Пĕве тĕпĕнчи пистолет
Иван мĕн çуралнăранпах ялта пурăнать. Вăхăтлăха та пулин урăх çĕре куçса кайса курман. Ачаллах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хуçалăхра вăл тытса тума пĕлмен ĕç çук. Тирпейлĕхе те ачаранах вĕреннĕ. Ĕç çумне çыпçăннă çын суйма-тума та пĕлмест. Çынпа тарават калаçать. Çавăнпах ĕнтĕ ял çыннисем хăйне тĕрĕс çын теме хăнăхнă.
Ĕç кунĕ ун иртен пуçласа каçченех тăсăлать. Вăхăтне кура хирте те, пахчара та, картишĕнче те ĕçлет. Ял çыннин йăли-пăлине пурне те хисеплет, анчах пĕрне кăна — ĕç хыççăн ураран ӳкичченех лĕрккемеллине юратсах каймасть. Уявсенче пĕр-ик черкке ӳпĕнтернипех çырлахать.
Пурнăçĕнче унăн пурте виçеллĕ те шайлашуллă пулса пырать. Анчах мăшăрĕ ăнмарĕ. Ăнмарĕ тени те тĕрĕсех мар-ха. Пĕр çăвартан пурăнмалли çынна Турă памарĕ пулас. Авланасса авланчĕ. Çамрăклах. Ытла та çамрăклах тесен те йăнăш мар. Хăй кăмăлланă хĕре илчĕ. Анчах вăл ача çуратса савăнтараймарĕ. Имшеркке, ырханккаччĕ çав. Ачаранах çулăхнă чирĕ пулнă пулĕ. Нумай та пурăнаймарĕ. Çĕре кĕчĕ. Иван питĕ те питĕ кулянчĕ. Ивана юлташ çуратса парайнă пулсанах аплах хыпса çунмалла марччĕ пулĕ те.
Тата ял çине усал хыпар тухрĕ. Ăна кам сарнине те Иван чухлать. Хăйне качча пырасшăн пулнă пĕр тăлăх хĕрарăм ӳркенмерĕ çав сăмаха сарма. Иван килĕнче, имĕш, пĕр хĕрарăм та пурăнаймасть. Вĕсем пурпĕрех вилеççĕ. Çапла тухатнă çав киле. Элек сăмаха ĕненсе итлекенсем каллех хĕрарăмсемех. Упăшкинчен уйрăлнисем, ăнăçсăр качча тухнисем. Хăйсем ĕненнипе кăна çырлахасшăн мар вĕсем, çынсене те ĕнентересшĕн. Сараççĕ те сараççĕ сăмах.
Çулсем шăваççĕ. Иван çаплах мăшăр тупаймасть. Çав таранах пĕччен мар-ха, икĕ алă валли ĕç пур тесе шухăшлать те лăпланать.
Темле майпа çак яла пĕр путишле çын килсе тухрĕ. Вăтам çулсенчискер хăй. Тăн-тăн кĕлеткеллĕ. Тискер чĕр чуна аса илтерекенни те пур хăйĕнче. Çынсем çине куç айĕн кăна пăхать. Аллисем темшĕн çынсеннинчен вăрăмрах пек туйăнаççĕ. Чăмăрĕсем пысăк. Хул пуççисем мăкăрăлса тăраççĕ. Кам ирĕк панипе, ăна Иван кăна мар, ялта никам та пĕлмест, хупнă пĕр çуртра пурăнма тытăнчĕ. Унта йĕрке турĕ, пӳрт тăрринчи шыв каякан вырăнсене сапларĕ. Çынсем ун çине хăраса пăхма çаплах пăрахаймарĕç. Анчах çынни никама та усал туса кăтартман-ха. Анатолий тесе чĕнеççĕ хăйне. Те упана аса илтернĕрен турех Упа Тули теме тытăнчĕç.
