Ватă чĕре — çамрăк чун
Дуся. Кирлĕ мар. Тăнне çухатма та ĕлкĕрнĕ. Хăйне çаратаççĕ, вăл телейлĕ тет.
Айванкай. Телей укçара мар.
Люда. Тĕрĕс, папай.
Дуся. А-а, эсĕ çавăнпа çаратрăн-и ăна? (Людăна çӳçрен ярса тытать.) Кӳр укçана.
Люда. Ай, ай, яр!
Дуся. Ямастăп.
Люда. Ямастăн-и?
Дуся. Пар укçана.
Люда. На! (Икĕ аллипе икĕ айккинчен çапать.) Çи! (Дусьăна хырăмран тапать.)
Дуся çĕре ӳкет. Люда тухса тарать.
<р3>Иккĕмĕш пайĕ р3>
Виççĕмĕш картина
Айванкай хваттерĕ, вăл пĕчченех. Диван çинче сăвă çыра-çыра çывăрса кайнă, вăл тĕлĕк курать, ун умне Люда. пырса тăрать.
Люда (Айванкая, кукша пуçне ачашласа). Ман кукша пуçăм, ман кавăн пуçăм. Сăвăсем çыратăн, тем те пĕлетĕн. Анчах ман хырăм юлнине туймастăн. Ĕненменсен тытса пăх. Санран вăл.
Айванкай. Мĕн?
Люда. Ача пулать, те Ванюк, те Санюк пулать.
Айванкай. Мĕн?
Люда. Эпĕ ăна пăрахап тетĕп.
Айванкай. Кама?
Люда. Ачана.
Айванкай. Мĕншĕн пăрахатăн?
Люда. Эсĕ юратмастăн вĕт ачана?
Айванкай. Кам калать?
Люда. Хам пĕлеп.
Айванкай. Мĕн пĕлен?
Люда. Ывăлупа хĕрӳ те пурăнмаççĕ санпа.
Айванкай. Пĕри качча кайнă, тепри авланнă, хăйсен çемье...
Люда. Сана пăрахнă. Больницăра аборт тăвасшăн мар. Пĕр карчăк тупрăм. Анчах вăл укçа ыйтать.
Айванкай. Мĕн чухлĕ?
Люда. Çĕр тенкĕ.
Айванкай. Илĕр. (Укçа парать.)
Айванкай вăранать, каллех çывăрса каять. Люда курăнать.
Люда. Мана хăтаракан, ман чунăм. Карчăк патĕнче пултăм эпĕ. Çĕртенкĕ мар, икçĕр ыйтать, хăркăм.
Айванкай. Ил. (Укçа кăларса парать.)
Люда. çухалать. Айванкай вăранать, каллех çывăрса каять. Люда. курăнать.
Люда. Ман тусăм, Христусăм, леш тухатмăш, 200 мар, 500 тенкĕ ыйтать, пилĕк уйăх иртнĕ. Аборт тума хăрушă тет.
Айванкай. Илех, илех. 500 тенкине.
Люда укçа илет те çухалать. Айванкай вăранать.
Мĕн амак, тĕлĕкре пулчĕ тем. (Каллех çывăрса каять.)
Люда тухать.
Люда (Айванкая ыталаса). Манăн асаттем, хăрать вăл, аборт тумарĕ. Çуралтăр, тен, санăн тĕслĕ пулĕ, тен, сан пек юрăçă пулĕ? Юрласа çех пурăнăпăр. Çуралсан ача кипкисем илме укçа кирлĕ пулать.
Айванкай хĕвĕнчен укçа кăларса парать.
Ку çуллахи валли, хĕллехи валли кирлĕ пулать. Ача ĕçки тумалла тата.
Айванкай. Ме, ме, ил, ят хума, ĕçкĕ тума.
Люда çухалать.
(Вăранса каять.) Фу ты, Люда., Люда., тĕлĕкре пулчĕ-и ку? (Каллех çывăрса каять.)
Кĕпук курăнать.
Кĕпук. Маттур. Пултаратăн. (Çухалать.)
Дуся курăнать.
Дуся. Пĕтĕм яла култаран. Ухмах старик. Йӳтенĕскер.
Люда кĕрет.
Люда. Пулнă пулнах, туй пулмаллах. Виçĕ пинне паран пулĕ?
