«Ан макăр, анне»
Ăраскалсăр шăпа пĕрре те пуçран шăлмарĕ Мишшана. Ура хурсах тăчĕ.
Пуçĕ çине йăтăнса аннă инкек чулĕ çĕр çумнех пăталаса лартасшăн пулчĕ мар-и?! Ура чирĕ Мишшана йăлтах сусăрлатса хăварчĕ. Арçын ача пурпĕрех парăнмарĕ, кĕрешрĕ, шăлне çыртса чăтрĕ. Чирĕ вара çыпçăнчĕ те уйрăлма шутламарĕ те.
Ашшĕне тытса кайиччен пулчĕ-ха ку. Çĕртме уйăхĕн ăшă кунĕсем тин çеç пуçланнăччĕ. Мунча хутнăччĕ килĕнче. Мишшапа Кури мунча кĕрсе тухма ĕлкĕрнĕ. Унччен те пулман — Насаркка Çтенкки юланутпа вĕçтерсе çитнĕ. «Атьăр выртмана! Мишша, пыратăн-и?!» — урамран кăшкăрнă вăл. «Пăртак тăхта!» — тенĕ Мишша. Унăн аллинче хачă вылянă. Çăвăнса тасалнăскер, лăпсăр-лапсăр ӳссе кайнă çӳçне тăнлавĕ çинчен касма тытăннăччĕ вăл. Анчах мунча умĕнчи сак çинче выртакан ашшĕ ялт сиксе тăнă. «Эс мĕн, çӳç касса тăратăн тата! Хула майри пуласшăн-им?! — хар кăшкăрса пăрахнă хĕремесленсе. — Халь, ачам, çуллахи вăхăт! Пиншак ил те чуптар!..» «Эх, Куçма, — тенĕ Укахви ассăн сывласа. — Мунча кĕрсе тухнă-тухманах выртмана кайрĕ-çке Мишша. Çарран тата. Шăнса ан пăсăлтăрччĕ вăл! Темшĕн ăш вăркать». Упăшки сивлеккĕн пăхкаласа çапла каланă: «Мишша выртмана пĕрре çеç кайман. Пĕччен мар вăл. Насаркка Çтенкки те унпа пĕрлех ут пăхать. Мĕнрен хăратăн? Ял хыçĕнчен инçех мар-çке вĕсем». Укахви пăлханчăк ăш-чикне пытарма пултарайман: «Çил çурçĕртен вĕрет. Сивĕтме те пуçларĕ. Сисместĕн-им? Тӳпере тăм пĕлĕчĕсем кăвакараççĕ». Куçма хăнк та сикмен: «Ан тĕлĕнтер, — тенĕ вăл. — Çĕртме уйăхĕнче тăм ӳкнине халиччен курманччĕ-ха эпĕ». Укахви çапла ăнлантарнă: «Виçĕм çул Çимĕк умĕн тăм ӳкнине астумастăн-им? Мишша пĕчĕк-ха. Вунă çулта çеç. Шăм-шакĕ тĕрекленсе çитеймен». Куçма чĕнмен. Ахăртнех хăйĕн йăнăшне ăнланса илнĕ.
Çав вăхăтра чунсăр ашшĕн сăмахне пула выртмана çарранах тухса чуптарнă Мишшана çăмăл пулман. Малтанах, хĕвел ансан, çил лăпланнă пек пулнă-ха. Пĕлĕтсем те майĕпен сирĕлсе пĕтнĕ. Ку нумая пыман, каллех сивĕ çил тухнă. Тĕрлĕ вăйă вылякан выртма ачисем çил варкăшне малтан ытлашши сиссех те кайман. Çурçĕр иртсен çанталăк сивĕтсе пăрахнă. Аçам тăхăннă ват çынсем çанталăк улшăнасса малтанах пĕлсе килнĕ çав. Кунта Трахвин йыснăшĕ те пулнă. Вăл Мишшана хăй патне чĕнсе илнĕ. «Кил, Мишша. Аçам тăхăнса лар-ха. Эпĕ Вĕскер хĕррине кайса килем», — тенĕ вăл. Арçын ача шăнса кӳтнĕ урине аçампа чĕркесе нимĕн хускалмасăр ларнă. Йыснăшĕ килсен иккĕшĕ те пĕр аçампа пĕркеннĕ.
