăракана чăтма пултараймастăп! Пăх, хыçра алăк пур. Вăл сана Çĕр çине киле таврăнма пулăшать.

Малалла

Юратнă поэтсем


— Мачамăшра Шекспир çуралнă!

— Тăванăм, эс суйма хăтлантăн:

Хирлеп çынни аван пĕлет, —

Мачамăшра пулман поэт.

 

— Мачамăшран Есенин тухнă!

— Тăванăм, пурнăçран эс юлнă:

Кăмпал çынни аван пĕлет, —

Мачамăшра пулман поэт.

 

— Мачамăшра Авкай çуралнă!

— Тăванăм, пирĕншĕн ку паллă:

Чĕре туять, хăлха илтет, —

Авкай — Мачамăшри поэт.

 

— Кала, камсем тата лешсем?

— Авкай юратнă поэтсем.

Пĕрремĕш юр


Пĕрремĕш юр... Тавра илемлĕ.

Çап-çут тасалăх урамра.

Паян эп темшĕн пит телейлĕ,

Темскер хускалчĕ чунăмра.

 

Умри вĕл-вĕл вылян хавасăм

Те шур çеçке, те шур хĕлхем?

Вĕрет чӳк çилĕ кассăн-кассăн,

Малта çиçеççĕ ĕмĕтсем.

 

Эп ерипен пĕччен утатăп,

Тăсасчĕ ырă саманта.

Сăлтавсăрах-çке савăнатăп...

Телей тени, тен, çакăнта?

Вăрманта


Пĕррехинче эпĕ пĕчченех вăрмана кайрăм. Кăçал кăмпа нумаях мар, вырăнăн-вырăнăн ӳсет. Манăн телейĕм пур пулас, пĕр уçланкăра икĕ карçынккалăх кăмпа тупăнчĕ, çав тери илемлĕ кăмпасем. Пĕрне тататăн, тепри куç хĕсет: «Мана та тат», — тет. Юрла-юрла кăмпа пуçтараттăм.

— Тавтапуç сана, ырă уçланкă, мана карçынккасене тултарма пулăшнăшăн, — çапла каласа киле пуçтарăнтăм.

Уçланкă хăйне тав тунăшăн савăнчĕ пулас, ман куç умне темĕн чухлĕ çырла кăларса тăратрĕ. Çырлисем хĕп-хĕрлĕскерсем, çав тери пысăкскерсем. Ун пысăкăш çырла нихăçан та курман, кашни çырли метр сарлакăш! Татасшăн — татаймастăп, çиесшĕн — çиейместĕп! Кăмпа татма илнĕ çĕçĕпе касса çисе пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Мĕн тери тутлă-ă-ă!

Киле васкаса чупса кайрăм та аттене хама пулăшма чĕнтĕм. Атте тракторпа килчĕ. Темиçе çырла татнипех трактор тулса ларчĕ. Киле кайса пушатрăмăр та ку хутĕнче КАМАЗпа каяс терĕмĕр. Пысăкраххисене хĕçпе касса илетпĕр те машина çине тиетпĕр.

Киле çитсен анне каларĕ: «Кунтан варени пĕçерме пулать», — терĕ.

Тепĕр кунне татах вăрмана кайрăм. Ват юман сарлакăш кăмпа куртăм. Икĕ метр çӳллĕшскер. Хам пĕччен илсе каяймастăп. Чупса пыракан мулкачсене пулăшма ыйтрăм. Хам кăмпа çине хăпарса лартăм, виçĕ мулкача кӳлтĕм те чиперех киле çитрĕм. Тăварларăмăр. Питĕ тутлă пулчĕ. Пурте тĕлĕнтĕмĕр.

Кайрăн эс


Кайрăн эс. Алăк хупăнчĕ сассăр.

Ахрăм евĕр утту илтĕнет.

Ман чĕре пăлханать лăпланмасăр,

Куçăмра — сĕм тĕтреллĕ инçет.

 

Кайрăн эс. Мĕншĕн килчĕ-ши тертĕм?

Тĕл пулайăп-ши тек санпала?

Эх, нивушлĕ çаплах кӳрентертĕм

Куççульпех тăвăнса каймалла?

 

...Эп шанатăп — сиретĕн хăçан-тăр

Тĕтĕм пек çиекен кĕвĕçе.

Сывлăм пек çуталса йăлтăр-ялтăр

Ик куçу асилтерĕ ĕнче.

Çамрăк чухне


Çамрăк вăхăт

Иртрĕ хăвăрт,

Ватăлатпăр, тусăмсем.

Вăй та пĕтĕ,

Хал та çĕтĕ.

Пĕркеленĕç пит-куçсем.

Çамрăк чухне,

Яшă чухне

Мĕн те пулсан ыррине

Асăнмалăх,

Савăнмалăх

Хăварар-и Çĕр çине?

Шанмастăп


Çĕр каçиччен эп выртрăм çывраймасăр

Ылханлă кунсене шĕкĕлчесе.

Ăшра каларăм сăвă сывламасăр,

Чуна кăштах лăплантарас тесе.

 

Асаттене çуртран кăларнă Сталин,

Çемйипелех çӳретнĕ кĕлмĕçре.

Вара эп хам та ӳсрĕм тăйлăк-тайлăк,

Çамки йăваннă пĕчĕк çеç пӳртре.

 

Нумай эп хатĕрлентĕм çавăрмашкăн

Кил-çурт, йĕри-тавра хуралтăсем.

Хатĕрленсе çитсен пĕр вăтанмасăр

Вăрларĕç укçана демократсем.

 

Шанмастăп халĕ эпĕ патшана та,

Ан шан, тесех калатăп ачана та.

■ Страницăсем: 1... 705 706 707 708 709 710 711 712 713 ... 796