Дуся (Людăна çӳçрен ярса илет). Акă сана, акă сана пин, акă виçĕ пин.
Георги курăнса каять.
Георги. Мана, мана, миçе пин лекет?
Айванкай. Çухалăр кунтан.
Люда, Дуся, Георги çухалаçсĕ. Телефон сасси. Айванкай вăранса каять.
Айванкай. Усал тĕлĕк. (Алçырăвĕсене тĕрĕслет, хуратать, çырать, чĕрсе пăрахать, утса çӳрет).
Айванкай. Эпĕ айăплă-и вара? Вăл инкеке лекнĕ пулсан ăна пулăшмалла-и, пулăшмалла мар-и? Эсĕ кама та пулин пулăшнă-и пурнăçра е çук?
Телефон шăнкăртаттарать.
Пуçра çӳçĕм юлмарĕ, авланасси пулмарĕ. (Трубкăна тытса.) Итлетĕп, салам. Хуллен, хуллен, майĕпен, тĕлĕкри пек пурăнатăп. Сĕрĕм тивнĕ пек. Кăмăлсем-и? Чаплинăнни пек чаплах мар. Чакаланап, çыркалап. Çамрăклăха аса илеп, юрату сцени тухмасть-ха. Кама та пулин юратса пăрах? Эпĕ юратса пăрахрăм та-ха... Паян тĕлпулăва-и? Чăлха фабрикине-и? Хĕрарăмсемпе-и? Тем тумалла. Пĕлместĕп-ха. Пыратăп. (Трубкине хурать.)
Дуся кĕрет.
Хуп-хура куçăм, кăн-кăвак куçăм,
Вилтĕм те кайрăм эсĕ пăхсан.
Пуçра çӳçĕм юлмарĕ, авланасси пулмарĕ.
Дуся. Юратупах аташан.
Айванкай. Аташмастăп, шанатăп. Кайран нимсĕр юлатăп.
Дуся. Çав кирлĕ сана, аташука. Кичем-и-мĕн пĕччен пурăнма?
Айванкай. Кичем, нимĕн те тăвас килместь.
Дуся. Эсĕ юрла, савă кала юрату çинчен. Люда çинчен...
Айванкай. Качака çинчен калас мар-и?
Дуся. Кала, кала ют пахчана кĕни çинчен, купăста çини çинчен. Таса мар пурăнан, урайне шăлман.
Айванкай шăпăр илсе шăлма пуçлать.
Кӳр шăпăрна, хам шăлса парам.
Айванкай. Хамах, хамах, хам.
Дуся. Хам, хам, кĕпине çуман... мĕн пăхать çамрăк арăму.
Айванкай. Çухалчĕ ман çăлтăр.
Дуся. Ан пăшăрхан, ан кулян, персе çитет акă. Укçи пĕтсе çитсенех.
Айванкай. Улталарĕ вăл мана.
Дуся. Çав кирлĕ сана, тăманана, айвана.
Айванкай. Пичетлесе паратăп терĕ, пуçларĕ тепĕтермерĕ. Таçта кайса çухалчĕ, хăй çинчен те пĕлтермерĕ. Леш тăсланки ярса илмерĕ-ши?
Дуся. Пулма пултарать хăвна та шаккаççĕ акă.
Айванкай. Мана мĕншĕн?
Дуся. Каччăран хĕрне туртса илнĕшен. Çамрăксемпе аташнăшăн.
Айванкай. Эпĕ айăплă-и вара? Вăл инкеке лекнĕпулсан ăна пулăшмалла-и, пулăшмалла мар-и? Эсĕ кама та пулин пулăшнă-и пурнăçра е çук?
Дуся. Тепĕр старик тупнă пулĕ-ха, сан пек айваннине. Хе-хе-хе. (Блокнотне уçса пăхса.) Ак кунта мĕн чухлĕ адрессем: çамрăксем, стариксем, членсем, кандидатсем...
Айванкай. Милосердия теççĕ ăна. Эпĕ ăна савнине юратса пăрахнă пек юратса пăрахрăм.
Дуся. Ой, йутенĕ, çылăх сана ун пек калаçма та.
Айванкай. Эпĕ ун пирки роман çырас тенĕччĕ, хам çинче чăтса ирттерес тенĕччĕ.
Дуся. Çыртăн, хăрса юлтăн, кăмрăк пултăн. Эпĕ сана мĕн каларăм, итлемерĕн. Акă халĕ ĕнтĕ чавсуна çырт.