Ир енне лашасем тĕрлĕ çĕре сапаланса кайнă. Мишша вара хăйĕн лашине шыраса тупас тесе çарранах тăм ӳкнĕ çаранпа чупнă. Йĕм пĕççи самантрах йĕпенсе хуралнă. Ури шăнса кайнăран ача темиçе хут куклене-куклене ларнă.
Кӳтсе кайнă урипе тăм ӳкнĕ çĕр çине аран-аран пускаласа Мишша çухалнă лашине шыранă. Пас витнĕ курăк çинче ура йĕррисем палăрса юлнă. Выртмари ачасем унран йĕкĕлтешсе кулнă, чунне ыраттарнă. Лашине тупнă çĕре йĕм пĕççисем те пасарнă, сивĕ шăмă варринех пырса тивнĕ. Чĕлпĕр çине аран-аран пусса Мишша лашине утланнă. Урисем ниепле те ăшăнайман. Ытти юланутçăсем сиккипех килĕсене вĕçтернĕ. Мишша вĕсемпе ăмăртма пултарайман. Касса вĕрекен çил урине чĕпĕтсех ыраттарнă. Килне çитнĕ çĕре кăвакарса кайнă ача çăвар уçма та пултарайман. Кил хапхи умне ни чĕрĕ, ни вилĕ çитсе тăнă вăл. Лаши çинчен аран-аран аннăскер ури çине те тăрайман. Ашшĕ хирĕç тухса ывăлне пӳрте йăтса кĕнĕ. Амăшĕ ăна вырăн çине выртма пулăшнă. Мишша пур-пĕрех сив чир тытнă пек чĕтренĕ.
Çакăн хыççăн асаплă кунсем пуçланнă. Ура шыçса кайнă, сыпăсем хытса ларнă. Ашшĕн кăра çилли паркаланса ӳсекен ачалăх хунавне пуртă пек касса татнă. Ăш-чикĕ тăвăнса çитнĕрен амăшĕ лăпкăн калаçайман: «Ак сана çĕртме уйăхĕнче тăм ӳкмест тени. Мĕн туса хутăн ачаран?!» Упăшки хирĕç чĕнмен, хăйĕн айăпĕ тарăхтарнă ăна. Чирлĕ Мишшана çийĕнчех пульницăна илсе кайман. Вăл килтех тӳрленессе шаннă пулас. Палланă вырăс хĕрарăмĕ çапла канаш панă: «Ура шăнса пăсăлсан ăна тăварлă шывра тытса лармалла. Вара чип-чипер утса çӳрекен пулать...» Мишша çакнашкал канаш мĕнле сиен кӳме пултарассине ниепле те пĕлеймен паллах. Унăн чирĕ асар-писер алхасса кайнă. Шыçса кайнă ури юхма тытăннă. Ашшĕ-амăшĕ сехĕрленсех ӳкнĕ, Мишша урине килте сиплеме çуккине тинех ăнланса илнĕ вĕсем, ывăлне Шăхасан пульницине илсе кайнă. Тухтăр — АркаДий Михалч — ачан урине тыткаласа пăхнă та çапла каласа хунă: «Операци тумалла. Унсăрăн тӳрлетме май килмест». Ывăлĕ урасăр юлассинчен хăраса ашшĕ операци тутарма килĕшмен: «Кирек мĕнле эмелпе сыватăр. Тĕрлĕ майпа сиплĕр, анчах операци тума ирĕк памастăп! Урине татсан кама кирлĕ çын пулĕ вăл? Çук! Çук! Операци тума ирĕк памастăп!» Вăл хирĕç тăнăран Мишшана операци туман.
