Вожатăйăн пĕчĕк тусĕсем
Çуллахи каникула тухнăранпах ĕмĕтленсе пурăннă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймерĕ Нинăн. «Вăрçă!.. Фашистла Германи пирĕн çине ирсĕррĕн тапăннă», — пĕлтерчĕç пĕр ирхине. Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă хĕрачан пионер лагерьне каймаллаччĕ, анчах халь ĕнтĕ ун çинчен шутламалли те çук. Вăйпитти арçынсем, вĕсен шутĕнчех Нина ашшĕ те, фронта кайса пĕтрĕç. Хĕрарăмсем Великая юханшыв хĕррипе окопсем чаваççĕ.
Фронт çывăхĕнчи хула пурнăçĕ тĕпренех улшăнчĕ Урамра ытларах çар çынысене тĕл пулатăп. Нинăсенчен инçех мар, хула хĕррине вырнаçнă районти больницăна, час-часах хĕрлĕ хĕресле автомашинăсем пыра-пыра кĕреççĕ. Шурă халатлă, пилотка тăхăннă хĕрарăмсем бинтпа чĕркесе пĕтерпĕ суранланнă çынсене наçилкка çине вырттарса палатăсене иле-иле каяççĕ.
Нина амăшĕ, окоп чавнă çĕртен хытă ывăнса таврăнать пулин те, кашпи каç пĕрре больницăна кайса пăхмасăр çывăрма пултараймасть.
— Хамăр хулари пĕр палланă çынна илсе килчĕç. Аçу çук... — тет амăшĕ, юлашки кунсенче куççульпе хĕрелсе тăртаннă куçĕсене хĕрачинчен пытарма тăрăшса..
Хула витĕр ир пуçласа каçченех халăх куçать. Каçхине те шăпланмаççĕ ун урамĕсем. Çĕрĕпех мотор шавĕ кĕрлени илтĕнсе тăрать. Танксем тимĕр гусеницисемпе чăнкăртаттарса пӳрт-çуртсене кисретсе иртеççĕ, тупă кăкарнă автомашинăсем хура кăвак тĕтĕм кăларса хăвараççĕ. Прожектор çутин пайăркисем çĕрлехи тӳпере тăшман самолĕчĕсене шыраççĕ. Пĕлĕтре зенитнăй тупă снарячĕсем кĕрĕслетсе çурăлаççĕ, çутатакан пульăсем шăрçаланса вĕçеççĕ.
Татти-сыпписĕр халăх иртет. Çар çыннисем хĕвеланăçнелле васкаççĕ, вăрçă хускатнипе тăван килĕсене пăрахса тухнă ватă-вĕтĕсемпе хĕрарăмсем хĕвелтухăçнелле çул тытаççĕ.
Великая урлă çакса тунă пысăк кĕпер халăх юхăмне шăнăçтараймасть. Кĕперĕн икĕ пуçĕнче те автомашинăсен, танксен колоннисем, лавсем, çынсем, выльăх кĕтĕвĕсем каçма черет кĕтсе тăраççĕ. Пĕчĕк хĕрлĕ ялав йăтнă регулировщиксем йĕркелеççĕ вĕсен черетне.
Фронт çывхарнăçемĕн çывхарса пычĕ. Хулана кун каçиччен темиçе хут та хура хĕреслĕ самолĕтсем вĕçе-вĕçе пырса бомбăсем пăрахса хăвараççĕ, пулемĕтсемпе переççĕ.
Нинăпа амăшĕ ун пек чухне кӳршĕри Володьăоен нӳхрепĕнче пытанса лараççĕ. Кăнтăр кунĕнчех е çĕрле унта та кунта пушар сикое тухать.
Хĕвеланăçĕнче тупăсем кĕмсĕртетнĕ сасăсем уççăнрах та уççăнăрах илтĕнме тытăнчĕç. Урамсенче аманнă салтаксем ытларах курăнма пуçларĕç. Пĕр каçхине хулана малтанхи снарядсем вĕçсе килсе çурăлчĕç.
