Каçхи хурахсем
Куçран чиксен те нимĕн курмалла мар сĕм тĕттĕм каç тăван хула çутисене аякка-аякка хăварса пушă трассăпа ыткăнчĕç вĕсем. Фара çутинче çулăн икĕ енĕпе тăсăлакан электролини юписем хăвăрт-хăвăрт мĕлтлете-мĕлтлете юлаççĕ. Руль тытса пыракан Сергей малалла ӳпĕнсех тĕттĕмлĕхе тинкерчĕ. Пуçне сырса илнĕ шухăшĕсем çине хурав шыра-шыра тарăхсах çитрĕ ĕнтĕ вăл: «Мĕскер пулчĕ? Ăçтан килсе тухрĕ вăл? Мĕншĕн ăна çавăн пек шăпа пӳрнĕ-ши? Кам айăплă?» Çине-çине килеççĕ вĕсем, пăт-пат хуравĕ те курăнкалать те, анчах епле çаклатса илес ăна? Епле уйăрас?
Руль тытса пыракан алăсем вĕттĕн чĕтреççĕ, сунарçăсенчен тарса хĕсĕннĕ чĕр чунăнни пек тĕлсĕр чупакан куçĕсем шала путнă.
— Руль умне лар! — чăтăмлăх çитереймерĕ Сергей, юнашар ларакан Митька çине кăшкăрсах пăрахрĕ. Çын мар, пĕрер пысăк йытă харлатса вĕрчĕ тейĕн. Çапасран хăранă Митька пĕтĕм кӳлепипе чĕрĕп пек хутланса ларчĕ.
Сергей машинăна чарчĕ, 200 çинче выртакан спидометр йĕппи нуль çине анса ларчĕ,алăкĕсене уçса хыçри ларкăчсем çине куçса ларчĕ. Çак вăхăтра салона ĕннĕ резина шăрши кĕчĕ, фарăсен çутипе асфальт çинче кустăрма йĕрĕсем хуралса выртрĕç. Çак вăхăтра Митька водитель вырăнне куçрĕ, руль тытма сайра-хутра кăна тӳр килнĕ ăна, çакă тӳрех сисĕнчĕ — мотор чăх-пăх турĕ те сӳнчĕ.
— Эсĕ! Пиçмен пашалу! Пурне те вĕрентес пулать! — чунĕ тăвăлса çитнипе çиллине ирĕке ячĕ Сергей, анчах сăмахпа хăртнипех çырлахрĕ, аллине çĕклемерĕ.
Митька кĕлеткипе те Сергейрен патвартарах, вăйĕ те çук мар, анчах хирĕç чĕнме хăяймарĕ: …çынна пĕр ахаль çĕçĕпе чикме… Çук-çук, Митька пултарас çук çапла! Сергей вара чикрĕ. Юлашки шухăш каччăна хăратсах пăрахрĕ: енчен те ăна та çаплах?.. Кам пĕлет, ун пуçĕнче мĕнле шухăш явăнать?
Сергей мотора хускатрĕ, акă машина хăвăртлăха ӳстернĕçем ӳстерет. Умра, пилĕк-ултă çухрăмра çутăсем курăнчĕç. Сергей пĕлнĕ тăрăх çав таврашра КПМ. «Енчен те пирĕн машинăна шырава панă?» — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Тӳрех куç умне йĕплĕ пралукпа карса илнĕ картиш, вĕсене тĕртсе-чышса милици машинине лартни тухса тăчĕ. Мĕн тăвас? Хăш енне тарас?
Кунтан çирĕм çухрăмра асламăшĕн ялĕ. Килте тупмасан унта çитеççех ĕнтĕ шырама. Тата ăçта кайма пулать? Шутла-шутла кĕçех пуçĕ çурăлса тухать ĕнтĕ.
