Вăрман ачи
Пирĕн партизансем вунвиçĕ çулхи Васьăна вăрманта тупса отряда илсе пычĕç. Вăл партизансен лагерьне шыранă-мĕн. Анчах асар-писер çил-тăман тухнă та, ача аташса кайнă. Çапла вара, вăл пĕр талăк хушши вăрманта çухалса çӳренĕ. Çӳренĕ-çӳренĕ те, вăйĕ пĕтее çитнипе пулĕ, пĕр тунката çумне таянса, çавăнтах тĕлĕрсе кайнă...
Отряда пырсанах, Вася йывăр чирлесе выртрĕ. Ун чухне эпир Пысăк Çĕрпе çыхăну тытайманччĕ-ха. Хамăрăн радиостанци те çукчĕ. Аманнисене е сывмаррисене партизансен «госпиталĕнчех» сывататтăмăр. Вася унта эрне ытла ним пĕлми йывăр выртрĕ. Хытă шăннипе унăн ӳпки шыçнă. Отрядри тухтăр Лидая Семеновна тăрăшнипе кăна вăл вилĕмрен çăлăнса юлчĕ.
Партизансем тăлăх ачана кашниех ăшă сăмах каласа йăпатрĕç, унăн йывăр хуйхине епле те пулин çăмăллатма тăрăшрĕç. Партизансен командирĕ Волостнов та çĕрпӳрте кашни кунах кĕре-кĕре тухатчĕ. Ун валли яланах мĕнле те пулин кучченеç илсе пыратчĕ.
Пĕррехинче командир госпитале ытти чухнехинчен савăнăçлăрах пырса кĕчĕ.
— Ну, паттăрсем, савăнăçлă хыпар пĕлтерме килтĕм сире, — терĕ вăл сывмар выртакан партизансене. — Паян Пысăк Çĕрпе калаçрăмăр. Çак кунсенче пирĕн пата хамăр самолётсем вĕçсе килмелле. Медикаментсем, махорка, ăшă тумтир, çар хатĕрĕсем тата çĕнĕ хаçатсем илсе килеççĕ. Кунтан эпир сывмаррисене ăсататпăр.
— Чăнах-и, командир юлташ! — савăнса ӳкрĕç сывмар партизансем те. Пĕр Вася кăна нимĕн те чĕнмерĕ.
— Пĕчĕк Васьăна та самолётпах Мускава ярăпăр. Çапла вĕт, ывăлăм? Унта эсĕ шкула çӳреме пуçлăн...
Кун пек калани ачана килĕшмерĕ.
— Эпĕ Мускава каймастăп, — татса хучĕ вăл.
— Мĕншĕн?-тĕлĕнчĕ шмандир.
Вася хăйне партизансен отрядĕнче хăварма тилмĕрсех ыйтма тытăнчĕ.
— Кунтан ниçта та каймастăп. Манăн аттепе аннешĕн фашистсене тавăрмаллах! — терĕ вăл.
Унăн куçĕсем шывланчĕç. Ашшĕпе амăшне гитлеровецсем çакса вĕлерни ачана хытă хурлантарчĕ пулмалла: вăл ĕсĕклесех йĕме тытăнчĕ.
— Эсир мана Мускава яратăр пулсан, эпĕ урăх отряда таратăп.
Волостнов ун çумне пырса ларчĕ. Хăйĕн пысăк аллисемпе Васьăна пуçран шăлса ачашларĕ.
— Юрĕ, ывăлăм. Лăплан эсĕ. Çапах та шухăшласа пăх. Ман шутпа, Пысăк Çĕр çине кайсан, сана аванрах пулать. Эпир кунта тăшмана аçупа аннӳшĕн те, кăмрăкланнă ялсемпе хуласемшĕн те-пуриншĕн те тавăрăпăр, — терĕ командир.
...Партизансем тем чухлĕ ӳкĕтлесен те, Вася фронт леш енне кайма килĕшмерĕ. Сывалса çитсенех, вăл хăйне разведчиксен взводне яма ыйтрĕ. Анчах тухтăр хирĕçлерĕ. «Халь санăн разведчик пулма иртерех-ха, чир хыççăн вăй илес пулать», — терĕ Лидия Семеновна.