* * *
Нинăпа амăшĕ Володьăсен çемйипе пĕрле икĕ талăк нӳхрепре пурăнчĕç. Çак хушăра пĕтĕм хула кĕрлесе тăчĕ. Виççĕмĕш кунне вăрçă шавĕ шăпланчĕ. Нӳхрепри ачасем шыв ĕçес килнипе йăлтах аптраса çитрĕç. Малтан пăчă нӳхрепрен Володя амăшĕ тухма хăйрĕ.
— Тухăр пурте, хулара пĕр чĕрчун та курăнмасть, — пĕлтерчĕ вăл.
Нинăпа амăшĕ те хăра-хăрах çĕр айĕнчен тухрĕç. Тин кăна тул çутăлса килет иккен. Хулара талккăшĕпех тĕтĕм йăсăрланать. Çунса пĕтмен çуртсем ялкăшаççĕ. Таçта, инçех те мар, Великая леш енче, тупăпа пени илтĕнет. Снарядсем шăхăрса вĕçсе иртеççĕ те вăрманта шартлатса çурăлаççĕ.
Урамсенче çынсем пĕрерĕн-икшерĕн курăнкалама пуçларĕç.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, темле майпа сыхланса юлнă кĕпер çинче хура свастикăллă танксем курăнса кайрĕç.
— Фашистсем!.. — тавçăрса илчĕç çынсем. Танксем хулара чарăнса тăмарĕç. Вĕсем тӳрех вăрмана çул тытрĕç. Унта каллех хĕрӳ çапăçу пуçланчĕ. Йĕри-тавра, аçа-çиçĕм вăхăтĕнчи пек, вутпа çулăм ялкăшма тытăнчĕ.
Хула урамĕсене ют чĕлхепе калаçакан симĕс тумтирлĕ çынсем пырса кĕчĕç...
* * *
Йывăр та хурлăхлă, тертлĕ те канăçсăр кунсем пуçланчĕç.
Нинăпа амăшĕ, малтанхи вăхăтра килтен ниçта тухмасăр питĕрĕнсе пурăнчĕç. Хутран-ситрен вĕсем патне Володьăпа амăшĕ кĕркелесе тухкалаççĕ. Кун каçиччен таçта та çитсе курма ĕлкĕрекен Володя хулари хьпарсене пĕлтерет. Фашистсем ытла пуçсăрланаççĕ иккен. Кама çакеа вĕлерес тенĕ — çакса вĕлереççĕ, кама персе пăрахма шутланă — персе пăрахаççĕ. Магазинсене, çынсене куçкĕретех çаратаççĕ, мăшкăллаççĕ...
— Тăшман аллине тыткăна лекнĕ çар çыннисене нумай илсе килнĕ, теççĕ. Атя-ха, эпир те кайса пăхатпăр. Тен, пирĕн упăшкасем те унта... — терĕ пĕррехинче Нина амăшне кӳршĕ хĕрарăмĕ.
— Ытла хăрушă, тухма хăратăп, — хуравларĕ Нина амăшĕ. Çапах та вăл тыткăнри çар çыннисен лагерьне кайса курма килĕшрĕ. — Тен, чăн та аçуна курăп... — терĕ вăл хĕрачине.
Нинăпа Вюлодя киле иккĕшех юлчĕç.
— Эпир ĕнер больницапа кайрăмăр. Унта фронтра аманнă хамăр салтакссм выртаççĕ... Вĕсене эпир çимеллисем кайса патăмăр, — пĕлтерчĕ Володя.
— Кампа кайрăр? — ыйтрĕ Нина.
— Хамăр шкулти вожатайпа. Ыран каллех каятăп.
— Мана та чĕн-ха, — хăюсăртараххăн каларĕ Нина.
— Аннӳ ярать-и сана?
— Пĕлместĕп çав. Ыйтса пăхăп, - иккĕленчĕ Нина.
— Питĕ шел аманнисепе. Вĕсене çакăр та памаççĕ, шыв та ĕçтермеççĕ...
— Мĕнле пурăнаççĕ вĕсем? — тĕлĕнчĕ хĕрача.