Тухтăрсем тимлĕн пăхнипе Мишша вырăн çинчен тăнă-тăнах. Ури вăхăтлăха ыратма чарăннă, вăл хăйне çăмăлрах туйма пуçланă. Каярахпа ури тӳрленсе çитнĕ пекех пулнă. Икĕ эрнерен ача киле таврăннă. Вăл пульницăран таврăннăранпа чылай вăхăт иртсе кайнă. Кĕрхи тырăсене вырса пĕтернĕ ĕнтĕ. Çурхи тыр-пул пиçсе çитмен-ха. Мишшана килтисем хур кĕтĕвĕ пăхма янă. Ял çумĕнчи çаран çинче çӳретнĕ хурсене. Мишша кĕтĕве уничерен хăваласа кăларсанах хурсем сывлăша вĕçсе çĕкленнĕ те çаран çине мар, пăри пусси çине анса ларнă. Ана куç хупса иличченех çаралма тытăннă. Кĕлте кӳме каякан Куçма çак пăтăрмаха йăлтах асăрханă. Вăл урапа çинчен сиксе анса униче умĕнчи Мишша патне чупнă. Урса кайнăскер, Мишшана тӳрех тапса ӳкернĕ, хĕнеме тытăннă. Ача темиçе хутчен ура çине тăма хăтланнă, ашшĕ ăна çапа-çапа ӳкернĕ.
Вĕсем патĕнчен Микиш мучи карчăкĕ иртсе пынă. Вăл Мишшана килнех илсе çитернĕ. Хирĕç кил картишĕнчен Укахви ыткăнса тухнă: «Мĕн пулчĕ?! Кам хĕнесе пĕтернĕ Мишшана?!» «Ара, Куçма йăлтах урса кайнă, ывăлне йытă пек тулать. Вĕлеретех пуль терĕм. Аран-аран туртса илтĕм аллинчи пушшине», — тискер ĕç çинчен тĕплĕн ăнлантарса панă Микиш мучи карчăкĕ. Укахви пичĕ тăрăх куççуль шăпăртатса анна: «Эх, Мишша, Мишша! Ытла телейсĕр çуралтăн-çке эсе, ывăлăм! Санăн ачалăх сăпки ытла та час татăлса анчĕ пулас...»
Хурлăхлă Мишша кайăк-кĕшĕк сассине итлесе ларнă. «Эпĕ, эпĕ... телейсĕр мар, — тенĕ вăл. — Курса тăр, анне: хĕвел кулли ман питре те йăлкăшма тытăнĕ-ха. Унччен тем пулсан та чăтас пулать. Эсĕ, анне, ачалăх сăпки çинчен калаçатăн. Пирĕн ачалăх сăпки пулман та... Ан макăр, анне...»
* * *
1912 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче Мишша килне Шăхасан шкулĕнчен çав тери васкаса килсе кĕчĕ. Нихăçанхинчен хаваслă, пичĕ-куçĕ хĕвел пек çиçсе çеç тăрать. Амăшĕ, сисĕмлĕскер, çакна кĕнĕ-кĕменех туйса илчĕ.
— Тăваттăмĕш класс вĕренсе пĕтертĕм. Çав ятпа класс пухăвĕ пулчĕ. Алексей Нилыч учитель вĕренсе тухни çинчен свидетельство, шкул заведующийĕ Иван Афанасьевич Мухтав грамоти пачĕç, — терĕ те хучĕсене сĕтел çине кăларса хучĕ.
Амăшĕ савăнса кайрĕ.
— Мухтав грамоти илнине хамăр кил-йышпа паллă тăвас пулать пулĕ. Эс илсе килнĕ кулач пур, чăкăт та паян анчах пĕçертĕм. Чей вĕрететпĕр, сахăр та пурччĕ. Аçу килте пулас тăк мĕнле савăнĕччĕ. Кил-йышпах паллă тăвăпăр, — тараватлăн хушса хучĕ вăл.
— Асаттене кайса чĕнес, атте вырăнĕнче вăл пултăр, — ват çынлах каласа хучĕ Мишша.
— Эккей, чăнах та, ахальтен мар пулĕ ăслă ача çитĕнет сан тет ял-йыш.
Мишшапа амăшĕ калаçнине ыттисем пурте пӳртре ним шарламасăр итлесе лараççĕ.
— Кури, кай аслаçу патне, халех килтĕр пирĕн пата. Асаннӳ те килтĕр.