Иван темшĕн хăрамарĕ унран. Хăрамарĕ кăна та мар, туслашса та кайрĕ. Иккĕшĕ пĕрле тумалли ĕçсем те тупăнсах пычĕç вĕсен. Иккĕшĕ мотоцикл юсарĕç. Сĕтел хушшинче пĕрле ларакан пулчĕç. Хăй çинчен каласа кăтартма юратмасть Упа Тули. Пурнăçа вăрçса та калаçмасть. Час-часах пулни-иртнине аса илет. Хăйĕнпе мар, тус-юлташĕпе е палланă çыннипе. Анчах Иван ун калавĕсене Упа Тули хăй çинчен каласа парать тесе итлет. Ытла та хавхаланса, ытла та чунне парса калать вăл çав пулни-иртнисем çинчен. Анчах вĕсене итленипе кăна çын камне тата ăçтан килнине пĕлме çук çав. Тахăшĕ каллех яла хыпар кăларнă. Тахçан çакăнта унăн çывăх тăванĕсем пурăннă тет. Иван астăвасса кăна ялтан миçе çемье куçса кайрĕ те. Яла куçса килекенсем те çук мар.
Упа Тули сахал мар вуланă пулас. Пурнăçра мĕн хурипе шуррине курманах мар. Иван кăна мар, ача-пăча та туслашрĕ унпа. Кĕтӳпех мар та, ун хыççăн чупакансем пур. Арбалет тума вĕрентет ку ача-пăчана. Хăмаран винтовка каса-каса кăларать.
Ял çыннисем чĕнмесĕр-тумасăр килсе кĕнĕ çынна хăйсен йышне кĕртрĕç темелле ĕнтĕ. Хăрама та пăрахрĕç, уявсенче хăнана чĕнекен пулчĕç.
Иван ăна халь чăн-чăн тус тесех шутлать. Пулла çӳреççĕ иккĕшĕ, кăмпа пуçтараççĕ.
Пĕринче тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ Упа Тули. Каç кӳлĕм Иван патне киле пычĕ.
— Пĕр япалана пытарса усрама вырăн тупаймарăм хам патăмра. Ăçта хурсан та тупма пултараççĕ. Сан патна никамах та килес çук тетĕп. Пытарса тăр-ха...
— Мĕн япали вăл тата?
— Акă вăл. «ТТ» пистолет. Кирлĕ чухне кирлĕ пулĕ тесе туяннă та. Халь тата уйрăлас та килмест унран. Тупас-тăвас пулсан, ху пĕлетĕн, ним каласа та суяймастăн. Ĕненмеççĕ сана мĕн каласан та.
— Аптрамалла... Ăçта хурас вара ман ăна?
— Илтмен-им вара эс? — шӳтлеме пăхрĕ Упа Тули. — Тĕплĕ пытарас тесен япалана чи курăнмалла çĕре хур теççĕ...
Иван еннелле самаях сулмаклă тĕрке тăсса пачĕ.
— Нумайлăха пытармалла-и? — килĕшнĕ сасăпа ыйтрĕ Иван.
— Пĕр-ик эрнелĕхе...
— Тем тумалла? Пĕлместĕп, — пăлханса ӳкрĕ Иван, сулмаклă тĕркене хăй çумнерех тытса.
— Тусна пулăш ĕнтĕ. Ыйтатăп. Чунтанах.
«Тусна» тени Иван чĕрине çемçетсе ячĕ. Иван чăнах та Анатолие тусах тесе шутлать. Ăна питĕ те питĕ шанать. Анчах çак самантра ăна тем тытса чарчĕ.
— Тен, хăвах пытармалли вырăн тупаян? Япали ку ытла та темлескер... Хальччен хăнăхманскер...
— Мĕнрен хăран вара? Пистолет нихçан та курман-и? Е арçын та мар-и эс, пистолетран та хăран пулсан?
Хăратăн та хăратăн тесе вăрçни çынна итлеттерет иккен. Ăна Упа Тули пĕлмен мар пулĕ. Çавăнпа мĕнрен хăратăн та мĕнрен хăратăн тесе кăна калаçрĕ. Тус тесе шутлакан çын умĕнче камăн хăравçă пулас килтĕр?
— Эрнелĕх терĕн-и-ха? Латнă, латнă, апла.
— Ĕмĕрĕпех манмăп, — терĕ те Анатолий Ивана хул пуççинчен лăпкаса илчĕ.
Васкаса сыв пуллашрĕ те тухса кайрĕ.
