Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнКушкă ачиХĕн-хур айĕнчеЫтла та вăрттăн юратуКуçа-куçăнПахчапа мунча хуҫиÇамрăк ĕмĕт

Паркра чухне, пĕррехинче...


Паркра чухне, пĕррехинче,

Тĕмсем енчен илтетĕп сасă:

– Тухсассăн çакăнтан эп сансăр

Манран халь кулĕ çут тĕнче.

 

Çак ĕç пулман пек пытарса

Киле мĕнле питпе эп кайăп?

Çук, çук, хамрах…

хамрах пур айăп…

Атя, каяр…каяр тăрса…

 

Тăнлатăп тĕм енчи сасса,

Хам тавралла пăхса илетĕп:

Хуть çылăх пултăр, иçмасса,

Камсем мĕн тунине пĕлетĕп!

 

Хуллен, хуллен утса пыратăп,

Сиретĕп шăппăн пĕр тĕмне:

Ак, тĕлĕнтермĕш!

Мĕн куратăп!

Ача-мĕн çурнă хăй йĕмне…

Çăлтăр-ача


Юмах юратакансем,

Пухăнăр ман патнарах;

Ним ĕçсĕр ларакансем,

Килĕр тата çывăхрах.

 

Эпĕ авалхи çынсем

Епле пурăнни çинчен

Кунта ахаль лариччен

Юмах ярса пĕлтерем.

 

Малтан ӳсĕркелем-ха

Сасă лайăх тухмашкăн,

Унтан вара юмаха

Тин тытăнăп ямашкăн.

 

Юмахри ĕç час пулать —

Унтан пит ан тĕлĕнĕр.

Юмах ĕнтĕ пуçланать,

Хăлханах чиксе итлĕр.

 

Ӗлĕк таçта инçетре

Пĕчĕкçеççĕ ял пулнă.

Çав ялта пĕр кĕтесре

Ик чухăн çын пурăннă.

 

Нихăçан çителĕклĕх

Тырă-пулă тăвайман,

Çынсем пек выльăх-чĕрлĕх

Виличчен тытса курман.

 

Хăйсене пурăнмалăх

Пĕр япала тăвайман,

Пӳртне хутса тăмашкăн

Вутти-шанки те пулман.

 

Пĕрре вĕсем сивĕпе

Виçĕ кун аптранипе

Кайнă пĕрле вăрмана

Хăрăк-харăк пуçтарма.

 

Пĕр-ик кунлăх пуçтарсан,

Кăшт пăртак ларса кансан,

Киле чăклăх варрипе

Утрĕç юрăн çийĕпе.

Малалла

Асаттесем кăшт сыпсан...


Н. Мраньккана

Асаттесем кăшт сыпсан

Шăппăн ларнă юрласа:

«Çăка çулçи çаврака,

ĕмĕр сакки сарлака…»

 

Çĕнĕ тĕнче çĕкленет,

Чăвашстан та çĕнелет.

ĕлĕкхи куна-çула

Кĕнекере кур, вула.

 

Чăваш пиччем, Микихвер,

Кил, çĕн юрă ĕнĕрлер:

«ĕмĕр сакки сарлака»,

Сана кĕтет вулакан.

 

24.09.1970, Муркар.

Çĕр улми пуçтарнă чухне, 12 сех.

Кӳршĕре пӳрт лартаççĕ...


Кӳршĕре пӳрт лартаççĕ,

Ялĕпе çын пухаççĕ.

Мана çех каламан.

 

Кăткă пек кускалаççĕ,

Пĕрене каскалаççĕ.

Эпĕ çех каяйман.

 

Ниме хыççăн лараççĕ,

Четвĕртне кăлараççĕ.

ĕçесех килмест ман.

 

Пĕр-пĕрне тав тăваççĕ,

Нимере тус тупаççĕ. –

Эпĕ çех пĕр ăнман…

Кăтраха


Кăтраха çăлĕ патĕнче икĕ пысăк хурăн лараççĕ: вĕсене «Учук хурăнĕ» теççĕ. Вĕсен пĕр çулçине татсан та çынна инкек пулать теççĕ ваттисем.

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, VII т., 203 с.

 

Эс кам таврашĕ, Кăтраха?

Кавказ енчен ку тăрăха

Эшкерӳпе куçса килсе

Эс канăç тупнă-ши вилсе?

Хай Аспарух Дунай çине

Кайса тĕпленнĕ ун чухне.

Шырарăн пулĕ ырлăха,

Нумай-тăр лекрĕн шырлăха.

Çапах упраннă сан йăху,

Йăхупала — мăнаçлăху:

Сăваплă çак киремете

Çын тивмĕ те, пĕтермĕ те.

Пĕтересех тесен сана —

Тытса хутлатăн эс ăна.