Кури хăпăл-хапăл тухса вĕçтерчĕ. Аслашшĕпе асламăшĕ нумай кĕттермерĕç, килсе те çитрĕç. Аслашшĕ кĕнĕ-кĕмен карттусне хыврĕ те Мишша енне пырса пуç тайрĕ, унтан турăш енне çаврăнса сăхсăхрĕ те:
— Эй, Çӳлти Турă, çак çемьене ан пăрахах. Тăнăç пурнăç пултăр çак килте. Пулăшу Туррипе канăçлăх Туррин хăвачĕсем пĕрпекленччĕр. Çыннисем сывлăхлă пулччăр, — тесе кĕл турĕ.
Мишша амăшĕ сĕтел çине çаврака кулач хучĕ кулач тăррине — чăкăт. Кĕçех кил-йыш сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Укахви пĕр чашăк шаркку килсе ларттрĕ. Унтан ачасене пĕрер катăк сахăр хурса пачĕ те хурантан ăсса куркасене чей тултарчĕ. Аслашшĕ кулач çинчи чăкăтсене илчĕ те сакăр пая пайларĕ сĕтел хушшинче ларакансене валеçрĕ, пĕр пайне Куçма ячĕпе сĕтел варрине хучĕ, унтан:
— Куçма, кил Мишшана чыслама, — тесе чăкăтпа юнашар пĕр чĕл кулачпа кашăк хучĕ. Ачасем пурте аслашшĕ мĕн тунине сăнаса лараççĕ. — Турă çапла хушать, тĕрмери çынна апата чĕнмелле, — тесе кил-йыша йăпатрĕ ватти. Аслашшĕ пĕрер чĕл кулач çине çӳхен пыл сĕрчĕ те ачасене тыттарчĕ. Асламăшĕ кинĕнчен курка илсе кăкшăмран сăра тултарса Укахвие пачĕ. Лешĕн куçĕнчен куççуль шăпăртатса юхса анчĕ. Асаплăхпа савăнăç куççулĕ пулчĕ ку. Сăхсăхса илчĕ, сăрине ĕçсе пачĕ, унтан Мишша аслашшĕне ĕçтерчĕ.
— Куçма, хăв ухмаххупа ачусене пăрахса кайрăн. Ху килте пулнă пулсан кине те, ачасене те çăмăлрах пулĕччĕ. Эсĕ Мишшана питĕ вĕрентесшĕнччĕ. Халĕ Мишша тăватă класс пĕтерчĕ ĕнтĕ. Тавтапуç сана, кин, ачасене пăхнăшăн. Хăвна йывăр килчĕ ĕнтĕ, кинĕм, — вĕçлерĕ сăмахне Мишша аслашшĕ.
— Куçма Мишшашăн питĕ тăрăшатчĕ те, анчах Турри урăхла çырнă пулмалла. Чăнах та, эсĕ каланă пекех, ашшĕ аслă ывăлне питĕ вĕрентесшĕнччĕ, — терĕ Укахви. — Мишша класра чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри. Шкул библиотекинчен питĕ нумай кĕнеке илсе вулать, ывăлăн çыру ĕçĕ те ăнăçлă пырать тесе савăнатчĕ Куçма, почеркĕ шкулта пахинчен те пахи тетчĕ. Пасара каймассерен малтан хваттере кĕрсе çимеллисем парса хăварнă, Мишша сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Унтан шкула кĕрсе ывăлĕ мĕнле вĕреннипе интересленетчĕ. Хама шкула темиçе хутчен те илсе кĕнĕччĕ, хăйĕнчен хăвармастчĕ. Учителĕ, Алексей Нилыч, Мишшана питĕ мухтатчĕ. Вăл унăн çыру тетрачĕсене иле-иле кăтартатчĕ. Эпĕ хут вулама пĕлместĕп пулсан та таса, илемлĕ çырнине кураттăмччĕ. Вуласса та вырăсла таса, уçăмлă вулать. Пур предметпа та питĕ лайăх вĕренет тесе савăнатчĕ ашшĕ. Ун чухне хам та хĕпĕртеттĕм. Куçма вара Шăхасантан ялан çунат хушса таврăнатчĕ.
Укахви сăмахне пӳлсе аслашшĕ калаçма пуçларĕ:
— Куçма ял-йыш умĕнче те мухтанкаласа илетчĕ. «Маттур ача, лайăх вĕренет, учитель питĕ ырлать, малашне те çакăн пек вĕренсен, пуçăм сывă пулсан, пĕтĕм пурнăçа ун çине хурап», — тетчĕ. Теме сиссе хăй пĕрмаях: «Пуçăм сывă пулсан», — тетчĕ.
