Ярмăрккăра
Анне Трак ярмăрккинче сутма сăра турĕ.
— Шăрăхра каякан, — терĕ вăл, нӳхрепри сивĕ сăрана тăватă витре кĕрекен пичкене ярса.
Эпĕ ун çумĕнче вĕтеленсе çӳрерĕм. Ача-пăчана мĕн! Килтен хăвăртрах тапранса тухса, çул çинче тилхепе тытса пырас килчĕ манăн. Пахчаран пĕр валем симĕс курăк çулса кĕрсе урапа тĕпне сартăмăр. Ун çине сăра пички вырнаçтарса лартрăмăр.
Тилхепене хытă та туртмарăм, анне çӳрекен улма чăпар лаша килкарти хапхинчен кăмăллăн уйрăлчĕ. Яка çул çинче урапа тăкăртатса кăна пырать.
Шетмĕ çумĕнчи ланкашкара хĕвĕшекен ярмăрккă сăртран ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Шăна кăмпи тĕслĕ икĕ кăруççел ярмăрккă варринче ăмăртса çаврăнать.
Ярмăрккăна чылайăшĕ лашапа килнĕ. Эпир те урхалăхпа чĕлпĕре пушатса, лашана симĕс курăк патăмăр.
Анне умне шурă саппун çакрĕ, сăра пички çумне чечеклĕ ал шăлли сарса, ун çине пушă стакансем кăларса лартрĕ.
Кĕçех икĕ арçын, пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, пĕчĕк пичкен сăри лайăх пулаканччĕ тесе, аннерен икшер стакан сăра илсе ĕçрĕç.
— Вăт сăра! — мухтарĕç вĕсем анне сăрине.
Тепĕртакран сăран картус тăхăннă тачка арçын аллисемпе хăлаçланса анне патне пычĕ.
— Верук акай, аван-и? — терĕ.
— Ара, Ваçли Степанччă-çке! Эс ман хреснанне ывăлĕ вĕт. Кил-ха, тытса ĕç, — сăра сĕнчĕ ăна анне.
Унтан Вутланти куккасем, Çирĕклĕри йыснасем, Янкасри аппасем, Упири пиччесем пычĕç. Хăйсем пĕр-пĕрне тăхлач, кума, йысна, кĕрӳ теççĕ. Чăн-чăн ĕçкĕ пуçланчĕ. Шанклатнăçем шанклатрĕç стакансем.
Çăмăллăн чупать кил еннелле улма чăпар лаша. Яка çул çинче урапа тăкăртатса кăна пырать. Паллакан çынсене хирĕç пулсан:
— Тавсье! — тет анне.
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Discover everything you need to know abo...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
We specialize in reviewing online casino...
Our website offers a complete guide to S...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...