Шурă юр
— Юр вĕçет. Шурă юр. Шур тăман.
Çавăрса, тустарса çил вĕрет.
Чун-савниçĕм, епле пурăнан,
Асăнатни тусна инçетре?
— Асăнатăп сана эп куллен —
Ĕçре чух е киле таврăнсан.
Ман пирки, тусăм, ан иккĕлен,
Уйăраймĕ пире шур тăман.
Санпа ман хушăра — çухрăмсем,
Тухса пулмĕ утса вĕсене.
Анчах хĕмлĕ вĕри туйăмсем
Манма памĕç пире пĕр-пĕрне.
— Тăманпа йĕпе юр, сивĕ юр
Хупăрлать пулсан та тĕнчене,
Пурпĕрех чĕрере шанчăк пур.
Ăшăтать вăл юратнă чухне.
— Вĕртĕрех алхасса шур тăман,
Çавăрттартăр çил-тăвăл урса!
Вут пек ăшă, хĕрӳ туйăма
Сӳнтереймĕ вăл, çын юратсан.
Шухăшсем
Hey there, I was looking at chuva...
Encuentra informacion sobre finanzas per...
Explora alternativas de financiamiento, ...

Hello, I was looking at chuvash.....