Талан
Эп килте Тĕнчере!..
Мĕн кирли пур йăлтах Тĕменре!..
Вĕренесчĕ ман пĕр çавна çеç:
тĕрлине йышăнма! —
(ăнланатăп: Тĕнче пĕрмаях
парнелесшĕн пире
ырлăхне — тăванла! —
курăр: унăн çӳпçи чухăн мар —
«Тур пани» — талан1 пек —
(Тала2-ран)!..
Çак çынсем те парнех!..
Веç! Туллин!
Йышăнар хакласамăр
кашни парнене! —
савнă пек ашшĕ-амăшĕ сар
сăпкари ачине,
кĕтнĕ пек ирсерен йывăç-курăк
хĕвел шевлине) —
пысăк йăнăш: тӳрех мĕн пурне хапсăнни
Çын! тени —
кĕç пулса тăрас пек
Çĕр Патши!..
(Çак хитре Çĕр çинче
унашкал май килмест пулĕ çав)... —
çĕнĕрен те çĕнни
вырнаçсан ăшăма
(киввине эп «сыв пул» тенĕçем)
асăрхатăп тăрук: çитĕнсе сарăлса пынăçем
уçăлать чун-чĕреçĕм хуллен
(мул
пухмачĕ
пекех)
мĕн кăна çук унта!..
Тĕлĕнетĕп: çынна пурнăçра,
катăк пуртă та кирлĕ-çке!..
Мĕншĕн çавна пĕлекен
тулăх пурнăçшăн антăхакан
ютшăнать ырлăхран?..
Шухăшсем
Качественный асфальт выдерживает любые п...
Wanting to amplify your website r...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Attract additional leads for your chuvas...
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
Is your Chuvash website missing out on l...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...