Ик айкки те тăвайкки
Филимонов. Уйăхне пĕр 400—500 тенкĕ те ларать хăш чух.
Золов. Ух ты, апла эсĕ те шапашник?
Филимонов. Кам калать?
Золов. Ара, 400—500 тенкĕ çаптаратпăр терĕр-çке.
Филимонов. Пĕрремĕш, эпĕ ялтан яла çапкаланса çӳреместбп, пулăшма килнб, иккĕмĕшĕ, пĕлетĕр-и эсир — çапкаланса шапашра çӳресен стаж пулмасса.
Золов. Чăнах-и? Пĕлмен, пĕлмен.
Филимонов. Пĕлмен пулсан пĕл.
Золов. Эсĕ те пĕл. (Филимонов чемоданне илсе алăк урлă ывтать.) Пĕлмен пулсан пĕл. Ют çĕрте хуçаланса ан çӳре.
Филимонов. Эсĕ нахал иккен.
Золов. Эс ху нахал. Вĕçтер-ха кунтан, пока эпĕ урса кайиччен, урусене çапса хуçиччен.
Филимонов. Эсир майĕпенрех.
Золов. Марш! Марш! Хăвăр яла, тăван яла. (Филимонова тĕксе кăларса ярать, хирĕç Бойков кĕрет.) Эпир кунта сансăрах!
Филимонов сасси. Хулиган!
Бойков. Мĕн пулнă? Эсĕ чĕнет терĕç.
Золов. Манăн та çавнах калас килет. Килех, тĕпелерех ирт, бригадир юлташ, лар сетел хушшинерех, ĕçер-ха малтан. Эпĕ килнĕ ятпа, тĕл пулнă майпа (ĕçет) ĕç! Куртăн-и, пĕр виçĕ уйăх ĕçлерĕм те, пĕр машина тырă, пĕр ещĕк эрех.
Бойков. Пуян, пирĕн уйра тăкăнса-çĕрсе миçе машина тырă юлать. Пĕлетĕн-и? Эсĕ мана çавна калама чĕнтернĕ-и?
Золов. Ăна та, ĕç ун çинче мар-ха. Мĕн пулнă ман килте?
Мархва кĕрет.
Бойков. Пĕлместĕп.
Золов. Пĕлместĕн? Пĕлместĕн пулсан пĕл. Ют çынсем ман вырăн çинче йăваланса выртаççĕ, хуçаланса мана ыйтусем параççĕ.
Мархва. Ют çĕрте ан пурăн.
Золов. Чш! Сана сăмах паман-ха!.. Килет-и трактор?
Мархва. Трактор комбайн кăларма кайнă тет.
Золов. Ман мĕне касса илнĕ.
Бойков. Мĕне касса илнĕ тен? Ха-ха-ха!
Золов. Эсĕ ан кул, ман пахчана касса илнĕ вĕт.
Бойков. Вара?
Золов. Касса илнĕ-и?
Бойков. Эпĕ сана каларăм вĕт.
Золов. Мĕн тума çыпăçан ман арăм çумне! Сан валли ялта хĕр çук-им ман хĕсĕр арăмсăр пуçне? (Бойкова кăкăр умĕнчен ярса тытать.) Бригадир тесе ют арăмсене тĕрĕслесе çӳретĕн-и?
Бойков. Яр-ха. Тулăксăр.
Золов. Ямастăп.
Бойков. Яр теççĕ! Кам калать сана арăму патне çыпăçать тесе? Мĕн тума кирлĕ мана санăн арăму?
Золов. Акă вула! (Кĕсйинчен çыру кăларса парать.) Эсĕ те итле, хуянма.
Бойков (çыру вулать). «Леонид, сан пурнăçу пĕтет, пахчуна касса илчĕç. Арăмна бригадир туртса илет. Акă сана мĕн кĕтет. Пурнăçу пĕтет. Киле тавăрăн часрах. Пĕтĕм ял кулать». Элек ку!
Золов. Элек эппин?!
Бойков. Элек çав, эсĕ ĕненсе лартнă. Мĕнле пулса кайнă эсĕ?
Мархва. Эрех пăсать, эрех, ют арăм.
Золов. Чш!
Мархва. Мĕн чашлатан, лаша мар эпĕ?
Бойков. Шкулта вĕреннĕ чух эсĕ аплах марччĕ-çке, кĕвĕçеттĕн ĕнтĕ.
Золов. Сăлтавсăр кĕвĕçмен.
Бойков. Сăлтав тупрăн эппин?
Золов. Эпĕ килте çук та, ман килте хуçаланма пуçланă.
Филимонов кĕрет, ун хыççăн Кури.
Филимонов. Каçарăр, манăн çĕлĕк юлнă пулас.
Золов. Асту, пуçна ан çухат.
Филимонов. Эсир ан çухатăр, мĕнле, бригадир юлташ, манăн колхозран каяс-и вара?
Золов. Каях, каях! Ăçтан килнĕ çавăнтах кай.
