Аттем суранĕсем манра пек
Атте ман иртнĕ вăрçăра
Пайтах вут-çулăм витĕр утнă.
Çӳренĕ чух разведкăра
Сахал-и йывăрлăх вăл курнă.
Вăл выççине те асапне,
Тар шăршине нумай астивнĕ.
Итленĕ май ун сăмахне —
Чуна пĕр тăвăр пек, пĕр сивĕ.
Çаплах тĕнчемĕр лăпкă мар,
Юхать çынсен юнпа куççулĕ.
Хăçан пит çăткăн та хаяр
Мул хуçисен шăпийĕ тулĕ!
Атте пач шеллемен хăйне,
Кĕрешнĕ тăшманпа сахал-и
Паттăрлăхне, хăюлăхне
Пĕлтерĕ орденĕ-медалĕ.
Хăрушă вăрçă пульлисем
Хальччен урисенче лараççĕ.
Ӳтне кăшла-кăшла вĕсем
Ăна пĕрмай хĕн кăтартаççĕ.
Асаплă чух хам аттеме —
Суранĕсем ман шăмшака та
Пит ыраттарнăнах туятăп,
Тирет пек тимĕр чĕреме, —
Эп çĕрĕпе çывăраймастăп,
Вăрçа виçесĕр ылханатăп!
Шухăшсем
Focus on the people most likely to care ...
Аккредитация и обучение медицинских рабо...
Профессиональное обучение для специалист...
Аккредитация и обучение медицинских рабо...
Профессиональное обучение для специалист...
What if your next customer is already br...
Set your keywords and location, then let...
Autode kokkuost Tallinnas ja ule Eesti.....
Auto varuosadeks muumine voib olla hea l...
High-intent traffic without the usual gu...