Çавăнпа малтан Васьăна связной ĕçне хушрĕç. Вăл пирĕн отряда кӳршĕри партизансемпе çыхăнтарса тăчĕ. Ун чухне кашни ялта тенĕ пекех фашистсем тăратчĕç. Связной ĕçĕ çăмăлах мар пулин те, Вася ăна питĕ ăнăçлă туса пычĕ. Штабра ĕçлекенсем те çамрăк партизана час-часах ырласа калаçатчĕç.
Анчах çак ĕç Васьăна çырлахтарман-мĕн. Разведчик пулас ĕмĕт ун питех те пысăкчĕ. Пушă вăхăтра вăл разведчиксен çĕрпӳртĕнчен тухма пĕлместчĕ.
Васьăн тахçантанпах шухăшланă ĕмĕчĕ пĕр каçхине пурнăçланчĕ. Ун чухне разведчиксем командовани заданине пурнăçласа таврăнчĕç. Çул çинчен шăнса килнĕ партизансем, тимĕр кăмака тавра ларса, операци епле иртни çинчен калаçма тытăнчĕç. Çав кун вĕсем тăшмансен поездне сывлăша сирпĕтнĕ иккен. Вася çак халапа çăвар карсах итлесе ларчĕ, куçĕсем вара хăйĕн вут пек ялкăшрĕç.
Разведчиксем хăйсен ăнăçлă ĕçĕсем çинчен каласа панă хыççăн çĕрпӳртре пĕр хушă шăп пулчĕ. Хĕрсе кайнă тимĕр кăмакара типĕ туратсем çатăртатса çунни çеç илтĕнсе тăчĕ.
— Командир юлташ, пирĕн Васьăн фашистсен поезчĕсене аркатмалли пĕр лайăх сĕнӳ пур, вăл шухăш ачана кунĕн-çĕрĕн канăç памасть,-терĕ разведчик Привалов, Вася çине кăтартса.
— Хăвăн шухăшна каласа пар-ха, эппин. Яланах мĕн те пулин шухăшласа кăлараканччĕ эсĕ, — хушрĕ командир шӳтлесе.
Разведчиксем кулса ячĕç.
— Ним кулмалли те çук, юлташсем. Каласа пар, Вася, — хавхалантарчĕ Привалов хăлхи таранах хĕрелсе кайнă ачана.
— Калăпăр... поезд пырать-пырать те хăй тĕллĕнех арканса сывлăша ыткăнать, — именереххĕн пуçларĕ Вася. — Мĕнле пек, командир юлташ?..
Партизансем каллех кулмасăр чăтаймарĕç.
— Шăпланăр эсир, итлесе пĕтерĕр! Малалла кала, Вася.
— Ытла юмахри пек пулса тухать...
— Питĕ аванччĕ те... Анчах ун пек тума йывăртарах пуль çав, — терĕ командир.
— Эсĕ каланă пек пулсан, тăшманпа çапăçма çав тери çăмăл пулĕччĕ вара...
— Ун пек шухăшсемпе пуçна ан çĕмĕр эсĕ, ачамккă, — терĕç пĕрисем.
— Хăйĕн шухăшне — каласа пĕтерме ирĕк парăр ĕнтĕ ачана, — лăплантарчĕ шавлакан партизансене Привалов.
— Ман шухăшпа, — хĕрсе кайрĕ Вася, — шпал айне хуракан тола пăравус топкине пăрахмалла. Тол шашкине хура чернилпа сăрламалла кăна. Фашистсен кочегарĕ çав шашкăна хăех топкăна ывăтать. Тол ăшĕнчи запал, хĕрсе çитсен, çурăлса каять.
Ку сăмахсене Вася пĕтĕм чун хавалĕпе çĕкленсе каларĕ.
— Чим-ха, чим, ăслă сăмах каламасть-и ку ача...
Халиччен Вася сăмахне ним вырăнне хумасăр, ĕненмесĕр ларнă партизансем те самантлăха шухăша кайрĕç. Вĕсем командир мĕн каласса кĕтрĕç.