Çан-çурăма сивĕ тар тапса тухичченех шикленме сăлтавĕсем пурах çав: çын вĕлернĕ, машина çаратнă, çитменнине тата тарса çухалнă. Пурне те пĕрле хушсан — кирпĕч шутлама çаксем çителĕклех… «Вăт ĕç туса пăрахрăмăр. Мĕншĕн вăл çав хĕрупраç çумне çыхланчĕ, уттăрччĕ хăйĕн çулĕпе». Хĕр çинчен пĕртте ырăпа асăнас килмерĕ Сергейĕн: «Пӳрнепе кăчăк турт кăна — ушкăнĕ-ушкăнĕпе кăшăлтатса килеççĕ. Çук вĕт, çул çинче çыхланмалла… Пирĕн йышши кама кирлĕ ĕнтĕ? Пуçĕпе шухăшламасть вĕт!» — пĕтĕм шухăшĕ Сергейĕн Санька пирки пулчĕ. Çĕççе хăйне никам та вăйпа алла тыттарманнине вара аса та илмерĕ: мĕнпе вĕçленессине чухламиех ухмах мар вĕт ĕнтĕ. Енчен те çĕрлехи урамра Санька мар, урăх каччă выртса юлнă-тăк, Сергей халĕ çакăн пекех чĕтрене ермен пулĕччĕ. Ку таранччен Санька ашшĕ тĕрлĕ пурнăç кукринчен çăлатчĕ, хăтаратчĕ… Халĕ те тĕрме çăкăрне çиме памĕччĕ.
… Пуçланчĕ вара урăм-сурăм пурнăç… малтан туслăх, унтан… Ун-кун паллисене асăрханă-ха, анчах Сергей тимлĕхе илмен (илмелле пулнă!!!). Пĕрре вара виле ӳсĕрле пĕр вырăн çинче çĕр каçрĕç… Кайран кун пеккисем тата та тата пулчĕç. Мĕн тăвайăн? Пăхăнмаллах пулчĕ Сергейĕн: хăй айккинче юлса Санька ыттисене каласа пама пултарать-çке вара… Сергейĕн пурнăç пĕтет. Çавăн чухнех çуралнăччĕ Сергей пуçĕнче тавăру шухăшĕ. Пурнăçлама меллĕ вăхăт кĕтрĕ. Хĕнес-тĕк — ыран хăвна ислетĕç, вĕлерес — пултараймасть. …Пултараймарĕ паянччен. Паян та хăяс çукчĕ, теприне тĕпленĕ пулĕччĕ те-ха. Анчах Сергей хăйне хăй улталасшăн мар-и?
Эрех-сăра сĕрĕмĕ сирĕлчĕ ĕнтĕ пуçсенчен, куç умĕнче ыратнипе хуçланса ӳкнĕ Санькан кĕлетки, асаппа пĕркеленнĕ пичĕ кайма пĕлмест. Кĕленчеленсе кайнă куçĕсенче пĕртен-пĕр ыйту: «Мĕншĕн?»
Мĕншĕн?! Сергей хуравлĕччĕ… Пуриншĕн те! Кӳрентернĕшĕн! Мăшкăл кăтартнăшăн!
Хуларан мĕн чухлĕ аяккарах кайрĕç, чĕри çавăн чухлĕ ытларах канăçсăрланчĕ. Акă, шоссе çинчен ана тăрăх хывнă çул çине тухрĕç. Ăçта çитерет вăл, умра мĕн кĕтет — водителе ку кăсăклантармарĕ. Хыçран хăвалама пултарасси ытларах шиклентерчĕ ăна. Машина кунта та шоссе çинчи хăвăртлăхпах ыткăнма пăхрĕ — шăтăк-путăксенче сике-сике малалла талпăнчĕç таракансем.
Çур сехет пек кайсан çул вăрмана илсе кĕчĕ. Фарăсен çутинче икĕ айккипе юлакан хурăнсен вуллисем шуррăн курăнса хăратрĕç, Санька тытса чарас тесе вĕсем патне вăрăм аллисемпе кармашать пек. Кăшт шаларах кĕрсен çул пачах хупланчĕ — пĕр капмар йывăç çула пӳлсе ӳкнĕ. Ним тума та çук, машина чарăнчĕ.
— Мĕн тăвăпăр? — Митька Сергей куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ.
— Мĕн-мĕн. Тухмалла, — типпĕн хушса хучĕ лешĕ.
— Мĕнле? — Митька аптрасах кайрĕ.
— Чак! — кăшкăрсах пăрахрĕ ăна Сергей.
