Çилçунат-урхамах
Лашапа çӳреме
Эпĕ юрататăп.
Мĕн пĕчĕкрен вĕсене
Пăхса ӳстеретĕп.
Каласа парас сире
Пĕр халап лаша çинчен.
Хыпарлас килет сире
Пурнăçра пулни çинчен.
Хĕллехи пĕр каçхине
Çил-тăман алхаснă чух
Килнĕ вăл çак тĕнчене
Пурăнмашкăн пирĕнпе.
Хăйне пăхсан хуп-хура,
Куçĕ вут пек вĕлкĕшет.
Çамки çинчи çăлтăра
Асăрхаман çын иртмест.
Ӳснĕçемĕн урхамах
Тапăртатса çеç тăрать.
Кашни ача савăнсах
Йĕнерлеме тăрăшать.
Анчах пирĕн çак тиха
Ăна пĕртте чухламасть.
Выляс шухăш ун пуçра —
Ытти куçа курăнмасть.
Иртрĕç савăк вăхăтсем,
Çитрĕç йывăр самантсем.
Хушка лаша хуйхăрать,
Амăшĕнчен уйрăлать.
Илсе кайрĕç циркалла.
Унта унăн чупмалла,
Чĕрне вĕççĕн тăмалла,
Кĕçенсе кăтартмалла.
Ункă витĕр вĕçмелле,
Транкки-транкки сикмелле.
Ача-пăча пуçтарса
Катаччи те ямалла.
Хура ут пит тулхăрать,
Кунĕн-çĕрĕн тăрăшать.
Чупа-чупа ывăнать,
Тĕшĕрĕлсе те анать.
Ырă тури тупăнать,
Йăпатмашкăн тăрăшать.
Икĕ çунат парнелет,
Хăйĕн патне вăл илет…
Çĕр çинчи пур лашана
Çăмăллăх та парнелер.
Йывăр ĕçрен хăтарса
Çын çумĕнче çӳретер.
Шухăшсем
Our AI-powered traffic solution delivers...
Save on marketing with our AI-optimized ...
I've noticed that your chuvash...
Efektivni trik pro peci o zahony — .
I've been exploring online casinos latel...
Why pay high prices for paid ads? Our AI...
Our AI-powered traffic service delivers ...
I've noticed that your chuvash...
Attract high-intent, keyword and locatio...
Attract keyword-driven visitors to your ...