Кавказ хăнисем
* * *
Поезд, ерипен шăвăнса, Мускавалла пырса кĕрет. Чугун çулăн икĕ енĕпе те тĕрлĕ фабрик-заводсем сарăлса лараççĕ. Вакун чӳречинчен пăхмасăр никамăн та чун чăтмасть. Темиçе юппа сарăлса кайнă чугун çулсем тăрăх унта та кунта пăравус хашкани, вĕсем кăшкăрашни илтĕнет. Поездсем кĕрлесе çеç иртеççĕ.
— Акă Мускав! Тахçантанпах курас килнĕ аслă хула, хуласенĕн пуçĕ — Мускав куç умне тухса тăрсан, хăйне халиччен курман çынна тӳрех ăсран ярать, тĕлĕнтерет. Кăкăртан сиксе тухас пек таклаттарса тапать хаваслăхпа çĕкленнĕ чĕре! Умра Совет столици — аслă Мускав...
Мускавра
Кам кăна çук-ши Мускав хулин аслă вокзалĕсенче? Кам çеç килсе кĕмест-ши çак вакзалсем урлă чаплă Мускава? Калама çук аслă çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтессисенчен, çамрăк пионерсенчен тытăнса шуралнă стариксене çитиччен, тĕрĕ чĕлхеллĕ халăх çыннисем çак чаплă Мускавра, çĕршыв чĕрине тĕрлĕрен ĕçпе е юриех курма пуçтарăнаççĕ. Инçетри хĕвелтухăçĕнчен, хĕвеланăçĕнчен, пăрлă çурçĕртен, шăрах кăнтăр çĕрĕсенчен куллен умлăн та хыçлăн чашкăрса пыракан поездсемпе шутсăр халăх Мускава килет е каялла таврăнать.
Шавлать Мускав. Кĕрлет Мускав. Хуранри шыв вĕренĕ пек вĕрет унăн варри. Чаплă Мускав хăватлă Мускав!
Мускав пĕтĕм çĕр чăмăрĕ çинчи пролетарисен — ĕç-çыннисен столици. Çавăнпа та Мускава курасшăн çĕрĕн пур пайĕнчи ĕçхалăхĕ те пĕтĕм чĕререн тĕмсĕлет. Çавăнпа та «Мускав» тенĕ сăмах пĕтĕм ĕç этемлĕхĕн чĕрине хаваслантарать, паттăрлантарать. Анчах çак хушăрах Мускав ячĕ чул чĕреллĕ юнĕçенсене хаяррăн çӳçентерет, тарăхтарать, кĕвĕçтерет, сехĕрлентерет.
Вокзал шавĕ хăватлăн янăрать хăлхара. Кăткă пек кĕшĕлтетекен тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăх калаçнине пĕр-пĕрне сасă паракан пăравуссен уçă сассисем пĕр тĕвве пĕрлешсе кĕвĕленеççĕ. Ытарма çук илемлĕ, анкарти пек аслă вокзал!
Пĕр самант хушши тĕлĕнсе тăнă хыççăн пирĕн чăптаçăсем туристсемпе экскурсантсене кĕтсе илекен пĕр тараватлă çынпа пĕрле Мускав хулинелле тухрĕç.
Акă Мускав варри. Акă Хĕрлĕ площадь. Кремль. Унăн пĕлĕтелле кармашакан башнин ылтăн тĕслĕ тăрри инçетренех йăлтăртатса курăнать. Çав башня çинчи сехет кашни каçах, çурçĕр тĕлĕнче, 12 сехет çапсассăн, «Коминтерн» радиостанци урлă пĕтĕм çĕр чăмăркки тавра çĕнтерӳллĕ «Интернационал» юррине янăратать. Çав сехетех кашни çапмассерен пĕтĕм тĕнчери пролетарилле революци тĕнчипех çĕнтересси çывхарнине пĕлтерет. Мĕншĕн тесен революцийĕн тĕп штабĕ — Мускавра, Кремльте. Кремльпе юнашарах — мавзолей. Мавзолейре — ĕмĕр вилми Ленин.