— Лайăх сĕнӳ, — терĕ командир.
— Шухăшлама юрать...
— Анчах тол шашкине пăравус ăшне епле майпа кайса пăрахăн-ха?-ыйтрĕ Волостнов.
Вася хăйĕнчен çакăн пек ыйтасса кĕтсех ларнă иккен.
— Эпĕ... Мана хушăр, командир юлташ, — терĕ вăл.
Волостнов сӳнме пуçланă кăмакана вут пуленкисене васкамасăр чикрĕ. Тепĕр самантран пысăк тимĕр пичкерен тунă кăмака пăравус пекех кĕрлеме тытăнчĕ.
Питĕ аван сĕнӳ, Вася, — терĕ вăл юлашкинчен. — Кĕçĕрех комиссарпа калаçса пăхăп кун пирки. Халь апатлан та выртса çывăр...
Тепĕр икĕ кунтан Васьăна Волоетнов патне чĕнтерчĕç. Вăл хăвăрт тумланчĕ те штаба тухса вĕçтерчĕ.
Тĕпелерех ирт, Вася, — ăшшăн кĕтсе илчĕ ăна командир.-Маттур ача. Тăшмана çĕнтерсен, инженер-конструктора вĕренсе тухăн. Акă, кур-ха çак япаласене. Килĕшеççĕ-и сана? Кĕçĕр подрывниксем çĕрĕпех куç хупмарĕç, сан валли çаксене хатĕрлерĕç, — терĕ командир, виçĕ «çĕркăмрăк» катăкне тытса.
Вася çак хура япаласене алла илсе çавăркаласа пăхрĕ.
— Запалĕсене вырнаçтарнă-и, командир юлташ? — ыйтрĕ вăл хумханса.
— Тол ăшне вырнаçтарса лартнă вĕсене, курăнмаççĕ... Эсĕ пирĕн ĕçе мухтамарăн-çке? — ыйтрĕ Волостнов, ача çине кăмăллăн пăхса.
— Чăн-чăн çĕркăмрăк. Пĕр фашист та уйăрса илес çук ăна, — терĕ Вася савăнса.
— Партизансен «фабрикинче» туса кăлартăмăр. Ĕç ăнăçлă пулсан, малашне тата лайăхрах тăвăпăр, — командир ун çине тинкерсе пăхрĕ. — Халĕ вĕсене тĕрĕслесе пăхмалли çеç юлчĕ...
— Мана ярăр. Эпĕ ăçта пăрахмаллине питĕ лайăх пĕлетĕп, — тилмĕрсех ыйтма тытăнчĕ Вася.
— Юрĕ, эс кайăн. Паян лайăхрах кан. Ыран хулана çул тытатăн...
...Çĕрпӳрт алăкне ирех виçĕ хутчен шаккарĕç.
Вася ку каç çĕрĕпех çывăраймарĕ. Хăйне шанса панă операцие епле пурнăçа кĕртесси çинчен шухăшласа выртрĕ. Пӳрте Волостнов кĕрсен, вăл вырăн çинчен йăпăр-япăр сиксе тăчĕ.
— Эпĕ хатĕр, командир юлташ! — пĕр самантрах пырса тăчĕ вăл командир умне.
— Маттур... Кĕçех Лидия Семеновна килмелле. Вăл сана шоссе хĕрринчи çул юппине çитерсе ярĕ. Тата эп сана, ывăлăм, хулари хамăр çын адресне парас тетĕп. Çав çын ĕçре пысăк усă кӳме пултарать. Чугун çул çинче стрелочникра ĕçлет вăл...
— Хулара палланă çын... пĕлнĕ çын пулсан аванччĕ...
— Тĕрĕс. Анчах ун патне питĕ асăрханса пырса кĕрес пулать. Вăл пирĕншĕн питĕ кирлĕ çын. Фашистсем сиссе илсен, ăна тытма пултараççĕ. Ăнлантăн-и?
— Юрать, командир юлташ, асăрханса çӳрĕп...