Иван пӳрт варринче пĕчченех тăрса юлчĕ. Тусĕ тьптарса хăварнă тĕрке тата йывăртарах пек туйăнса кайрĕ. Çак вăхăтра таçта илтнĕ-и, вуласа пĕлнĕ-и ку сăмаха, аса килех кайрĕ. Телевизорпа курнă передачăра илтнĕччĕ пулас: «Спектакль пуçламăшĕнче пăшал курăнсан вĕçĕнче унăн персе ямалла. Йĕрки çапла...»
Халь вара чăнласах хăраса ӳкрĕ.
«Ăçта чиксе хурам-ха кускерне?» — тесе ĕштеленсе çӳрерĕ пӳртре.
Пӳртре вăрттăн кĕтес тупăнмарĕ. Хресченĕн пӳртĕнче пурте куç умĕнче: кăмака, кравать, сĕтел тата икĕ вăрăм сак. Иван нӳхреп те пуррине аса илчĕ. Унта сивĕ те нӳрлĕ çĕрте тутăхса пĕтĕ тата тесе хăраса кайрĕ. Кайран ăнах айăплама пăхĕ. Маччана хăпартса хурсан?
Иван çенĕке тухрĕ. Çӳлелле пăхкаласа тăчĕ. Унтан чикмекпе маччана хăпарчĕ. Çавăнтах хăй тĕллĕн калаçма пуçларĕ.
— Шырама-тума килес пулсан тӳрех çакăнта тустарма тытăнаççĕ... Чим-ха, кам шырама пултарать? Милици çыннисем-и?
Иван хăйне хăй ӳпкелеме тытăнчĕ: «Ахалех килĕшрĕм ку япалана пытарса усрама. Ахалех. Йĕркеллĕ ыйтса та пĕлеймерĕм. Камран пытармалла-ха ăна?»
Иртнĕ вăрçă хыççăн фронт паттăрĕсен хăш-пĕрисен пистолетсем пулнă теççĕ. Анчах вĕсем никамран та пытарман. Килĕшрĕм пулсан туса пулăшма, пулăшмаллах ĕнтĕ. Иван ним тума пĕлмесĕр урама тухрĕ. Ку хăрушă пек туйăнакан япалана пӳртре тытас темерĕ. Тĕттĕмленме ĕлкĕрнĕ те ку вăхăтра. Çуркунне хуçаланать урамра. Çанталăк самаях ăшă. Сывлăшра ирĕлекен юр шăрши тăрать. Ешĕрме тытăнайман-ха курăксем. Йывăçсен папкисем тулса çитсе шаплатса çурăлаççĕ-ха. Иван калле картишне кĕчĕ. Аслăк çине хăпарса кайрĕ. Çакăнта пытарсан шанчăклă пек туйăнса кайрĕ ăна. Пистолета чĕркенĕ çĕтĕк таткине сӳтсе çĕнĕрен чĕркерĕ, утă купине чакалама тытăнчĕ. Чи тĕпне чиксе хучĕ тĕркене. Йĕри-тавралла пăхкаласа илчĕ. Никам та пăхса тăмасть-и терĕ-ши? Пулчĕ пекех туйăнчĕ ăна. Тĕплĕ пытарнă пекех.
Анчах кунпах пистолет шухăшĕ пĕтмерĕ-ха. Мĕн тума кирлĕ ăна, Анатолие, пистолет? Камран пытарать ăна? Тем усал шухăш тытман-и? Ыйту çине ыйту киле-киле кĕрет пуçа. Пуç çаврăнсах каймалла. Тем те шухăшлăн кун пек чухне. Анатолипе тĕл пулнисене, калаçнисене аса илме тытăнчĕ. Халь вĕсене вăл пач урăхла хаклать. Анатолий кала-кала кăтартнисем аса килнĕ-çемĕн çӳçентерме тытăнчĕç. Унпа мар, урăх çынпа пулнă пек калани вырăн-не, вăхăтне асăнманни нимех те мар-ха. Ытти чухне усал сăмах персе ярас-ран асăрханать, çак пулни-иртни çинчен калама пуçласан вĕсене уяса тăмасть.