Мускав. Унта çăра пĕлĕт пек халăх. Йĕпкăн хура курăнакан шăнкăрчă кĕтĕвĕ пек иртсе пĕтейми автомобильсем вĕркĕшеççĕ. 10-12-шер хутлă çуртсем çине пăхсан, картуз та хывăнса ӳкет. Илемлĕ туй кӳмисем пек трамвайсем сумлă шăнкăравĕсемпе янăратаççĕ. Пĕрре ярса пусатăн-и, е мăшăр куçна хупса илетĕн-и, санăн умăнта кашни расах çĕнĕ сăн-сăпат, çĕнĕ картинă уçăлса пырать.
Праские Мускавра пĕр çимесĕрех темиçе кун пуранассăн та туйăнчĕ. Çапла тĕлĕннипе вăл, çĕр айенчи Мускава алма мрамăр картлашкасем çине çитсе тăнине те асăрхаймарĕ. Акă вĕсем, хăй тĕллĕн шăвакан пусма çине тăрса, вăтаннă пек именсе, пĕр сисĕнчĕксĕр çĕр айне анса çухалаççĕ. Аяла анса çитсессĕн — тепĕр Мускав, çĕр айĕнчи çĕнĕ Мускав.
Кунта хаклă йышши шурă мрамăр чулĕнчен тунă стенасем çинче, куçкĕски çинчи пек, пурте курăнать. Унта ху мĕлкӳех санпа пĕр харăс, юлташу пак хаваслăн, уçă кăмăллăн, савăннипе сана тем каласшăн пек пырать. Шутсăр лампăллă электричество люстрисем çĕр айĕнчи Мускава çĕр çинчи пекех йăлтăртаттараççĕ. Ак темскер музăк пек янăрарĕ. Харăссăн çаврăнчĕç чăптаçăсам. Инçе те юлман, çӳлти пекех илемлĕ вакун, анчах ку тата темиçе хут чаплăрах. Пăхсан, куçсем шарăçса каяççĕ: ку çĕр айĕнчи трамвай-мĕн! Вăл çитсе чарăнсанах ун кĕленче алăкĕсем хăйсем тĕллĕн яри уçăлаççĕ. Кĕме хăюлăх çитмест. Епле лармалла-ши çак симĕс пуставлă, пружинăллă дивансем çине? Пурте кĕрсе вырнаçнă хыççăн, кĕленче алăксем хăйсем тĕллĕнех таччăн хупăнаççĕ те... трамвай вакунĕ, сигнал парса, хускалать. Чӳрече витĕр васкавлă Мускав çыннисем вĕлтлетсе юлаççĕ; куçкĕскиллĕ мрамăр стенасем çинче икĕ енĕпе татах та икĕ трамвай пынă пек, мĕлкесем ăмăртаççĕ. Кашниех ĕлĕкрех «Чике Якур — хур сухал» çĕр айĕнчи ылтăн алăклă кĕленче çуртра пурăнни çинчен çĕрĕ-çĕрĕпе тăснă халап аса килет. «Тен, чăнах та çав халапри пурнăç мар-ши ку? Епле-ха, çĕр айĕнче çӳлтинчен те аванрах?» каллех тарăн шухăша каять Праски, Праски çеç мар — ыттисем те.
— Тĕлĕнмелле! — терĕ Микулай пичче те хуллен, сăмахне каланă майĕпе аллисене пĕççи тăрăх çапса...
— Çапла, Микулай пичче. Большевиксем тунă вĕт кăна, — тет ăна хирĕç Ваçли.
— Шупашкарта çакăн пек пулсанччĕ!.. Эх, пăх-халĕ, ав, епле, хĕвел пекех ламписем!? — тĕлĕнет Петĕр.
— Ламписем çитес кĕркунне хамăр колхозра та ялтăрĕç акă... Çĕр айĕнчи хула Шупащкарта кирлех те мар, пĕчĕкçĕ-ха вăл. Халь унта автобуссем йышланаççĕ ĕнтĕ, — тет ăна хирĕç тепри.