— Хулана пырса кĕрсенех, хĕрринчи урамра, сулахай енче, пĕчĕкрех йьвăç пӳрт ларать. Тăррине симĕспе сăрланă. Вăл çав çуртра пурăнать. Урам енче виçĕ чӳрече. Варринчи чӳречерен çутă сăмавар курăнать пулсан, асту: вăл мĕнле те пулин хăрушлăх пуррине пĕлтерет. Каçхине урам тăрăх ан çӳре, патрульсем персе пăрахма пултараççĕ.
— Юрĕ. Тавтапуç асăрхаттарнăшăн...
— Чӳречерен нимĕн те курăнмасть пулсан — çул уçă. Кил хушши алăкне питĕрмеççĕ. Пăлтăра кĕмелли алăка шал енчен тĕкĕлеççĕ. Ăна виçĕ хутчен шаккас пулать... — йĕркипе ăнлантарса пачĕ командир.
* * *
Çул çинче вăхăт иртнине сиссе те юлаймастăн. Хĕллехи кун питĕ кĕске. Вася васкаса утрĕ пулсан та, хулана çитнĕ çĕре тĕттĕмленме пуçларĕ. «Каçхине урамра çӳреме юрамасть, фашистсен патрулĕсем персе пăрахма пултараççĕ», — аса килчĕç Васьăна командир сăмахĕсем.
Акă вăл шыракан урам. Вася кунта хăйне кирлĕ пӳрте сăнама пуçларĕ. Çиччĕмĕш, саккăрмĕш, тăххăрмĕш... Тăррине симĕспе сăрланă, урам енче виçĕ чӳрече. «Шăпах варринчи чӳречерен сăмавар курăнса кайсан?.. Мĕн тумалла пулать вара ун чухне?»
Анчах пĕр чӳречинче те сăмавар таврашĕ курăнмарĕ. Вася сыхланараххăн хапхана уçрĕ те кил хушшине кĕчĕ, унтан пăлтăр умне пырса тăчĕ. Урамра тăшман салтакĕсем курасран пăлханнипе пулас, кил хушшинчи пусăран шыв ăсакан хĕрачана та асăрхаймарĕ вăл.
— Кам кирлĕ сана? — ыйтрĕ хĕрача, ун çине пăхса.
— Кил хуçине курмаллаччĕ, — терĕ Ваея.
— Аттене-и? Мĕн ĕçпе? — шикленерех ыйтрĕ хĕрача.
— Хăех пĕлет вăл, — суеçтерчĕ Вася.
— Юрĕ. Тухма калăп, — терĕ те хĕрача хăй хыççăн алăка хытă хупрĕ, шалтан питĕрсе илчĕ.
«Ку мăн кăмăллă хĕрача пулас, çын кĕтсе тăни çинчен ашшĕне те каласа парас çук», — шухăшларĕ Вася. Çав вăхăтрах алăк уçнă сасă илтĕнчĕ, пĕчĕкрех старик тухса тăче.
— Кам кирлĕ сана, шăллăм? — ыйтрĕ вăл хăй умĕнче тăракан çĕтĕк тумтирлĕ палламан ачаран.
Вася командир вĕрентнĕ сăмахсене аса илчĕ:
— Пĕр татăк çăкăр шырама тухрăм, — терĕ вăл. Кил хуçи куçлăхне аяларах антарчĕ те ун урлă Васьăна тĕллесе пăхрĕ.
— Ларасчĕ килте! — çиллес сасăпа хыттăн кăшкăрчĕ старик.
— Çакăн пек йывăр вăхăтсенче килте ларни килĕшмест, — тавăрчĕ Вася.
Старик ăна тытрĕ те пӳрте çавăтса кĕчĕ. Сĕтел умĕнче пĕр хĕрĕхрен иртнĕ хĕрарăм краççын лампи çутма хатĕрленет. «Ку старикĕн арăмĕ пулас», — шухăшларĕ Вася. Сулахай енчи пӳлĕмрен паçăр шыв ăсма тухнă хĕрача хура хут тĕркисем çĕклесе тухрĕ те чӳречесене карма тытăнчĕ.
