Тупа
Шухăшăмпа чул çурт лартмастăп.
Шута путсан — сăн-пит шап-шур.
Ура тапса пуçа ухатăп,
Кирлех пулсан — çунат та пур.
Ман пур чĕрем — кун-çулăн вучĕ,
Çĕршыв парни — телей-тупрам.
Ман пур тĕллев — пуласлăх учĕ,
Чăкраш та канăçсăр шăпам.
Ума пăхсан — йăлтах çап-çутă.
Çапах ăшри — йĕвенсĕр çил...
Пуçра каллех ман шухăш çăтă.
Хама та тăвăр пек хам кил.
Сăмах ваклар-и, тултăр кăмăл.
Кĕрхи хире каяр, шăпам!
Калаçăва итлетĕр хăмăл...
Эп канăçа ăçта тупам?
Ача ӳстернĕ амăш евĕр
Кăшт туртăнать иккен ана.
«Сĕткен илсе сахал ĕçлерĕн», —
Каланăн туйăнчĕ мана.
Вăй-халăма ман парăм чĕрттĕр —
Тăпра тытса тăвап тупа:
Çак çĕр çĕртмест, сăмах ан çĕртĕр, —
Тар тăкăп эп вăйпа, чунпа.
Шухăшсем
High-intent traffic without the usual gu...
Autode kokkuost Tallinnas ja ule Eesti.....
Auto varuosadeks muumine voib olla hea l...
1...
6...
6...
1...
6...
1...
1...