Трамвай музыклă сигналпа каллех чарăнчĕ. Кĕленче алăксем хăйсем тĕллĕн яриех уçăлса кайсан, пирĕн экскурсантсем çĕр айĕнчи Мускавран çĕр çинчи Мускава — Сокольники садĕнчи станцăна, каллех мĕлке курăнакан мрамăр пусмасемпе улăхса тăчĕç. Вĕсене садри вĕçен кайăксем ачаш чĕлхеллĕ юрăсемпе сума сурĕç.
Аллейăри пĕр лапсака тăрăллă çамрăк çăка çинчи саркайăк уйрăммăнах Праские хисепленĕ пек туйăнчĕ.
Кунĕпе çӳресе Ленин мавзолейĕнче, зоопаркра, культурăпа кану садĕнче, тĕрлĕ музейсенче пулнă хыççăн, экскурсантсен татах тем чухлĕ курмалли юлнине пăхмасăрах, хĕвел Мускав хыçне анса çухалчĕ. Мускав мĕльюнлă лампăсемпе çунса йăлтăрташма тытăнать.
Тепĕр кун каллех поезд çине... каллех вăрăм çул. Мускавран трухса Сочие çитиччен 2 500 çухрăм рельсă тăсăлать. Умра — Подольск, Тула, Орел, Белгород, Харьков, Майкоп, Туапсе т. ыт. хуласем те.
Мускав аслă, Мускав пысăк, Мускавăн темĕн те пур. Станцăри пăравуссем каллех инçе çула хатĕр. Вĕсен сассисем Мускава тепре çаврăнса çитиччен вăхăтлăха сывпуллашнăн туйăнаççĕ.
Вакун чӳречисенчен халиччен килнĕ чухнехи пекех — аслă тинĕс пек ыраш пуссисем, хуллен кашласа ларакан пĕчĕк вăрмансем, сип-симĕс пустав сарнă пек сарăлса выртакан ем-ешĕл тулă уйĕсем, улăхсем, ялсем, садсем тутăр сĕлтсе ăсатакан хĕрсемпе пралук çинчи чĕвĕлти чĕкеçсем курăнаççĕ.
Кашниех Мускава аса илет. Вакунăн пĕр кĕтессинче ларса пыракан чăптаçăсенчен пĕрне 60.000 çын шăнăçакан культурăпа кану паркĕ тĕлĕнтерет, тепĕрне музейри сĕм аваллăх япалисем, çынсем, вĕсен пурнăçĕ; пĕрне ĕлĕкхи кун-çула ывăç тупанĕ çинчи пек кăтартса тăракан картинăсем тĕлĕнтереççĕ; тепĕрне хальхи машинăсем е хула хушшинчи кăткă пек кĕшĕлтетекен капăр тумлă халăх, çĕр айĕнчи Мускав — метро ăнран ярать...
— Ах, мĕскер çук-ши çав Мускавра!?
— Епле ӳссе çитĕнеççĕ-ши çав слонсем?..
— Уписене астăвăр-ха тата?..
— Вăл мĕ-ĕн, çĕленсем вара!.,
— Удав текенни епле!.. Тăсăлсан, урам урлă карăнать çав. Атту, мĕн вăл пирĕн вăрманти çĕленсем? Пушă аври пысăкăшне куратпăр та: айуй, айуй! кăшкăратпăр вара...
— Леш çиллес тигăрĕсем, арăсланĕсем мĕнле тата?..
— Ирĕке кăларасчĕ вĕсене, мĕн хăтланĕç-ши?..
— Ан калаç та ĕнтĕ, пур çав тĕнчере темĕн те...
— Мана леш, бегемот-и-ха çав, носорог-и, шыв вăкăрĕ пит тĕлĕнтерчĕ. Пирĕн кĕтӳри ăратлă вăкăртан та пысăк вăл. Таçтан пĕтĕмпе, аякран шыва хумхантарса килет те, илемсĕр катмар тутине кăтартса, хăрах мăйракаллă пысăк пуçне шывран хăрушшăн çĕклесе кăларать. Унтан шыва сирпĕтсе тискеррĕн тулхăрать те, каллех шыва путать...
— Тĕвисем тата, тĕвисем!..
