Теней ялĕнче
Пырса кĕрсен асфальт çулпа
Кĕрлеттерсе Теней ялне,
Малтан куратăн эс клуба,
Çитсе тăратăн ун умне.
Уру утать магазина.
Ял кантурне кĕрсе тухан.
«Аван-и!» — тетĕн эс çынна,
Вăл чăвашлах калать: «Аван!»
Унпа тăрсан кăшт калаçса,
Ыйтса пĕлсессĕн сывлăхне,
Çак чăваша чунна уçса
Ху та паратăн хăвăнне.
Вара утатăн малалла
Илемлĕ ял урамĕпе,
Кил-çуртсене тата шкула
Курса иртетĕн майĕпен.
Хитре те аслă ял Теней!
Урамĕсем ун — темиçе.
Утса тухаймăн вĕсене
Утăмăпах виçе-виçе.
Кунта юхать шăнкăртатса
Ĕсек çырми ял варрипе.
Ӳсет яла илем парса
Йăмра, хăва ун хĕррипе.
Юрлать саркайăк вĕтлĕхре,
Сасси ял çийĕн шăранать.
Ăна илтсе, кашни чĕре,
Тапса хавассăн, хумханать.
Уйра ĕçлеççĕ тракторсем
Хир шăплăхне сире-сире.
Теней çинче çут çăлтăрсем
Каçпа çунаççĕ тӳпере.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...