Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Шĕмпĕлтик, шĕм-пĕл-тик —
калаçаççĕ хумсем,
Пĕр-пĕрне итлесе, ачашланнăн выляççĕ,
Чăнкă мар çырансен юлашки чул картлаçĕ
Шур хумсен вăййипе пурăнать киленсе.
Манăн туйăм та çитмĕ çакна ăнланма —
Кунти сывлăш темме куç пăвас пек асамлă.
Инçетре-инçетре ешерет-им кăлканлăх —
Чĕмсĕркке канлĕхре куç хăех хупăнать.
Леш енче, тен, чăнах арăслан пурăнать.
Киленсе, тĕлĕнсе эпĕ ывăнтăм, ахăр.
Арăслан-и унта, аслати-и — тăнла-ха,
Леш енне вĕçтерер — пытанса хăрама...
 И. А. Крыловăн «Квартет» ятлă юптарăвĕнчи геройсем: ашкăнчăк упăте, ашак, качака таки тата çăмламас упа пухăнса, концерт пама шухăш тытнă. Нотăсем тупнă. Скрипкăсем илме Шупашкарти магазинсене чупнă. Скрипкăсем нихăш магазинта та пулман. Телефонпа республикăри ытти хуласене шăнкăртаттарса пăхнă. Вĕсенче те скрипкăсем сутман.
Ашкăнчăк упăте, ашак, качака таки, çăмламас упа çĕр çине коллективлăн лач сурса хунă. Сурнă тĕлте лачака пулса тăнă.
 Пĕр кăвакал хуркайăкран ыйтнă:
— Хуркайăк, мĕншĕн какалатăн? — тенĕ.
— Çăмарта тăрă пулнăран, — тенĕ хуркайăк.
— Вăл тăрă çăмартана Чăваш совет писателĕсен Союзне конкурса тăрат, — тенĕ кăвакал.
— Манран эсĕ аялта вĕçетĕн, анчах литература ĕçĕ çине çиелтен пăхатăн. Эс каланă пек тăвасси манран пулас çук, — тенĕ хуркайăк.
Кăвакал, хирĕç калама сăмах тупайманнипе аптраса, кутăн чакнă.
Халĕ çав кăвакал çăмарта тума ларнă, тет. Тунă çăмарти тăрă пулнипе тăрă пулманнине пăхмасăрах литература конкурсне тăратма шухăшлать, тет.
 Пĕр кушак аçи питне çуса ларнă. Çуса пĕтерсен вăл кичеммĕн çухăрашма тытăннă.
— Кушак тус, ма мяуклататăн? — тенĕ кил хуçи арăмĕ.
— Шкул çулне çитмен ачасем мана питĕ юратаççĕ. Çавсене кăтартакан картинăна (кино) ӳкессĕм килет, — тенĕ кушак аçи.
Арăм шăпăр хулли илнĕ те кушак аçине вĕтелентерме тытăннă.
— Ах, ухмах, ачасем валли ӳкернĕ кинокартинăсем вĕсем пирĕн колхоза килмеççĕ. Çук та пулĕ вĕсем, — тенĕ.
Çак сценăна чăпар чăхă курнă та чăтаймасăр кулса янă.
 Хушăран пур тĕнче — йăлăнтарнă экран,
Чи юнтармăш сассем те халь темшĕн паха.
Ĕнерхи куççульне манайман кантăкран
Сапалапчăк хĕвел ăшăтмасăр пăхать.
Хама хам ăнланасшăн çӳретĕп паян.
Хампа хам юлниех — тӳсмелле мар асап.
Эс ялан систермесĕр килен те каян,
Эп ... пĕлмен чĕнеймесĕр тăрса юласса.
Сассăрлантăм ятна асăна-асăна,
Тавçăраймăп, темле тĕлĕнтермĕш хăват...
Аслатисĕр те çиçĕмсĕр шăппăн кăна
Вĕтĕ çумăр тулта асăрханнăн çăвать...
 Мĕнешкел ăссăрла Питĕрти çурçĕрсем.
Ыйхăланă тавра çурма ăшшăн кулать.
Чӳрече каррине асăрханнăн сирсе,
Манпа çеç калаçас пек пăлханнă хула.
Ним те чĕнмĕп каллех — эп сăмахсăр паян:
Юриех шăпланар шăплăха итлеме...
Хальхинче те çаплах тӳсĕм çитĕ-и сан
Иккĕленчĕклĕн çеç «Уйрăлар-и?..» теме?
Уйрăлар, уйрăлар... Пĕчченçи те çăтмах
Чĕтренсе сывлама, антăхса макăрма.
Ним туйман пек юлам, ĕнтĕ юрĕ, каях,
Тунсăхпа килентер тунсăхри урама.
Мĕнешкел ăссăрла Питĕрти çурçĕрсем!
Вăрттăн çил вăрттăн çеç чаршава сĕртĕнет.
Кантăкран йăпшăнса уйăх сăнĕ кĕрсен,
Юриех шăпланам шăплăха итлеме…
Шаккать юлташăн чăвашла машинĕ...
Ансат ĕçлетпĕр ку чухне, ансат.
Аса килет мăнтарăн Кĕçтенттинĕ,
Аса килет те чĕрене касать,
Вăл йывăçран машин туса хăтланнă,—
Пĕччен алçырăвне камах пĕлет?
