«Çамрăк чух çĕкленсе эпĕ çыртăм...»
Çамрăк чух çĕкленсе эпĕ çыртăм,
Яшсене телее упрама
Чĕререн чĕнтĕм. Çак ырă туртăм
Малашне те памăрĕ канма:
— Начара та пулать мухтама,
Авана та пулать хурлама.
Шел, кĕç тупăнчĕ чурăс редактор,
Хирĕçлерĕ ман çак Чăнлăха:
— Йăнăшатăр! Çакна пĕлнĕ пулăр —
Пит сиенлĕ сăвву халăха.
Начара майĕ çук мухтама.
Авана майĕ çук хурлама.
Çулсем иртрĕç. Çĕршывăм арканчĕ.
Чăнлăха сутса ячĕ Шуйттан.
Ултав çулĕ çине тĕксе ячĕ
Халăха çакскер вăрттăн, шалтан.
Начара хăй мухтарĕ пĕрмай,
Авана элеклерĕ ай-ай!
Ăçта кайрĕ ман чурăс редактор?
Тухкалать хушăран пичетре.
Ахаль мар халь ăна та куратăр
Чĕр Шуйтган хуçаланнă ретре.
Ĕнерхи авана хăртнă май,
Начара вăл мухтать халь пĕрмай.
Пĕрре çех Çутă Чăнлăх, ку — паллă,
Ултава уйăрма Чăнлăхран
Аптăрать манăн ывăннă халăх, —
Начарри çĕнтерет ăнсăртран.
Начара та пулать мухтама,
Авана та пулать хурлама.
Çавăнпа ку чухне пулăр сыхă,
Ан ĕненĕр пылак сăмаха.
Шуйттан ернĕ çынсен чунĕ сăха, —
Улталаççĕ вĕсем халăха
Авана хуратса начарпа,
Начара хупласа аванпа.
18.01.2000
Шухăшсем
Наша компания - это ключ к вашему идеал...
Предлагаем вам высококачественный троту...
Struggling with low website leads for Ch...
Как приятно видеть, что ваши цветы не ...
Our AI-optimized service sends high-inte...
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...