— Степан Иванчран кая мар пултăр, — тесе калама юрататчĕ аçу.
— Михаил Иванчăн шăллĕне калатчĕ вăл... — Чипер савăнса, итлесе ларакан Мишша сасартăк кичемленсе кайрĕ.
— Çавна калатчĕ çав, — хуравларĕ аслашшĕ. — Кам пĕлнĕ Степан Иванч çавăн пек усал чунлă çын пулнине. Вăл семинари пĕтерсе таçта Уралта ĕçлесе курнă, çитмĕл тенкĕ шалу илнĕ тетчĕç.
— Çавсем пире ялтан кăларса ярса çĕре туртса илесшĕн пулчĕç, — хушса хучĕ Кури.
— Вĕренсен те ун пек хура юнлă çын пулас марччĕ, — пĕлтерчĕ Мишша хăйĕн шухăшне. Укахви ассăн сывласа илчĕ:
— Ури, ури аптратать-çке... Каникула килсен ура шăмми туртса ыратма пуçларĕ ав... Эпĕ типĕтнĕ упа курăкне вĕретсе ун шывĕпе çыхсан ыратни иртсе кайнă пек пулчĕ.
— Каникултан кайсан Çăварниччен урăх аптратмарĕ-ха. Çăварни иртсен ура çине пусмалла марах ыратрĕ. Эмел те пулăшми пулчĕ, шкула кăна кайса килекен пултăм. Килтен те никам та пыракан çук. Порфирий Петрович çеç йăпатса пурăнать. Пĕррехинче, Мăнкун çитес умĕн, атте пасара пынăччĕ. Эпĕ хватерте, ура çине пусайман пирки шкула каяймарăм. Мана курсанах: «Эсĕ шкула мĕншĕн каймарăн?» — тесе ыйтрĕ. Эпĕ чун чăтайман пирки макăрса ятăм.
Мишша каланине пурте тимлесе итлеççĕ. Асламăшĕн те куççулĕ тухрĕ, ăна вăл тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ.
Мишша малалла калать:
— Порфирий Петровичпа атте тепĕр пӳлĕме кайрĕç те тем канашларĕç. Çав вăхăтра пасартан хваттер хуçи майри Варвара аппа килчĕ. «О-о-о, Куçма Федорч килнĕ, — терĕ вăл пӳрте кĕрсенех. — Куçма Федорч, кунта, Шăхасанта, Самуилов пачăшкăн икĕ ватă хĕр пур. Вĕсем темле чире те тӳрлетеççĕ, тен, пулăшĕç». Атте, маншăн тем тума та хатĕрскер, мана хăвăрт тумлантарчĕ те йăтса пачăшкă хĕрĕсем патне илсе кайрĕ. Лешсем ман урана чылайччен хыпаласа, пускаласа пăхнă хыççăн пуçĕсене сулкаласа илчĕç те çапла каласа хучĕç: «Пирĕн курăксем мар, нимле эмел те çĕнеймест ку чире, пĕртен-пĕр эмел — ачан организмĕ». Ура шыççине шăтармасăр ирттерес тесе çичĕ кун хушши мана кăткă шывĕ çинче лартма хушрĕç. Çичĕ кун иртсен суран чакмалла терĕç.
Халĕ Укахви килте мĕнле сиплени çинчен калама пуçларĕ:
— Мишшана киле илсе килсессĕн, Мăнкун иртсен, имлеме тытăнтăмăр. Аçу вăрмантан пĕр михĕ кăткă тĕми йăтса таврăнчĕ. Ăна мăн хурана ярса вĕретрĕмĕр те пысăк каткана ятăмăр. Ал чăтмалăх сивĕнсен ачана каткана кĕртсе лартрăмăр.