— Ха-ха-ха! Тупнă тĕлĕнме. Тĕвесем вĕсем Хусанта та, Йĕпреçре те кĕтĕвĕпех...,
— Тата леш, пысăк çăмарта тăваканĕ... Страус текенни... метр вăрăмăш хӳреллĕ вĕçен кайăкĕ? Павлин теççĕ-и-ха çав ăна? Вăт-тăк... да!
— Ниепле ытараймарăм эпĕ, леш халапри пек, сад варринчи çавра кӳлле. Варринче шурă акăшсем, темиçе тĕрлĕ кăвакалсем ишсе çӳреççĕ... тата кӳлли тавра, пĕчĕк тиха пек лашасене пĕчĕкçĕ тăрантассем кӳлнĕ те хĕрсе катаччи чуптараççĕ пĕчĕк ачасене. Тĕлĕнмелле! Ну, илемлĕ те...
...Ир пулать те каç пулать. Кун хыççăн кун пĕр евĕрлĕн иртеççĕ.
Поезд малалла ыткăнать. Хыçа аслă уй-хирсем, ялсем, тикĕс хирсем, каллех ялсем, чуллă хуласем тăра-тăра юлаççĕ. Кайсан-кайсан, Кавказа çывхарнă май, сăртсем курăнма пуçлаççĕ, тикĕс уйсем пĕтеççĕ.
Акă умра авалран хăй илемĕпе мухтанакан лучăрканчăк сăн-питлĕ, çӳлĕ сăртсемпе хупланнă Кавказ!
Пирĕн экскурсантсен поезчĕ, çав сăртсем хушшипе авкаланса, Хура тинĕс хĕрринелле шăвăнать. Акă поезд чăн-чăн Кавказ çĕрĕнче. Унăн пĕр енче — çулĕ те чăнкă, чуллă сăртсем; тепĕр енче — Хура тинĕс, аслă Хура тинĕс хыттăн шавласа выртать.
Кавказра
Кавказ тесен Каçпи тинĕсĕпе Хура тинĕс хушшинче выртакан сăртлă çĕре, Европăпа Кĕçĕн Ази çĕрĕсене пĕтĕçтерекен çĕр пăвăнчăкне калаççĕ.
Кавказăн хĕвеланăçĕ енче, Хура тинĕс хĕррипе выртакан кӳлĕ çумĕнчи айлăмсенче, ĕмĕр хĕлле пулман хĕвеллĕ çĕршыв выртать. Экскурсантсем çак вырăнти Сочи хулине çитсе чарăнаççĕ. Сочи —сывлăха юсамалли вырăн. Çак хулана, çак тавраша инçетри хĕвелтухăçĕнчен тытăнса сивĕ çурçĕртен, аслă Совет çĕрĕн пур кĕтессисенчен те кашни çулах темиçешер пин рабочисемпе колхозниксем тĕрлĕ чиртен юсанма е канма пуçтарăнаççĕ. Таврара ытарма çук ырă çутçанталăк. Ĕмĕр çулçă тăкман йывăçсемпе çеçкеленсе ларакан тĕрлĕ чечексем, çӳлĕ тусем çинчи ĕмĕр ирĕлми сивĕ пăрпа юр хăватне туймасăр лараççĕ. Кунта çӳлĕ, таçта çӳле кармашакан тӳп-тӳрĕ кипариссемпе метр тăршшĕ çулçăллă пальмăсем айĕнчен тухас та килмест. Ăçта пăхнă унта куçа шарăçтарса яракан чечексем. Вĕсен ырă шаршисем çын ӳт-пĕвĕнчи йывăрлăха çухатса, çĕре пусмасăр сывлăшра вĕçсе пынă пек туйăнтараççĕ.
Ĕлĕк кунта генералсемпе улпут таврашĕсем тата купцасемпе патшан тĕрлĕ чиновникĕсем анчах ашкăнса пурăннă. Рабочисемпе хресченсем унта ура ярса та пусайман. Ăçта унта çĕр çинчи «рая» пылчăклă хура çынсене кĕме? «Турă хушман — патша та хушман!»