— Хула çыннисем йĕплĕ пралук карта урлă пăрахса панă çимĕçсемпе кăна тăранкаласа пурăнаççĕ пулмалла. Фашистсен часовойĕсем халăха карта çывăхне ярасшăн мар. Ĕнер пĕр хĕрарăма пăшалпа ураран пенĕ.
— Чăнах-и? Хăрамалла-çке апла...
— Хăратăн пулсан, ан пыр. Эпир хамăр отрядри ытти пионерсемпе каятпăр, — мăн кăмăллăрах хура-ларĕ Волюдя.
— ...Эс хăрамастăп-и, Володя? — ыйтрĕ Нина.
— Хĕрача-им эп сан пек хăрама...
— Ыран ман пата кĕр вара эс. Эп мĕн те пулин хатĕрлетĕп, — терĕ Нина.
— Вожатăй калаçса пăхма хушрĕ санпа. Пурне те пĕлтересшĕн мар эпир.
Ачасен амăшĕсем питĕ тарăхса таврăнчĕç.
— Эсрелсем! — каласа пачĕç вĕсем. — Этеме ним вырăнне те хумаççĕ. Пирĕн умрах темиçе çынна пĕр сăлтавсăр хĕнесе тăкрĕç. Мĕнле чăтаççĕ-ши, шереметсем, — хĕрхенчĕç вĕсем тыткăнрисене;
* * *
Нинăна Володя амăшĕсене фашистсем вăйпах ĕçе хăваласа кайрĕç.
— Ёçе тухсан, тен, чуна усрамалăх çăкăр парĕç, — хăйне хăй лăплантарчĕ Нина амăшĕ.
Ирĕке юлнă Володьăпа Нина хăйсен пахчинче кăштах хăяр татрĕç, чĕкĕнтĕрпе çарăк кăкласа чикрĕç те больницăна кайрĕç.
Вăрçăччен Нина больницăна килсе çӳреме питĕ юрататчĕ. Лапсăркка йывăçсем хушшипе курăнса ларакан шурă пӳртсем, чечек йăранĕсемпе илемлетсе тунă клумбăсем илĕртетчĕç ăна. Пĕрре кĕрсен, тухас килместчĕ больница картишĕнчен.
Халь Нина тĕлĕнсех кайрĕ. Чăлт-шурă çуртсен стенисем тĕтĕмпе хуралса, сăнсăрланса ларнă, снарядсемпе шăтса пĕтнĕ. Аллейăсен ижĕ енĕпе лартса тухнă çăкасене, темле улăп кăкла-кăкла пенĕ пек, тăпăлтара-тăпăлтара пăрахнă. Илемлĕ чечек клумбисем вырăнне танк йĕрĕсем кăна тăрса юлнă.
Картишĕнче, бомба ӳксе çурăлнă вырăнта, шыв кӳлленсе тăрать. Больница çурчĕсем тавра тытнă карта çунса кайнă. Ун вырăнне фашистсем темиçе рет йĕпле пралук карса тухнă. Пралук карта леш енче йывăр аманнă совет салтакĕсем выртаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем хус-калаймаççĕ те... Вĕсем патĕнче шăнасем вĕçеççĕ. Çăмăлтарах аманнисем уткаласа çӳреççĕ.
Больница умĕнче хула çыннисем кĕпĕрленсе тăраççĕ. Хĕрарăмсем хушшинче нăшлатсах макăракансем те пур. Халăх хушшинчен тахăшĕ йĕплĕ пралук карта урлă çăкăр татăкĕсем, пахчаçимĕç персе парать. Аманнисем вĕсене фашист часовойĕ умĕнче пуçтармаççĕ. Салтак аяккалла пăрăннă хушăра утма, упаленме пултараканнисем çимĕçе хăвăрт пуçтарса илеççĕ те пурне те пĕр пек валеçсе параççĕ.
— Тавтапуç сире, хаклă тăванăмсем! — пуç таяççĕ вĕсем халăха.
Нина кунта хăй мĕн тума килнине манса кайсах пĕр вырăнта хытса тăчĕ. Çав тери хĕрхенчĕ вăл йĕплĕ пралук карта леш енчи юн юхтарса выртакан çынсене. Унăн çамрăк чунĕ хытă тарăхнипе вĕчĕрхенсе илчĕ.