Ачаллă хĕрарăм кĕрет. Вăл — Люда.
Люда. Сывă-и, мана çăлакан атте. Юратнă асаттем. (Айванкая чуптăвать.)
Айванкай. Люда, Люда, эсех-и ку, ман сӳнмен, çăлтăрам.
Люда. Эпех, эсĕ мĕншĕн пит шуралса кайнă вара, асаттем.
Дуся. Саншăн çунса хăрса кайрĕ, апат çимест, ыйăх килмест тет, нимĕн тума пĕлместь, вырăн тупаймасть. Вырăн çинчен тăраймасть.
Айванкай. Ăçта çухалса çӳрерĕн эсĕ çак таранччен? Çыру çырмарăн, пĕлтермерĕн, мана эсĕ шеллемерĕн.
Люда. Май килмерĕ, больницăра пултăм, сана пĕлтерсе Чĕрӳне хавшатСа çӳрес темерĕм.
Айванкай. Мĕн пулчĕ тата?
Люда. Ача çуратрăм.
Айванкай. Ача çуратрăн?
Люда. Пăх-ха мĕнле хитрескер.
Айванкай. Чăнах, хитрескер.
Люда. Сан тĕслех.
Дуся. Чăнах сан тĕслех, чăнах.
Айванкай. Ман тĕслĕ?
Люда (шăппăн) Санран вăл.
Айванкай. Манран?
Люда. Санран çав.
Дуся. Ак хайхи. Кăна шăппăн мар, кăшкăрас пулать. Вăрттăн тунă пулсан та. Вăт маттур, вăт мыскара. Роман мар, мыскара çырмалла сан, тăм шăхлич. Тытса кур ĕнтĕ ачуна, хăв юну вĕт. Тĕнче кулли, ял кулли.
Айванкай. Люда, эпĕ астумастăп-ха сан патна пынине. Эсĕ такампа арпаштаран пулĕ ачам.
Люда. Эпĕ сире çавăн пек чунсăр тесе шутламан. Эпĕ сирĕн вырăн çинче выртнине те маннă-и вара?
Айванкай. Ăна астăватăп-ха.
Люда. Эпĕ санăн йĕмне тăхăннăччĕ, ăна та маннă пулĕ?
Айванкай. Ăна манман.
Дуся. Чуптунине хам курнă.
Люда. Тен сан йĕмӳнтен лексе хырăм юлнă?
Айванкай. Тур çырлах, ун пек мĕнле пултăр вăл?
Дуся. Пултарать тет çав, пĕр артистка çамрăксен театрĕнче пĕрмай арçын ачасен рольне вылянă тет те ача çуратса панă тет. Илтмен-и вара?
Айванкай. Тĕнче намăсĕ.
Люда. Мана намăс мар-и? Качча каймасăрах ача çуратса панă тесен. Сирĕн патăрта вĕт, сан вырăну çинче. Халĕ ĕнтĕ ман мĕн тăвас? Вилес-и?
Дуся. Ха-ха-ха!
Айванкай. Пуç çаврăнса кайрĕ-ха, ан ахăлтат-ха, ĕнтĕ мĕн тумалла?
Дуся. Çырăнмалла, ачи ятне хуртармалла.
Люда. Халь ача валли ăна-кăна туянмалла.
Айванкай. Ăна туянăпăр-ха, вăт тĕнче.
Дуся. Тĕнче тĕрлĕ, халĕ телевизорпа та çӳç шăтараççĕ те, хырăм та юлма пултарать...
Люда. Укçуна хăв ачу çине куçармалла.
Дуся. Ак хайхи, ывăлне пĕлтерес. (Тухса каять.)
Айванкай. Укçана куçармалла? Çук ман укçа.
Люда. Çук-и вара? Хăвăр çынна хĕрхенмелле, пулăшмалла тетĕр. Эпĕ пĕлмен эсĕ çавăн пек чунсăр иккенне, санăн романра çынсем çав тери ырă кăмăллă, эсир хăвăр хыт кукар, йăлтах урăхла çын... Сирĕн перекет кĕнекисем иккĕ.
Айванкай. Эсĕ ăçтан пĕлен?
Лаппи кĕрет.
Люда. Пĕлетĕп эпĕ, пĕри бессрочнăй — унта çирĕм пин, тепри...