Бойков. Тăхта. Вăл кайсан ун вырăнне эсĕ тухатăн-ши ĕçлеме?
Филимонов. Кунта эпĕ текех ним парсан та юлас çук.
Бойков. Урăх хваттер тупатпăр, ан хăра.
Кури. Çитет пулĕ, Леонид, ялтан яла çапкаланса çӳреме.
Золов. Анчах çав шапашниксене мĕн чухлĕ тӳленĕ, çавăн чухлĕ паратăр. (Филимонов тухса каять.)
Бойков. Вĕсем шапашниксем мар, заводран килнĕ, укçи-тенки ĕçне кура теççĕ халь.
Мархва. Тăн кĕчĕ-им?
Золов. Халех тăн кĕртетпĕр. Суд пуçланать. Атте, хуняма, ларăр сĕтел хушшине, заседатель пулатăр.
Мархва. Эсĕ прокурор пулĕ-ха?
Золов. Эпĕ прокурор, ларăр тетĕп.
Мархва. Ну, лартăмăр, вара?
Золов. Молчать, ларăр тетĕп. (Курипе Мархва сĕтел хушшине лараççĕ.) Айăпланакана чĕн-ха, чăланта вăл.
Мархва (чăлана уçма тăрать, уçăлмасть). Шалтан питĕрнĕ. Уç-ха, уç, Марье, эпĕ ку. (Марье чĕнмест.)
Золов. Мĕн, питĕрнĕ? Турт.
Мархва. Уçăлмасть.
Золов. Ой, хĕрарăм темерĕн, алăк уçайми пулнă.
Мархва. Хăв уç! (Пăрăнса тăрать.)
Золов. Турт! Тап! Çап!
Мархва. Хăв япалуна хăвах ват.
Золов (алăка пырса туртать, темиçе хутчен туртать). Уç! Уçмасан вататăп.
Кури. Ватан, ан çĕмĕр, ан çĕмĕр.
Золов. Хам ватап та хам тăвап.
Золов алăка çĕмерсе чăлана кĕрсе каять, ун хыççăн Мархва кĕрет.
Мархва. Тем туса на хутăр. Кунта çук.
Золов. Мĕнле çук.
Мархва. Ах, ĕненмест-çке вара çав.
Золов. Çук. Ăçта кайнă вăл? Тухатмăш карчăк пулса мăрьерен тухса тарман-ши? Чӳречерен тухса тарнă.
Кури. Тарнă çав, санпа пурăнмастăп терĕ вăл.
Мархва. Ачи-пăчи çук, хуйхи çук.
Золов. Ма каламарăн эсĕ?
Кури. Эх, ачам, маçтăр ятне илтĕн, çын пулса çитеймерĕн.
Золов. Ара, ман арăм, акă вула! Хамах вулап. (Çыру вулать.) «Леонид, сан пурнăçу пĕтет, пахчана касса илнĕ, арăмна бригадир туртса илет». Илтрĕн-и? Хăлху шăтăкĕ питĕрĕнсе ларнă-им?
Кури. Илтрĕм, илтрĕм, анчах суя ку. Сан арăму ылтăн, ох, кам çырнă-ши кăна, алли хăрса ларасчĕ.
Мархва. Çылăхлă, çылăхлă, эпĕ çырнă ăна.
Кури. Ма апла хăтланатăн, таса çынна варалатăн. Çынсен пурнăçне пăсатăн, эх, сана!
Мархва. Ара, яла таврăнтăр терĕм-çке. Арăмне ан пăрахтăр терĕм. Ан сивĕнтĕр терĕм.
Кури. Ухмах темерĕн-и?
Мархва. Ухмах çав, ухмах.
Золов. Эпĕ унсăрăнах яла таврăнаттăм, шапашра çӳресен колхозра ĕçленĕ стаж пĕтет тет. Вара пенсие тухма вăхăт çитсен мĕн курас?
Бойков. Апла постановление вуларăн пулать?
Золов. Вуларăм. (Чăлана кĕрсе каять.) Арăм (Чăлантан тухать.) Арăм, Мария, Марусенька! Каçар мана.
Мархва. Марусенька, эппин, икĕ айкки те тăвайкки, саншăн пулсан хут купăс пулĕ.
Золов. Тăхта-ха эсĕ. Арăм, бригадир юлташ, ăçта кайма пултарнă вăл, ниушлĕ, ниушлĕ пăрахрĕ мана.
Бойков. Пĕлместĕп.
Золов. Вара мĕнле пурăнас ман?
Бойков. Пĕлместĕп вара.
Золов. Атте, ăçта ман арăм?
Кури. Пĕлместĕп, ачам, пĕлместĕп.
Бойков. Кайрăмăр, кайрăмăр. (Золов, Боцков тухса каяççĕ.)
Золов сасси. Эсĕ, шофер юлташ, каçар мана, эпĕ халех трактор илсе килетĕп, пӳрте кĕр, ăшăн, çывăрсах кай.
Мархва. Тăна кĕрет хайхи.
Кури. Çын пулса çитсен аванччĕ.
Ч а р ш а в
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...