— Юрĕ, апатланнă хыççăн юмахлăпăр. Халь хывăнса сĕтел хушшине лар, ывăлăм. Сăмавар та вĕрерĕ пулас, — терĕ кил хуçи.
Çул çинче шăннăран Васьăн çиесси те килмерĕ. Вăл сахаринпа пылаклатнă вĕри шыва икĕ стакан ĕçрĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Апатланнă хыççăн хĕрĕпе амăшĕ тепĕр пӳлĕме кĕчĕç.
— Ну, ачам, каласа пар. Мĕн ĕçпе çӳретĕн? Мĕнле хыпар илсе килтĕн? Мĕнпе пулăшма пултаратăп? — ыйтрĕ старик, пӳлĕме иккĕн çеç юлсан.
Вася старике хăй мĕн ĕçпе килни çиичен тĕплĕн каласа пачĕ.
— Вăй çитнĕ таран пулăшăпăр. Питĕ кирлĕ ĕçпе килнĕ эсĕ. Мыскара туса кăтартар-ха ку япалассмпе тăшмансене, — терĕ старик, Вася илсе килнĕ «çĕркăмрăк» катăкĕсене çавăркаласа пăхса. — Пĕрер катăкне хамăн илес мар-и? Ыран ир ĕçе кĕриччен ман шăпах депора пулмалла. Унта тăшманăн пĕр пăравусĕ ыран ремонтран тухать. Паян тендерне çĕркăмрăкĕ тиесе лартнăччĕ. Хамăн пăрахма май килмесен, шанчăклă юлташсем пур унта, вĕсем хурса яраççĕ ĕнтĕ, — терĕ старик.
— Усă курма май килет пулсан, илĕр, эппин, — килĕшрĕ Вася.
...Вася фашистсем хурал тăман урамсем тăрăх станцие тухрĕ. Маневр тăвакан пĕчĕк пăравус, çинçе сассипе çухăртса, ун умĕнченех иртсе кайрĕ. Вася маларах утрĕ те вагон айне чăмрĕ, вăрăм составсем хушшине тухса тăчĕ.
Пăравуссем шыв илекен колонка тĕлĕнче хĕрарăмсем, вĕтĕр-шакăр ачасем юр хыраççĕ. Вася вĕсем патнелле утрĕ. Патрульсем курăнмарĕç. «Мĕнле пулсан та пăравус çине пăрахасчĕ», — шухăшларĕ Вася. Вăл хутаçри «çĕркăмрăкне» кĕсйине илсе чикрĕ. Ун хыçĕнче, çывăхрах, ерипен поезд чашлатса килни илтĕнчĕ. Пăравус хыçĕ хăйпе танлашсан, Вася тимĕр пусма çине сиксе хăпарчĕ те, кĕсйинчи «çĕркăмрăкне» кăларса, тендер çинелле ывăтрĕ. Вагон буферĕссем чанкăртатни илтĕнчĕ. Пăравус туртăнкаласа илчĕ те чарăнса тăчĕ. Вася çул хĕррине сиксе анчĕ. Кĕтмен çĕртен ун патне пĕр гитлеровец чупса пычĕ. Фашист ача çине арăслан пек тулхăрса пăхрĕ те винтовка тӳрчĕпе çурăмĕнчен чышрĕ. Вася тайăлса кайрĕ, анчах ураран ӳкмерĕ. Тăшман патрулĕ ăна вокзал еннелле илсе кайрĕ.
Патруль Васьăна вокзалти пĕр пысăк та çутă пӳлĕме тĕртсе кĕртрĕ. Унта пĕр çын та çук. Сĕтел çинче икĕ телефон аппарачĕ тата ытти шăкăр-макăрсем выртаççĕ. Стена çумĕнче çемçе дивансем, хаклă йышши пукансем. Патруль, ним тума аптранипе, ачана чипер тăнă çĕртех пуçран чăмăрĕпе чышрĕ. Вася малтан кăмака çумне пырса çапăнчĕ, куç умĕнче хура ункăсем сиккелеме пуçларĕç, вăл çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Фашист васкаса тула тухрĕ. «Мулкачă капкăна çакланнă пекех лекрĕм вĕт. Мĕн тăвас?» — çиçсе илчĕç ача пуçĕнче шухăшсем. Нумай шухăшлама вăхăт çук. Вăл хутаççинчи «çĕркăмрăкне» хăвăрт кăларчĕ те, кăмака алăкне уçса, кĕл ăшне чикрĕ. Хăй каллех урайне выртрĕ.