Пĕртен-пĕр шалкăмлă çулçу

Типсессĕн те — çухалас çук:

Ӳссе хăпарĕ хунаву,

Юхма пăрахмĕ сан шыву.

Ытах кусем те манăçсан —

Ытти çĕрте хăват пур сан.

Самар кукри таврашĕнчех —

Малтан вырнаçнă çĕрсенчех

Çынна пуçтарнă чул кĕлет,

Вăл хытăрах тытма пĕлет.

Çак хурăнташ Чул кĕлетке

Тахçантанпах тытать йĕрке:

Ун яланхи ыр тусĕсем —

Малалла

Паян кун çĕр çинче...


Паян кун çĕр çинче

Тăшмансем утнă чух,

Пăшалсен кĕпçинчен

 

Тар шăрши кĕнĕ чух

Çут çанталăк, парсам вăй-хăват!

 

Çĕçĕ-çиçĕм пулса

Тĕнчипе шăр та шар

Пусма евĕр çурса

Ваклăп эп хĕç-пăшал.

Çут çанталăк, парсам вăй-хăват!

 

Мул хуçин ăш-чикне

Сывлăш евĕр лексен

Чул пек хыт чĕрине

Тăпăлтарăп тĕпрен.

Çут çанталăк, парсам вăй-хăват!

Самант


Самант! Иртсе те кайрĕ.

Самант! Епле васкавлă та кĕске.

Самант – куç мăч тăвайрĕ.

Самант тени ытла та хăвăрт-çке.

 

Анчах мĕльюн самант пĕрле

Кунсем, çулсем пулаççĕ.

Кашни самант хăйле тĕрлет:

Вилеççĕ, çуралаççĕ...

 

Çĕрле хĕвел çутасшăн

Çиçет те çиçĕм кĕç сӳнет.

…Хам ĕмĕрти самантсене

Ман çиçĕм пек тăвасчĕ.

Хĕл аки


Кĕрхи çил шухă: шăхăрса

Пĕлĕтсене тек сухаларĕ.

Çĕре сар çулçăсем сапса

Иррех хĕл акине пуçларĕ.

Çĕрле пĕтерчĕ шăварса,

Кăшт ларчĕ – кайрĕ çывăрса.

Вăран та савăн, çил-ĕçчен,

Кур, тăрăшни сая каймарĕ:

ĕнер эс акнă çĕр çинче

Сехетсерен ӳсет юр-мамăк!

Ильяс


Иран патшинчен тĕрлĕ халăх пайтах

Асап курнă тет, аптăранă йăлтах.

Çитмен ăна мул та хитре хăрхăм-хĕр,

Хĕсет хасара тăранми хырăмскер.

Ярать унталла вăл тӳрккессĕн хыпар:

«Ытла ан каппай, хырçă-марçă эс пар!

Унран пăрăнсан — сан мăю пăрăнать,

Ман сăнă, ас ту, кăкăра тăрăнать...».

Илтет те Ильяс çичĕ ют юнавне

Юнать хăйсене, кукленмест çын умне:

«Илеймĕр пиртен хырçă-марçă хырса.

Юрать хам сиртен эп хырмарăм пырса».

Çакна пĕлсенех хай Куштасп тулхăрать,

Вăрçа тапранма хăй çарне йыхăрать.

Ик паттăр малтан çапăçать сăнăпа.

Ильяс ыткăнать вĕлерме Куштаспа,

Анчах та сăнни лекеймест тăшмана.

Леш чикрĕ хăйне, леш тĕп турĕ ăна.

Мухтавлă хасар йăвансан та çĕре,

Ун ячĕ çĕрмен, пурăнать тĕнчере...

Çапла пĕлтерет «Патшасен кĕнеки».

Пулнах-тăр чăнах пурнăçра ун пекки.

Патшасен йышĕнче тупма çук Ильясне,

Çапах йывăр мар ăнкарма тупсăмне.

Куратпăр эпир асатте-асанне

Иран мăшкăлне чăтнине-тӳснине.

Эп çеçкийĕ, эс – çырли...


Эп çеçкийĕ, эс – çырли.

Пиçсе çитрĕн – тартăн.

Сивĕ хĕл пек пурнăçра

Пăрахса хăвартăн.

 

Çур кунне хĕвел пăхсан,

Вăй илсен тымарăм:

– Чунăм! – терĕн çакăнса, –

Пулăп чыслă арăм.

 

Эп çеçкийĕ. Эс – çырли.

Миçе çул халь иртрĕ?

Ытлашши эп. Эс – кирли.

ĕмĕрлĕх хĕл çитрĕ.

 

29.09.1968, ир кӳлĕм

■ Страницăсем: 1... 742 743 744 745 746 747 748 749 750 ... 796