Каялла кайма машинăна çавăрмалăх вырăн çук, Сергей тимлĕн, ерипен-ерипен машинăна чакарчĕ. Акă вĕсем вăрмантан тухнăпа пĕрехчĕ ĕнтĕ, анчах хурăна пырса çапăнчĕç. Кунччен те тарăхнă Сергей урсах кайрĕ, ним çукранах Митькăна вăрçса-хăртса пĕтерчĕ, салонран тухрĕ: хыçри сылтăм фара ваннă. Чунĕ кӳтсе килнипе машинăна тапрĕ те руль умне кĕрсе ларчĕ, мотора хускатрĕ. Ăçта, хăш енне çул тытмалла? Шухăшсем йăлт пăтрашăнса кайрĕç, анчах пĕри паллă — кунта юлма юрамасть, хăрушă.
Тем вăхăтран Сергей хăлхине харлатнă сасă кĕчĕ: Митька, услап, хуп турттарма пуçланă. Митька енне çаврăнса мĕнпур вăйран питĕнчен чышрĕ, ыратнипе шарт сиксе вăраннă çын машина чӳречине çапăнчĕ.
— Эсĕ мĕн, сӳтĕлтĕн-им?— хирĕç султса çапма хăяймарĕ.
— Тата пĕр сăмах, кунтах выртса юлатăн, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ сăмахĕсене Сергей. Шухăшĕсем хăйĕн малаллах ыткăнчĕç: ăçта, ăçта кайса пытанмалла? Кĕтмен-çĕртен нумай пулмасть тĕрмерен тухнă юлташне аса илчĕ. Ара, пĕррехинче ун патĕнче хăнара та пулнăччĕ-çке. Çакăнпа хавхаланнăскер, машинăн хăвăртлăхне хушрĕ, хăюллăн асфальт сарнă çул енне ыткăнчĕç таракансем.
Шоссепе вĕçтерсе пынă май çул хĕрринчи ял ятне çырнă хăмана асăрхама ĕлкĕрчĕ Сергей — «Протасово». Акă, çак ялта пурăнать ун юлташĕ. Вăрçă вăхăчĕ тейĕн, нихăш енчен пĕр çутă курăнмасть. Мĕнле тупмалла-ши юлташне, ăçтарах пурăнать-ши? Хушаматне те пулин пĕлмест-çке, Андрюха та Андрюха тенĕ хăйсен хушшинче. «Шалча» тесе чĕннине илтнĕ-ха.
Укăлча умĕнче мотора сӳнтерчĕ Сергей. Шăп, нимĕнле сас-чӳ çук. Тăрук шăплăха çурса мобильлĕ телефон юрласа ячĕ. Сергей тĕттĕмре хыпашла-хыпашла тупрĕ ăна, Санька телефонĕ…
— Хуравлатăн-и? — пĕр шухăшсăр персе ячĕ Митька.
— ..? — ун çине хаяррăн пăхса илчĕ Сергей. Шăнкăравлакан ывăнчĕ курăнать, аптранипе СМС çырчĕ: «Санька, ил кĕпçӳне, калаçу пур».
— Мĕн тăвар? — шăплăха сирчĕ Сергей.
— Урам тăрăх каяр, тен иртен-çӳрене тĕл пулăпăр, ыйтăпăр, — чĕнчĕ Митька.
Сергей фарăсене çутса машинăна хуллен хускатрĕ, урама кĕчĕ. Çуртсен, çӳллĕ хӳмесен умĕнчен иртрĕç. Акă пĕр çамрăк утса пынине асăрхаса ун патне çывхарчĕç:
— Ентеш, калама пултаратăн-и?..
Ача шикленнипе айккинелле тарма та хатĕрччĕ, çакна асăрхаса лăплантарма пăхрĕç:
— Ан хăра, тивместпĕр. Андрюха хăш енче пурăнать? Шалча?
Çамрăк шухăша путрĕ.
— Вăл вăрах пулмасть тĕрмерен тухнă…
— Вăл… Ялăн тепĕр пуçĕнче пурăнать, Тукасра.
— Кăтартатăн-и тĕлне?
— Юрать.
Ачана машинăна лартса Тукаса çитрĕç. Каланă çĕрте чарăнсан ача салонран тухса пĕр çурт мĕлки çине тĕллесе кăтартрĕ те тĕттĕмре çухалчĕ.
— Митька, эпĕ хăвăрт çеç калаçса илем, унтан пăхăпăр, — Сергей машинăран тухрĕ.