Тепĕр самантран пӳлĕме тăсланкă офицерпа хайхи салтак кĕрсе тăчĕç. Патруль офицера темскер каласа пачĕ. Офицер ăна темшĕн кăшкăрса тăкрĕ. Салтак çавăнтах тухса вĕçрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, вăл темле ватăрах çынна ертсе кĕчĕ. Офицер ăна та патруле кăшкăрнă пекех çухăрса тем каларĕ. Лешĕ вара Васьăна тĕпчеме пуçларĕ.
— Эсĕ поезд çине ăçта лартăн? — ыйтрĕ вăл вырăсла.
Ку ыйту Васьăшăн кĕтмен çĕртен пулчĕ. «Мĕнле каласан лайăхрах-ши? Ку патрулĕ эпĕ поезд çине ларнине курман пулас, сиксе юлнине кăна асăрханă», — тавçăрса илчĕ вăл.
— Чĕлхӳ çĕтмен пуль сан? Поезд çине ăçта лартăн теççĕ сана? — васкатрĕ вырăсла калаçаканни.
— Ю-юнашар разъездра, — суйрĕ Вася.
— Мĕншĕн лартăн? Аçта каймаллаччĕ вара сан?
— Хулана ыйткалама килме тухрăм. Килте анне чирлĕ выртать. Пĕр татăк çăкăр та çук, выçă вилет.
— Пĕлетĕн-и эсĕ, сысна, поезд çине ларнăшăн мĕн пулнине? — кăшкăрма пуçларĕ тăлмач. — Персе пăрахаççĕ!..
— Пĕлнĕ пулсан — лармастăмччĕ те, — терĕ Вася макăрнă пек пулса.
Вася сăмахĕсене тăлмач офицера каласа пачĕ. Лешĕ кăмака çумĕнче тăракан Вася патне пычĕ те ăна темскер çухăрашса атă пуçĕпе тапрĕ.
— Ну-ка, халех хутаçна тавăрса силле! — хушре тăлмач.
Вася хутаçне майĕпен хыврĕ те тавăрса силлесе кăтартрĕ. Хытса кайнă çăкăр татăкĕсемпе пĕçернĕ çĕрулмисем урай тăрăх кусса кайрĕç. «Юрать, «çĕркăмрăкĕнчен» тасалма ĕлкĕртĕм», шухăшласа илчĕ ача..
— Кĕсйӳсене тавăр!
Çак вăхăтра сĕтел çинчи телефон шăнкăртатрĕ. Офицер трубкăна илчĕ те хĕрĕнкĕ сассипе кăшкăрашма тытăнчĕ. Анчах тепĕр самантранах ун сасси пачах улшăнчĕ. Вăл йăвашшăн та хуллен çеç калаçма пуçларĕ. Вася ун калаçăвĕнчен «обер-лейтенант Карн», «майор» сăмахсене çеç ăнланса юлчĕ.
Калаçса пĕтерсен офицер трубкине, ванса каясран: хăранă пек, вăраххăн хучĕ, хăй юр пек шуралса кайрĕ. Вăл Васьăна пӳрнипе алăк еннелле тĕллесе кăтартрĕ те пӳлĕмрен тем çуйăхса, пушарти пек васкаса тухса кайрĕ.
— Ну, йытă çури, лайăх вĕрентетчĕç те сана поездпа çӳреме, анчах обер-лейтенантăн санпа аппаланма вăхăчĕ çук. Пуçтарса чик те хăвăн тупруна тухса-вĕçтер. Тепре лексен, чĕррĕн хăтăласса ан кĕт. Ну, хăвăртрах! Пысăк начальниксем килеççĕ кунта! — кăшкăрчĕ тăлмач.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...