Пичетлĕ сăмаха епле сăхланнă
Пĕр кĕнеке те кăларман поэт!
Чернил тени те уншăн пулнă «чудă»:
Çырать те хуратать, каллех çырать...
Хура тĕс витĕр вăл курасшăн çутă,
Чĕлхемĕр вилĕмсĕрлĕхне шырать.
Сас паллисем чăваш хĕр куçĕ евĕр
Шăрçаланаççĕ шурă хут çинче...
Шаккатпăр, кĕнекен те пичетлетпĕр,
«Нарспи» çапах та çăлтăр пек инçе.
Эп хамăр Атăл хĕрринче вилесшĕн.
Пĕлме хал çук: таçта тĕл пулĕ лешĕ?
Ун чух манпа пĕрле туссем пулсассăн,
Эп вĕсене çапла тума хушасшăн:
Куç хупăнсан, шух юнăм сивĕнсессĕн,
Чи канлĕ юпăнчă эп витĕнсессĕн,
Кăкăрăмран ман чĕрене кăларăр,
Çуратнă халăха тавăрса парăр.
Ăна вăл Шупашкар сăртне пытарĕ
Е урăхла тирпейлеме пултарĕ —
Хăй ирĕкĕ, хăй кăмăлĕ: эп — унăн,
Мĕскер тума пултарнине эп тунă.
Юля, сĕтел хушшинче кĕнеке вуласа лараканскер, шарт! сикрĕ: такам чӳречерен шак! шак! туни илтĕнчĕ. Сасси кухньăран илтĕнет, пахча енчен. Хĕр васкаса унталла утрĕ. Вăл алăка уçрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: кантăкран саркайăк шаккать. Юля çывăхарах пычĕ. Лешĕ, çынна асăрхасан, пăлханса хăвăрт çунаттисене сарчĕ те вĕçсе кайрĕ.
Хĕр ешĕл симĕс çулçă тăхăннă пахчана тухрĕ. Акă вăл, янкăр сарă хĕвел пек, ялтăркка кайăк, çӳллĕ улмуççи çинче ларать. «Мĕн каласшăн пултăн-ха эсĕ пире паян?» — шухăшларĕ Юля, юмахри пек илемпе киленсе.
Тепĕр эрнере каллех килсе шаккарĕ кантăкран ылтăн кайăк. Пике вара ашшĕшĕн, инçете ĕçлеме тухса кайнăскершĕн, пăшăрханма пуçларĕ: «Ырра мар пуль ку», — терĕ.
Татах тепре килсе шакканă хыççăн, Юля чăтаймарĕ, шкулти биологи учителĕпе канашлама шутларĕ. Владимир Петрович пĕртте тĕлĕнмерĕ çак мыскараран. «Кайăксем тĕкĕр е кантăк çине пăхсан, хăйсене палламаççĕ . Умри сăна вĕсем ют тесе шутлаççĕ, час-часах унпа тытăçма пуçлаççĕ. Сан саркайăк та хăйĕн тăшманĕпе вăй виçеп, тенĕ ĕнтĕ », — ăнлантарчĕ вĕрентекен. Хĕр çакăн хыççăн лăпланчĕ, киле хавас кăмăлпа утрĕ.
Малалла
Çĕнĕ çул уявĕ шавлăн иртсе кайрĕ. Çичĕ çулхи Вирук валли вăл мĕн чухлĕ пылак парне илсе килчĕ! Малтан садикра елка пулчĕ, унта Хĕл Мучи ачасене канихвет-шăккалат нумай валеçрĕ. Вируксен килне тăванĕсем, кӳршисем нумайăн пычĕç — пурте тутлисемпе. Амăшĕн ĕçĕнчен те, ашшĕн ĕçĕнчен те хĕрача валли канихвет курупкисем парса янă. Амăшĕ хăй те хĕрĕ валли лавккаран пылаккине туянса килчĕ. Ашшĕ вара хулана кайнăччĕ — вăл та пушă алăпа таврăнмарĕ. Халĕ Вирукăн пылакки — çисе пĕтерейми!
Хĕрача юлашки вăхăтра яшкапа пăтă çиме те пăрахрĕ. Амăшĕ ӳкĕтлени те усăсăр.
— Çиес килмест ман! — тет вăл ăна хирĕç.
— Çиес килмест теме юрамасть. Тăрантăм тесе каламалла, хĕрĕм. Пĕлетĕп, эсĕ канихвет çисе тăраннă. Анчах канихвете пĕр вĕçĕмсĕр çимелле мар, вăл çиес килнине пĕтерет, вар-хырăм ĕçне пăсать. Кашни кун яшка та, пăтă та çимелле. Вĕсемсĕр лайăх ӳсейместĕн, пысăк пулаймастăн, — ăнлантарать хĕрачана амăшĕ.
Вирука вара — пурпĕрех! Ун пылакки нумай, вăл ăна юратать, ялан шăккалат та канихвет чăмлать. Пылак-çке, тутлă-çке! Хĕрача килте пылак çиме ытла нумайланса кайнипе вĕсене суйлама та тытăнчĕ ĕнтĕ, вĕсенчен хăшĕ-пĕри «тутлă мар» пулма тытăнчĕç.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 75 76 77 78 79 80 81 82 83 ... 796
|
Шухăшсем
Watch this if you are struggling to get ...
Save big while driving targeted traffic ...
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...