Фашист хуралçи апат-çимĕç пăрахса панине асăрхарĕ пулас. Вăл йĕплĕ пралук умĕнче тăракан çынсене автомачĕпе сирсе хăвалама тытăнчĕ. Халăх итлеменнине кура пĕр хут çӳлелле печĕ. Пăшал сассине илтсен, çынсем чăл-пар кăна саланса кайрĕç.
— Эпир параймарăмăр та, — хурланчĕ Нина.
— Ан кулян. Ут ман хыççăн, — хушрĕ Володя. Вĕсем çул хĕрринчи тарăн канавпа асăрханса утрĕç, часах болшица хыçне тухрĕç. Лерелле уй пуçланать, инçех те мар, ыраш пусси хыçĕнче, вăрман курăнать. Ку тĕлте, йĕплĕ пралук карта леш енче, больницăн вутă шаршанĕсем купаланса выртаççĕ, хăмаран тунă сарайсем лараççĕ. Вĕсен хӳттипе больница çурчĕсем курăнмаççĕ.
— Эс çакăнта пĕшкĕнсе лар, — шăппăн хушса каларĕ Волюдя.
Нина çӳллĕ ыраш ăшне кĕрсе ларчĕ. Володя, Нина хĕвенчи çимĕçсене илсе, йĕплĕ пралук карнă юпа патне йăпшăнса пычĕ. Вăл пралук айĕн хулне чикрĕ те пушă консерва банки туртса кăларчĕ. Банка ăшĕнчен темскер илсе, кĕсйине чикрĕ. Унтан хĕвĕнчи çимĕçсене юпа çумĕнчи шăтăка пушатрĕ, вĕсене курăкпа витрĕ.
— Кайрăмăр, — терĕ вăл Нинăна.
Вĕсем ыраш хушшипе вăрман еннелле чупрĕç.
— Володя, кĕсйӳне мĕн чикрĕн? Кăтарт-ха? — ыйтрĕ Нина.
— Вожатăй валли çыру вăл.
— Камран?
— Шăп пул!
— Кăтарт ĕнтĕ, — тилмĕрсех ыйтрĕ Нина. — Никама та каламастăп.
— Асту! Аннӳне те ан шарла, — тепĕр хут асăрхаттарчĕ Володя.
— Честное пионерское! — салют пачĕ Нина. Вĕсем çăра ыраш ăшне пытанса ларчĕç. Володя кĕсъерен пирус пек чĕркенĕ пĕчĕк шурă япала туртса кăларчĕ. Ăна асăрханса сӳтрĕ те çӳхе хут çине кăран-ташпа вĕттĕн çырнă сăмахсене шăппăн вулама тытăнчĕ.
«Тантапуç сире, хаклă тăванăмсем». Ку сăмахсене паян Нина аманнă Совет Çар çыннисенчен темиçе хут та илтнĕччĕ. «Пирĕннисем каялла таврăнаççех. Тăшмана кашни утăмрах сиен кӳрĕр. Партизансен отрячĕсемпе пĕрлешĕр. Яланах асăрхануллă пулăр. Тăшман питĕ чее. Пирĕн пата кунне пĕр хутран ытла ан килсе çӳрĕр. Йĕрлеме пултараççĕ. Бинт, ватка, йод тупсан аванччĕ. Суранланнă совет воинĕсене пулăшнăшăн сире тепĕр хут тав тăватпăр. Çыхăну тытсах тăрăр. Хулари çĕнĕ хыпарсене пĕлтерĕр».
— Пирĕн килте аптечка пур — терĕ Нина.
— Ыран килсе паратпăр. Халь атя пăрçа пухма каятпăр. Вăрман хĕрринче пăрçа ани пулма кирлĕ.
— Эсĕ ăçтан пурне те пĕлетĕн? — тĕлĕнчĕ Нина.
— Вожатăй каларĕ мана. Малашне больницăна пăрçа леçсе пама тытăнатпăр. Пăрçа вăл питĕ усăллă.
