Кучченеç
Чечек çинчен чечек çине
Манпа çӳрерĕ сар пыл хурчĕ,
Çырса мухтарăм сĕткене,
Карас çине пухса вăл хучĕ.
Нектар пухма — ыр кунччĕ çеç —
Сăвви, сар пылĕ — савăнмалăх.
Юлташ, астив-ха кучченеç,
Ун тутинче — тăван тавралăх.
Ку çеç-и?
Пырăр хăнана —
Сире кĕтет сим пыл шерпечĕ.
Шӳрпелĕх ятăм хурана.
Сар çу сĕрсе хурам икерчĕ.
Эп çепĕç юрă ĕнерем.
Эс такмакла пĕр-пĕр çĕн сăвă.
Вара лăпланĕ чун-чĕрем —
Пĕрле çапла пурнар сып-сывă!
Шухăшсем
Hey there, I was looking at chuva...
Encuentra informacion sobre finanzas per...
Explora alternativas de financiamiento, ...

Hello, I was looking at chuvash.....