Пĕччен юлсан Митька Санькăна аса илчĕ, темшĕн вăл салонрах пулнăн, хыçалти ларкăч çинче ларнăн туйăнчĕ. Хăранипе Митькăн шăлĕсем шаккама пуçларĕç, чĕри ури тĕпнех анса ларчĕ ĕнтĕ. «Ашшĕн, Ывăлĕн, Çветтуй Сывлăшĕн ячĕпе», — аса илме хăтланчĕ Митька, чĕтрекен аллисемпе хĕрес хывам пекки турĕ. Апла пулин те шикленӳ иртмерĕ, Сергей тухасса тем пек кĕтрĕ мĕскĕн Митька, калинкке çинчен куçне илмерĕ.
— Мĕн чĕтрен? — сиввĕн ыйтрĕ Сергей руль умне ларса.
— Мухмăр, — чăннине калама вăтанчĕ Митька.
Андрюха хапхана уçса алăпа чĕнсе сĕлтрĕ. Картишĕнче машинăран тухсан пӳрте ертсе кĕчĕ.
Пӳрте кĕрсен Митька пĕр вăхăт çухалса кайрĕ: вăрахранпа çуман урай, ĕмĕрхи пукансем, урай варринче çивиттисĕр сĕтел, икĕ стена тăршшĕпе краватьсем.
Митька çурт хуçине сăнарĕ: сарлака хул-çурăмлă, лутрарах, çӳçне кĕске кастарнă вăтăр çулсенчи арçын. Кашкăр евĕр сисчĕвленсе пăхакан куçĕсем ку çын пурнăçра хурапа шурра нумай курни, асăрхануллă пулни çинчен калаççĕ.
— Андрей, — алă тăсрĕ Митькăна.
— Митька.
— Вăт, паллашрăмăр та, Митяй. Хирĕç мар-и çапла чĕнсен?
— Паллах, хирĕç мар.
Андрей магнитофон хускатрĕ:
Кайăксем тĕрме çийĕн иртеççĕ,
Вĕсене ниçта та чару çук.
Вĕсемпе ман та вĕçесчĕ…
— Петлюра? — сăмах хушрĕ Сергей.
— Ăхă.
—Чуна тыткăнлать.
— Килĕшетĕп.
Пĕр-икĕ юрă та итлерĕç пулĕ, урăх сăмах ваклакан тупăнмарĕ. Тем вăхăтран тин Андрей:
— Тен, калатăр? Пушăлла килмен вĕт эсир? Çакăн пек машина та хăвăрăн ĕмĕрне пулас çук…
— Ахальтен мар, — терĕ те Сергей пулни-иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
Андрей пĕр пӳлмесĕр итлерĕ, Сергей вĕçлесен кăна:
— Çакланнă эсир, — каччăсене шиклентерсе шухăшлăн хушса хучĕ.
Сергейпе Митька пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илчĕç — енчен Андрей çапла калать…
— Мĕн тумалла халь пирĕн?
— Шухăшлăпăр. Халь çывăрмалла, — кĕске пулчĕ хурав.
Каçхи хăнасем вăраннă чух хуçи килте çукчĕ ĕнтĕ, «Часах пулатăп» тесе çырса хăварнă хут татăкне вуланă çĕре Андрей пӳрте кĕрсе те тăчĕ:
— Вăрантăр? Ак çапла. Ниçта та ан çӳрĕр. Машинăна сӳтĕр, час ачасем килеççĕ. Укçа пулать, пĕр адреспа ăсатăп сире — унта никам та шырамĕ.
…Эрне çурăран кирлĕ суммăна пухса çитерчĕç. Ыран каймалла тенĕ чух ăсату каçĕ ирттерчĕç (пулăшушăн тав тумалла-çке).
Ирхине Сергей çăвăнса питне шăлма ал шăлли кăна тытнăччĕ — алăк уратинчен формăллă çын иртрĕ:
— Инçе кайма шутлатăр-и? — сĕтел çинчи билета çавăркаласа пăхрĕ, — васкарăр. Эпир тӳлевсĕрех илсе каятпăр. Хатĕрленĕр.
Пĕр «сутăç» вĕсене сутни пĕрин пуçне те килмерĕ…
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...