— Пĕлетĕп, белок нумай унта. Итле-ха, Володя, ку çырăва эсĕ вожатăя паратăн-и?
— Ăхă.
— Ăçта куратăн эс ăна?
— Нумай пĕлсен, час ватăлатăн, — татса хучĕ Вододя.
Нина уншăн кӳренмерĕ. Володя — класри чи лайăх вĕренекен ачасенчен пĕри. Ăна пĕтĕм шкулĕпех хисеплеççĕ. Вăл стена хаçатĕнче час-часах хăйĕн сăависене пичетлет, ӳкерчĕксем сăрлама юратать.
Нинăпа Володя пĕрер хĕв пăрçа хутаççи татса тултарчĕç. Хĕвел анас умĕн тин таврăнчĕç вĕсем киле.
* * *
Нина амăшĕ ĕçрен чирлĕ çын пекех ывăнса таврăнакан пулчĕ. Вĕсем халь Володя амăшĕпе иккĕш аэродром тунă çĕрте ĕçлеççĕ. Фашистсем хĕрарăмсене чул çĕклеттереççĕ, тĕкмелли урапасемпе çĕр турттарма хушаççĕ. Салтаксем ĕçлекен хĕрарамсене, тыткăнри çар çыннисене хуралланă пекех, пите çирĕп тытаççĕ. Йĕри-таврах автоматчиксем тăратса тухнă. Хĕрарăмюене салтаксем çапма та, хĕнеме те пултараççĕ. Нинăна çакăн çинчен Володя каласа пачĕ. Вăл амăшĕ ĕçленĕ çĕре вăрттăн кайса курнă. Пĕр хĕрарăма тачкă ӳкернĕшĕн вĕлерес пекех хĕненине Володя хăй пахса тăна.
Пĕррехинче, амăшĕ ĕçрен таврăннă тĕле, Нина симĕс пăрçа яшки пĕçерсе хатĕрлерĕ.
— Хĕрĕм, эсĕ мана пулăшакан пултăн иккен. Вуниккĕ тултартăн-и-ха кăçал? Эп сана ку таранчченех пĕчĕк ача вырăнне хураттăм, — терĕ амăшĕ, хĕрне ыталаса. — Апачĕ питĕ тутлă пулнă, анчах ман çиессĕм килмест. Ывăнтăм паян кăштах, çанçурăм темшĕн ыратать. Эп кайса канам-ха...
— Анне, сана хĕнемерĕç пулĕ вĕсем? — ыйтрĕ хĕрача, кĕç-вĕç макарса ярас пек хурланса.
Амăшĕ Нина сăмахĕсене илтмĕш пулчĕ. Вăл юнашар пӳлĕмре вăрттăн йĕнине сисрĕ Нина. Ачан чĕри амăшне хĕрхеннипе çурăлса каяс пекех ыратрĕ.
Вăл чылайччен çывăраймасăр асапланса выртрĕ. Куçа хупсанах, йĕплĕ пралук карта леш енче ахлатса выртакан аманнă совет салтакĕсем куранма тытанаççĕ. Шултра хура шăнасем нăрласа вĕçеççĕ!. «Маншăн ан кулянăр», — тет ашшĕ, ал сулса. «Эп таврăнатăп...» Куçа уçсан, тĕлĕк сирĕлет. Анчах куçсем хăйсемех хупăнаççĕ. Каллех йĕплĕ пралук тухса тăрать. Пăшал сасси янăрать. Пралук карта патĕнче тăракан халăх чăл-пар саланса каять. «Ан тивĕр! Мĕпшĕн хĕнетĕр?!» — кăшкăрать Нина амăшĕ.
Нина карт! сиксе вăранса каять. Кравать умĕнче амăшĕ тăрать иккен.
— Хĕрĕм, вăран-ха. Такамсем алăка шаккаççĕ, — тет амăшĕ чĕтрекен сасăпа.
Хытă туртнипе алăк хăех уçăлса кайрĕ. Пӳрте фашистсем кĕрсе тăчĕç.
