Савниччĕ
1
Кĕрхи çĕре кĕске тума,
Ăш вăркасан канăç тупма
Савниçĕмччĕ!
Хама кура хура кăна,
Анчах пĕрре куракана
Йăл çиçĕмччĕ!
2
Сăнне курсассăн сывлăш пӳлĕнетчĕ!
Хăй шӳт туса: «Савмастăн пулĕ», — тетчĕ...
Çӳçсем шуралчĕçĕ, чĕре хавшарĕ,
Вăтанчăк сăнĕ халь те манăçмарĕ.
3
Шăк-шак! илтсен чупса тухатчĕ,
Тăрать тумланнă-тумланман,
Шел тутăр çыхнă-çыхăнман,
Ятран чĕнетчĕ, уртăнатчĕ.
Лутра кăна та тăпăлккаччĕ —
Ытам ăшне кĕрсе ӳкмелĕх;
Пĕр пĕçертсе пĕр çӳçенмелĕх
Вĕри сывлăшĕпе лăпкатчĕ!
Пĕрре куçран пăхса кулмаччĕ! —
Тертӳ те çук, нушу та çăмăл.
Хăпартланса çĕкленнĕ кăмăл
Тĕл пулуран тĕл пулăваччĕ!
4
Сулмак çивĕтсене тытассăм çук,
Туту хускалнине сăнассăм çук.
Яш-кĕрĕмĕн вылянчăк телейне,
Хамран иртсен тин ăмсанассăм çук.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Ready to drive your website succe...
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...