Халĕ ун пек мар. Паян акă ĕлĕкхи чухăнран та чухăн хресчен хĕрĕ пулнă Праски те кунпа çитсе кĕчĕ. Унпа пĕрлех унăн ытти юлташĕсем те çитеççĕ. Вĕсем халĕ хăйсен хаваслăхĕсене ниçта вырнаçтараймаççĕ. Çамрăк Праскипе ватă Микулай пичче чĕрисем пĕр пекех, чăн телейлĕ савăнăçлăхпа тапаççĕ.
Çитсе пăртак каннă хыççăн, хĕвел аннă вăхăтра, чăваш чăптаçисем Сочири бендрарий паркĕнче пулаççĕ. Кунта хĕвел те ялти пак мар, Мускаври пек те мар, вăл анса лараспа тата илемлĕрех курăнать. Унăн хĕрӳлĕхне çухатнă вăрăм та йăваш çутă пайăркисем кипариссемпе пальмăсем çине ылтăн ярапасем çакса чечекленеççĕ. Каярахпа çав ярапасем куçран сисĕнӳсĕр çухалса пыраççĕ. Хĕвел çине куçа хĕсерех пăхсан, вăл тĕттĕмрех сарă ылтăн çунатлă арман пек е вут чечеклĕ хăвелçаврăнăш пуçĕ пек туйăнать. Тата каярахпа вăл йăмăх-хĕрлĕрех кăвар тултарса лартнă çатан кунтăк (лăпă) манерлех курăнать; унтан çав лăпă пысăкланнă пек пулса, хăй ӳссе пынă майăн, тинĕс хыçне хăвăрт анса çухалать. Хĕвел аннипе пĕрлех ешĕл-кăвак тĕслĕ хумпа шавласа (выртакан тинĕс пичĕ те тăхлан тĕслĕ тĕксĕм çутă сăнпа витĕнет.
Праски хаваслăхĕ чĕрине те шăнăçмасть. Вăл хăй мĕн курнине çырса та, каласа та пĕтереймĕ. Çапах та каçхине гостиницăна кĕрсе вырнаçсан, вăл амăшĕ патне çыру çырма васкарĕ.
Çакăн пек çырчĕ вăл хăйĕн çырăвне:
«Салам сана, юратнă анне!
Чи малтанхи йĕркерех эпĕ сана, анне, хама çуратса ӳстернĕшĕн тав тăватăп. Пĕтĕм чĕремрен ырă сунатăп сана. Эпĕ сан сăмахусене те манман: мана, хăвăн телейсĕр пулнă хĕрне, çуратнăшăн та эсĕ сахал мар вĕри куççуль тăкнă ĕлĕк. Анчах та халĕ çав кунсем инçете тăрса юлчĕç... Халĕ вĕсем ĕлĕкхи хăрушă халап пек анчах туйăнаççĕ. Çапах та, çав хăрушă халапа аса илсен, пĕтĕм çамрăк вăй-хăват пĕтĕçсе, тăшман çине ĕмĕр пусăрăнми хаяр çилĕ тăвăлса капланать.
Анне! Хам мĕн-мĕн курнисене эпĕ виç кун çырсан та çырура каласа пĕтерейрес çук. Халĕ Сочирен çыратăп. Кунта çитиччен, вара, темле пысăк хуласем те юлчĕç пирĕн хыçа, астуса та пĕтерес çук.
Кашниех çак юлашки улт-çичĕ çул хушшинче паллама çук ӳссе кайнă хуласем вĕсем. Ытарма çук Украина уй-хирне. Пирĕн патра ӳсĕçинччĕç çав яштакка топольсем, çав виноград тунисем! Килте радиопа Мичурин сачĕ çинчен каланине итлеттемĕрччĕ вĕт-ха, ун йывăçĕсем пурте ӳсеççĕ кунта.
Харьковра чарăнсах тăраймарăмăр та... вăл çав тери илемлĕ хула иккен! Картăчкăсем ӳкерме пĕлнĕ пулсан, пĕр пысăк арчапа çак ытарайми картинăсене туллиех ӳкерсе таврăннă пулăттăм. Азов тинĕсĕ хĕррине çитсен, сулахай енче, ешĕл чатăр айĕнче, Таганрог хули ларса юлать, сылтăм енче — вăхăтпа сирĕлми тĕтреллĕ, куçпа виçме çук аслă тинĕс пуçланать. Хумĕсем ăмăртнă пек пĕринчен пĕри малтан мала кайса инçете ыткăнаççĕ. Çак тинĕс Хура тинĕспе пĕрлешет. Халь эпир çав Хура тинĕс хĕрринче...