— Коммунист? — кăшкăрчĕ офицер, Нина амăшĕн питне хунарпа çутатса. Амăшĕн сăнĕ катанпир пекех шурса кайнă. Ыйхăран вăраннă Нина та сиксех чĕтрет.
— Партире тăмастăп эпĕ... — ответлерĕ амăшĕ. — Сирĕн валли аэродром тунă çĕрте ĕçлетĕп. Ак, пропуск, — кăтартрĕ вăл, хула çыхмалли свастикăллă пичет çапнă шурă пир татăкне тăсса.
— О-о! Зер гут, — мухтарĕ офицер.
Салтаксем çак хушăра шкапсене, комода, арчасене ухтарчĕç. Япаласене урайваррине кăлара-кăлара печĕç.
— Упăшку ăçта? — кăшкăрчĕ каллех офицер, ар-çын тумтирĕсене курсан.
— Сирĕн салтаксем илсе кайрĕç ăна, — суеçтерчĕ амăшĕ.
— Вăл коммунист?
— Çу-ук, рабочи...
Офицер салтаксене тем хушрĕ. Лешсем урайĕнче сапаланса выртакан лайăхрах япаласене пуçтарса хул хушшине хĕстерчĕç те пӳртрен тухса кайрĕç.
— Черет пирĕн пата та çитрĕ иккен. Куçкĕретĕнех çаратаççĕ тенине ĕненсех кайманччĕ. Халь хам куртăм, — терĕ амăшĕ. — Чăн-чăн вăрă-хурахсем. Сăлтавсăрах çынна хĕнеме те, вĕлерме те пултараççĕ...
Çак каçхине фашистсем килĕрен çӳренĕ иккен. Вĕсем Володьăсем патĕнче те пулнă. Нинăсенни пекех, хаклă япаласене илсе тухса кайнă.
— Ы-ых, эп вĕсене! Пурпĕр тавăратăп, — тарăхса каларĕ Володя пăрçа ани çине кайнă чухне.
— Эпĕ фашистсене çав тери кураймастăп. Ман аннене хĕнвенĕ пулмалла вĕсем.
— Хĕненĕ, — терĕ Володя, тарăннăн сывласа. — Анне каласа пачĕ.
— Хытах хĕненĕ-ши? — хăраса ӳкрĕ Нина.
— Пĕлместĕп. Ман аннене те резина патакпа çапнă...
Ачасем пĕр хушă чĕнмесĕр утрĕç. Кашни харпăр хăй тĕллĕн шухăшларĕ ун чухне.
— Вăрманта партизансем пур, теççĕ. Ăçтарах-ши вĕсем? Пĕлесчĕ...
— Пĕлсен мĕн тăвăттăн? — ыйтрĕ Нина.
— Паянах кайнă пулăттăм.
— Аннӳ ямасан?
— Анне-и? Яраать.
— Илмеççĕ вĕсем пире. Пĕчĕк эпир, — иккĕленчĕ Нина.
— Сана илмеççĕ, паллах...
— Сана илеççĕ пуль?
— Илеççĕ.
— Юрĕ-çке, тавлашмăпăр, — сăмаха урăх çĕрелле сирсе.яма тăрăшрĕ Нина. — Вожатăй ĕнер мĕн каларĕ пире? «Эсир, хамăрăн аманнă салтаксене пулăшса, паттăрла ĕç тăватăр», — терĕ.
— Темех паттăрла ĕç туни пулĕ çак пĕрер сумка пăрçа пуçтарса çӳрени. Ман фашистсене хамăн алăпа пĕтерес килет... Пĕрерĕн-пĕрерĕн, вуншарăн...
— Эпир апат-çимĕç парса тăмасан, аманнисем выçăпа аптраса вилме пултараççĕ, — хуравларĕ Нина.
— Ăна пĕлетĕп-ха... Атя, ман сумка тулчĕ. Кайса парар хăвăртрах, — васкатрĕ Володя.
Аманнисем палăртнă вырăна, яланхи пекех, хут çырса хурса хăварнă. Вĕсем хăйсене бинт, ватка, йод пырса панăшăн питĕ хытă тав тăваççĕ. Май пулсан, компас тата облаç карттине тупса пама ыйтаççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...