Çуркунне
Çуркунне,
Çуркунне,
Çуркунне çуралнă хĕр,
Çуркунне пекех сăнпа илемлĕ.
Чĕререн,
Чĕререн,
Чĕререн калăпăр халь:
«Тус-тăван эс чĕннĕрен телейлĕ».
Аллă çул,
Аллă çул,
Аллă çул çитет сана,
Тăвансем, туссем сана сумлаççĕ.
Саламсем,
Парнесем,
Ăш сăмах — сан ятупа,
Юрăсем те сан ятпах янраççĕ.
Алă сул,
Алă сул,
Алă сул ал çул çине,
Сăнпала эс вăтăра çитмен-ха.
Пултăр кун,
Пултăр çул,
Пултăр сывлăх çул çине,
Шанчăк пултăр мăнуксем килсессĕн.
Çуркунне,
Çуркунне,
Çуркунне çуралнă хĕр,
Çĕр çулпа пире каллех чĕнсемччĕ.
Тур парсан,
Вăй пулсан,
Эпир калăпăр каллех:
«Тус-тăван эс чĕннĕрен телейлĕ».
Шухăшсем
Hey there, I was looking at chuva...
Encuentra informacion sobre finanzas per...
Explora alternativas de financiamiento, ...

Hello, I was looking at chuvash.....