Тата пĕр тĕлĕнмелле лăпкă тӳлек ир, Кавказ тăвĕсем хыçĕнчен ылтăн хĕвел çĕкленсе çитсен, пирĕн поезд лайăх пынă çĕртенех, тарăн сивĕ нӳхрепе аннă пек, сĕм тĕттĕм çĕр айне кĕрсе çухалчĕ. Васкамасăр, ерипен сывласа пырать поезд ту тĕпĕнчи çĕр айĕнче. Темиçе хут та тухрăмăр çавăн пек. Тусем хушшинче пынă чух çӳлелле пăхсан, пăхма та хăрушă. Чăнкă сăртсем çумĕнче çакăнса тăракан темĕн пысăкăш чулсем, кĕç-вĕç татăлса анса, пирĕн поезда шăрпăк коробкисене лачăрах пусса ватнă пек ватассăн туйăнаççĕ. Çапла шутласан, пĕтĕм çан-çурăм çӳçенсе каять. Тусем хушшинчен тухатăн та, каллех чуна темиçе хут çамрăклантарса яракан талкăшпех сип-симĕс сад пахчиллĕ тенче пуçланса каять.
Донбасри сăрт пек купаланса тăракан çĕр кăмрăк куписемпе Майкоп таврашĕнчи нефть вышкисем халĕ те куç умĕнчех. Пирĕн çĕршыв пуянлăхне, анне, эпĕ мар, такам та çырса пĕтерес çук...
...Епле илемлĕ ӳсме пултарнă-ши кунта йывăçсем? Тата курортри канмалли çуртсем умне пырсан, вĕсем пĕтĕмпех хаклă ахах е мерчен чулĕ пек йăлтăртатса лараççĕ. Пусми картлашкисен икĕ енĕпе ĕмĕр çулçă тăкман сарлака çулçăллă йывăçсем ӳссе лараççĕ. Çавсенчен инçех те мар фонтансенчен сирпĕнсе тăракан тăрă шыв, хĕвел çутипе темиçе хутлă асамат кĕперĕ кăтартса, ылтăн шăрçасем сапнă пек йăлтăртатать. Вăхăтпа ху ăçтине те ĕненместĕн. Киле çитсен пурне те каласа тĕлĕнтерме пултаратăп ĕнтĕ. Çитĕ, анне. Çырса пĕтерес çук. Кунта кашни утăмрах çĕнĕ япала. Ыран ирхине Хура тинĕс çинче пулатпăр. Телейлĕ эпĕ, анне! Ĕлĕк пулсан, Шупашкара та кайса курайман пулăттăм.
Зойăна, Матрӳнене, Нинăна тата Арçение те уйрăммăнах — салам. Çырăва илсенех вĕсене тата ытти тантăшсене те вулаттар.
Чунтан юратакан Праçук хĕрӳ. Сочи,
Хура тинĕс хĕрри».
Праоки, çырăва хăй ăшĕнче тепĕр хут вуласа тухрĕ те, ăна, малтанах адрес çырса хатĕрленĕ конверта хурса пусма умĕнчи ещĕке тухса ячĕ.
Ыйхи вĕçнипе часах çывăраймарĕ вăл. Ун пуçĕнче тĕрлĕ шухăшсем çиçĕм пек çиçсе иртрĕç. Пĕр шухăшĕ çинче чарăнасшăн пулчĕ вăл, чарăнаймарĕ; тепĕр шухăшĕ çине куçрĕ, каллех çиçсе иртрĕ çав шухăшĕ те... Вара, юлашкинчен, Лавренти аса килчĕ. Лавренти те Праскишĕн тахçантанпах çунать, анчах Праски шанмасть ăна, ĕненмест. Юратнă пек те туйăнать вăл, юратман пек те.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...