Айванкай. Çитет.
Лаппи. Çук, çитмест, ачу çине çыртар, унăн ӳсмелле, вĕренмелле, çын пулмалла, унсăрăн...
Айванкай. Эсĕ мĕнлескер тата, хуçаланан кунта?
Лаппи. Паллаймарăн-им? Пуçана эп, сан пуçана.
Айванкай. Кутана мар-и тата?
Лаппи. Мар. Свидетель пур, ман арăма туртса илсе ача тутартăн та, халĕ кутăнланма-и, суда паратпăр, алимент илетпĕр, проституткăпа çыхланса кайнăшăн — тĕрме.
Дуся тата Георги кĕреççĕ.
Дуся. Хĕрхенĕр ĕнтĕ ватă çынна. Халăх пĕлет, ят каять, ял кулать.
Лаппи. Култăр, пĕлччĕр, мĕнле аван çыратпăр, ăшра мĕн? Пылчăк. Юрать, суда памастпăр, ачине çех хăваратпăр, пăхтăр. (Алăри ачана Людăран илсе диван çине вырттарать. Людăна çавăтса.) Атя, атя, пăхтăр ашшĕ пулсан. Çын тутăр.
Айванкай. Мĕнле-ха апла?
Люда. Çапла, папай. Пĕлетĕп эпĕ, эсĕ аван çын.
Лаппи. Çыратăн-и, куçаратăн-и укçуна ачу çине? Халех вунă пинне кăларса паратăн-и?
Георги. Тăхта, атте, ан васка, чăн-чăн ывăлу та кунтах. Ăна та пайçăр ан хăвар.
Айванкай. Пурне те тивĕçлĕ пай лекет. Ак тĕлĕк. Халех тыттарап, çапла, эпĕ аван çын, айван çын. (Телефон трубкине ярса тытать.) 02, эпĕ-ха ку — Айванкай, кĕтетĕп сире. Ман кунта хăнасем.
Лаппи. Авă мĕнле эсĕ! Тен, хĕрхенĕн, ăса кĕрĕн?.. (Людăна çавăтса.) Сывă юл.
Людăпа Лаппи тухса каяççĕ.
Айванкай. Чунсăрсем!
Дуся (ачана тытса). Чăнах та айванах-мĕн эсĕ. Акă сана ватă чĕрене çамрăк чун, тыт. Савăнмалли, чĕрене хавхалантармалли. Хе-хе-хе! (Георгие.) Ку сан шăллу пулать.
Георги. Чăнах-и? Ну-ка, атте тĕслех-и?
Люда кĕрет.
Люда. Култарас мар-ха тĕнчене. (Ачана пырса тытать.) Çĕлен мар-ха эпĕ, хам ачана пăрахса хăварма.
Лаппи кĕрет.
Лаппи. Ачи вăл пирĕн, çапла, папай. Сирĕн пулăшмаллаччĕ пире, çĕнĕ уйрăмсене.
Дуся. Сирĕн пулсан сирĕн пултăр, сывă пултăр, анчах сирĕн пек ан пултăр.
Люда. Сан пек кĕвĕç ан пултăр. Сывă юл, ватă чĕре, çамрăк чун. (Айванкай алçырăвĕсене илсе çапать.)
Айванкай. Сывă пулăр. Ырă пулăр, ватăлăхран ан кулăр. (Людăн блокнотне кăларса парать) Илсе кай хăвăн сочиненине, тен, кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ.
Лаппи. Пар кунта. (Блокнотне илсе чĕрсе ывăтать). Çитет пулĕ алхасса.
Дуся. Çитет кун пек алхасса, пĕлес пулать намăса.
Люда ачине диван çине пырса хурать те тухса тарать. Лаппи ун хыççăн чупать. Айванкай ачана пырса тытать.
Айванкай. Ачине-паппине, тяппине. Малалла пăхсан — малаш, каялла пăхсан — каяш, тĕрĕс çултан ан аташ, çывăр, палламан тавраш.
Люда чупса кĕрет, ун хыççăн Лаппи.
Люда. Çук, манăн вăл, манăн. (Ачана пырса илет.)
Лаппи. Пирĕн.
Айванкай. Сирĕн пулсан, сирĕн пултăр. Тăлăха ан юлтăр, чăн çын пултăр, мăшкăл ан куртăр.
Чаршав
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...