Иван çывăраймарĕ. Пуç айĕнчи минтере лучăркарĕ те лучăркарĕ. Ирчченех. Малтанхи хут тĕл пулнăранпа пистолет пытарма килсе паричченхи кашни калаçăвне аса илме хăтланчĕ. Ик-виçĕ хутчен те сике-сике тăчĕ. Картишне те тухрĕ. Таврари сас-чĕве тăнларĕ. Такам сайхалăхра чакаланмасть-и? Кӳршĕсенчен хăшĕ те пулин вăл мĕн пытарнине курнă пулсан?
Пурте лăпкă пектуйăнсан пӳрте кĕчĕ. Кур-ха, пĕр самантра çын пирки пач урăхла шухăшлама тытăнатăн.
Аранах ире кĕтсе илчĕ. Хĕвел тухăç ачашшăн хĕрелсе, кĕренленсе тăчĕ-тăчĕ те, тин тавралăх çуталма тытăнчĕ. Иван лĕпсĕрленсе выртасшăнччĕ пăртак та пулин. Выртаймарĕ. Сиксе тăчĕ. Тус тенĕ çын кӳрсе панă канă-çсăрлăх ăна тăма хистерĕ. Чей вĕретрĕ. Лна ĕçсен тăн кĕнĕ пек пулчĕ. Çулă-хакан шухăшсенчен хăпас тесе картиш шăлма шутларĕ. Выльăх-чĕрлĕх хус-калчĕ те, алла тытнă шăпăра хăй вырăнне кайса тăратма тиврĕ.
— Мĕн ирех хускалнă тата? — карта хушăкĕнчен ыйтрĕ кӳршĕ арçын.
— Ху ма çывăрмастăн тата? — ыйтăва ыйтупах хуравларĕ Иван.
— Тăвансене кĕтсе илме станцие васкатăп. Сан кивĕ утă юлчĕ-и? Ман Люська кроликсем туяннă. Курăк шăтиччен çитермелĕх те утă юлман хамăрăн. Каларăм, тăхта-ха терĕм. Итлемерĕ. Хĕрарăмсен вĕсен пурин те çав йăла пур, шухăша кĕнĕ пулсан, тумаллах, малтан пуç тавра çавăрас йĕрке çук вĕсен. Ĕнер кунĕпех читлĕхсем турăм. Урăх ĕç çук пек... эс ма нимĕн те чĕнместĕн? Утă юлнă-и тесе ыйтрăм санран.
— Юлман çав. Пĕтнĕ.
Чунĕ сӳлетсех кайрĕ Иванăн. Кӳрши мĕн шахвăртать-ха тата. Ĕнер чăнласах курман-ши вăл Иван мĕн пытарнине?
— Çук тăк, çук. Камран та пулин ыйтса пăхăп-ха. Станцие васкамалла ман. Кӳршĕ хăй çулĕпе вашлаттарчĕ. Иванăн урисем чĕтреме тытăнчĕç. Вутă çуракан каска çине ларчĕ. Пĕр шухăшсăр пурăннă çĕртех ун тĕллĕн те хуйхă тупăнчĕ мар-и? Енчен те кӳрши... Чăнах, чăнах, кӳрши чăннинех каларĕ-и тесе каçĕ те хăпарса пăхĕ аслăк çине. Утă пуррине курсан-и?.. Халех, халех урăх çĕре пытармалла...
Иван аслăк çине хăпарса кайрĕ. Тĕркене хыпашласа тупрĕ. Ăна хĕве чикрĕ. Уттине пĕр кĕтесе тапта-тапта купаларĕ. Çынна пур пек курăнса ан тăтăр. Кӳршине çук тесе суйрĕ-çке вăл. Мотоцикл тăракан вырăна, лупас айне кĕчĕ. Тен, инструментсем патне хумалла? Çук, çук, юрамĕ. Хăйте инструментсене хускатсах тăрать, кӳршĕ ачисем те киле-киле ыйтаççĕ. Аптăрасах ӳкрĕ Иван. Ку ăнман япалана ăçта шанчăклă вырăна пытармалла? Мунчана кĕрсе кайрĕ. Хуран айĕнче, кĕл ăшĕнче шанчăклăрах мар-ши? Шăматкун мунча хутас килетех. Тăванĕсем те ун патĕнче мунча кĕрсе тăраççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...