Малалла мĕн пулнине Мишша хăй аса илме пуçларĕ:
— Каткана аçамсем витсе хуратчĕç, пăчăлантаратчĕç. Çав тери пăчăхса çитеттĕм. Хăш чухне чун тухса каяс пекехчĕ. Аçама вăрттăн сирсе пĕчĕк шăтак тăваттăмччĕ те сывласа лараттăм. Аттепе анне сиссессен каллех шăтăка питĕрсе хуратчĕç. Çав тери пăчăхаттăмччĕ, лачкам тар пулаттăмччĕ. Юлашкинчен: «Вилетĕп!» — тесе кăшкăрса яраттăмччĕ. Кашни каткана лармассерен: «Чун илме килчĕ», — теттĕмччĕ хам.
— Çапла, Мишшана çичĕ хут каткана лартса кăларнă хыççăн шыçă çĕрни палăрма пуçларĕ, çемĕçнĕ пек туйăнчĕ.
— Ман ыратни те чарăнчĕ, — хушса хучĕ Мишша. — Анчах савăнмалли виçĕ куна анчах пычĕ. Виçĕ кун иртсен шыçă тепĕр хут хытса пирчерĕ те ыратма тытăнчĕ. Каллех мана тăвар шывĕ çине лартрĕç. Тăвар шывĕ çине виçĕ хутчен лартсан шыçă çемĕçсе каять те çывăрма выртсан суран вырăн çинчех шăтса юхма тытăнать. Пĕрре тунă йăнăша аттепе анне тата тепре турĕç вĕт.
— Эпир ăна шыçă çĕрме пуçласан вăл шăтса юхтăр тесе турăмăр та çав... — пăшăрханса каларĕ амăшĕ.
— Шыçă юхма тытăннă хыççăн ура ыратни чарăнчĕ, анчах тĕппипех мар. Вăхăт-вăхăтпа суран темшĕн канăçсăрлантарма тытăнчĕ.
— Аптранă енне Куçма Мишшана каллех пульницăна илсе кайрĕ. Халĕ вара Мишшана Павел Васильевич Соколов врач йышăннă. Çав врач хаяр çын тетчĕ Куçма. Вăл ача урине пăхса илсен Мишшана маларах илсе килменнишĕн хытă ятланă. Куçма ăна хăй вулăса тухса кайнă кун та асăнчĕ. Соколов пăхса имленипе пĕр эрнерен ура юхма чарăнчĕ. Шыçă юхма чарăнсан тухтăр суран вырăнне операци туса хырса тасатасшăн пулнă, анчах аçу каллех килĕшмен. Ывăла операци тумасăрах киле илсе килтĕмĕр. Çапла ача çу каçичченех асапланчĕ. Мишшана илсе килсенех тепĕр пысăк инкек сиксе тухрĕ.
Асаплă кунсене кулянса аса илнĕ май пурин те ăшĕ хыпса çунчĕ. Мишша асламăшĕ çитĕннисене тепрер курка сăра ĕçтерчĕ, ачасем вара чей сыпрĕç.
Хыт хăлхаллă Хĕветĕр (ăна хăлхи илтменрен çавăн пек калатчĕç) чĕлхине тин вĕçертсе ячĕ.
— Эх, Мишша, телейсĕрскер, мĕн тĕрлĕ кăна асап тӳсмерĕн пулĕ? Çав тăм ӳкнĕ каç выртмана кайман пулсан çакăн пек асаппа хĕн-хура та курмастăнччĕ ĕнтĕ. Эсĕ вара тăм ӳкнĕ ир шăтнă чечек пек вăй илеймерĕн. Ылханлă пирĕн пурнăç. Тăм тивнĕ чечек пултăн пулĕ эс? — тесе Мишшана пӳрнипе тĕллесе ассăн сывласа ячĕ.
— Чечек мар, симĕсленсе çитеймен хăрăк турат пултăм пулĕ. Эпĕ çуралма сывă ачах çуралнă-тăр.
— Çав тери çирĕп сывлăхлă, илемлĕ, кăмăллă ачаччĕ. Кайран инкек-синкек пырса çапрĕ сана.
— Халĕ вара, хăрăк турат пек, аттесĕр, тăлăха тăрса юлтăмăр.
— Асаппа куççуль витĕр вĕренсе тухрăн эс, Мишша, — каллех каласа хучĕ аслашшĕ. — Вăй çитерсен малалла вĕрентесчĕ те. Вăй çитмест пулĕ тульккă, Укахви.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...