«Ĕмĕр сакки сарлака» романпа унан авторĕ
Çĕршывра революци хумĕ çĕнĕ вăйпа хăватлăн çĕкленет. Малтанхинчен темиçе хут пуйма ĕлкĕрнĕ Михха сехри хăпнипе тарçисене пĕчĕк çăмăллăхсем парса улталасшăн, вĕсемпе кăмăллăрах пулма тăрăшать. Патшана сирпĕтнĕ хыççăн чухăнсем вăрçă чарăнасса, хăйсене çĕр тивессе кĕтеççĕ. Анчах кĕтнĕ йăвара кайăкĕ çук-мĕн — ĕççыннисене мир те, çĕр те, ирĕклĕх те лекмест. Çавăнпа кăмăлсăрланнă халăх çĕнĕрен пăлханма тытăнать. Кĕçех вунă çул каярах пуçиле янă «пăлхавçăсем» те персе çитеççĕ. Микулапа Натюш та таврăннă-таврăнман хăйсен ĕçне пуçăнаççĕ.
Иртнĕ революци вăхăтĕнче вилнисемпе Çĕпĕр ссылкинчен таврăнайманнисемсĕр пуçне, роман вĕçĕнче пуринпе те тенĕ пекех тĕл пулатпăр. Чăваш каччи-хĕрĕсем кăмăлĕпе çирĕп, чунĕпе тусĕмлĕ пулнине роман тăршшĕпех асăрхатпăр. Çакнах эпир Кольăпа Анахвис, Гришăпа Ванюк çăнарĕсенче те куратпăр. Вĕсем, Микулапа Натюша шутламасан, юлашки кĕнекери тĕп геройсем. Ванюк—Микула ывăлĕ, ашшĕ пекех хăюллă та патвар, вăйлă та илемлĕ, тĕрĕслĕхшĕн çунакан ĕçчен каччă. Атăл çинче ĕçленĕ вăхăтра вырăс хĕрĕпе Зинăпа паллашать те ăна ĕмĕрлĕхе юратса пăрахать. Анчах хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ пуянлăха хапсăннипе телейлĕ мăшăрăн вăхăтлăха уйрăлма тивет.
Пиллĕкмĕш кĕнеке Зина савнă упăшкине Ванюка шырама тухса кайнипе вĕçленет. Шел, роман та çакăнпах пĕтет. Апла пулин те пирĕн вĕçем пĕр-пĕринпе тĕл пуласса, хĕмленсе килекен социализмлă революци ĕçне ытти çамрăксемпе пĕрлех хастар хутшăнасса шанас килет, шанатпăр та. Çавăн пекех пурнăçри киревсĕрлĕхсене ытлашшипех курма ĕлкĕрнĕ Клавье те (Лукарье хĕрĕ), мăнастиртех ирĕк шухăшлă манашкăсемпе пĕр чĕлхе тупнăскер, Михха йышши сĕлĕхсемпе вĕсен сыхлавçисене хирĕç тарассăн туйăнать. Туйăнать çеç мар, шăпах çапла çырса кăтартас ĕмĕтпе хавхаланса ĕçлетчĕ писатель. Çавна эпир çырма тытăннă улттăмĕш кĕнеке сыпăкĕсенчен те курма пултаратпăр. Эппин, вулакансен кăмăлне тивĕçтерсе, çырăнаймасăр юлнă кĕнекен хăшпĕр сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарам.
Марсельеза юрласа, Атăлкасси вулăсĕнчи Советсен пĕрремĕш сьезчĕ уçăлать. Президиумра вулĕçтăвком председателĕпе, Микулапа, юнашар Натюшпа Наум тата ытти делегатсем. Хăйĕн кĕске сăмахĕнче Микула пухăннисене Раççейри лару-тăрупа паллаштарать, рабочисемпе чухăн хресченсене пусмăрта усракан мул хуçисен влаçĕ арканни çинчен, çĕршывра Совет правительстви туса хуни, халăх комиссарĕсен председателĕ пулма Ленин юлташа суйласа лартни çинчен каласа парать, çĕнĕ правительство ĕççыннисем валли кăларнă малтанхи декретсемпе паллаштарать, çĕр кĕçех сухаçăсен аллине куçасса хыпарлать.
Делегатсем пĕрин хыççăн тепри тухса калаçаççĕ, кив пурнăçа хурласа, çĕнни çитнишĕн савăннине палăртаççĕ. Михха патĕнче ĕçлекен тыткăнри салтаксем те хăйсен тертлĕ пурнăçĕ çинчен кала-кала параççĕ. Çакăн хыççăн сьезда пухăннисем, çĕнĕ власть панă ирĕклĕхпе усă курса, Миххапа ытти пуянсен ытлашши çурчĕ-йĕрĕпе пурлăх-пуянлăхне туртса илме йышăнаççĕ. Вĕсен çĕрĕпе те пуянлăхĕпе мĕнле усă курмалли пирки çĕр комиссийĕ йĕркелеççĕ. Платун Павăлĕпе Сантăр хуçасем хирĕçлеме хăтланаççĕ те, ыттисемпе пĕр чĕлхе тупаймасăр, упăшкине вăрçăра çухатнă Наталипе ытти салтак арăмĕсен кулли пулса тăраççĕ. Ĕлĕкхи саманара çăвар уçма именнĕ хĕрарăмсем пуян-куштансене питлеме хăюлăх çитерни, вĕсен чеелĕхне тăрă шыв çине кăларни çĕнĕ самана тивлечĕпе вĕсем те этем шутне кĕме пуçланине палăртакан тĕслĕх мар-и вара! Улитинпа ытти ятлă çынсем пăтратма тăрăшнине пăхмасăрах большевиксем сьездра хăйсен шухăшне çиеле кăлараççĕ.
Çичĕ уйăх нушаланса пурăннă хыççăн Клавье мăнастиртен тарса тухать, Михха килне пырса амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнине пĕлет. Кĕçех вăл «пурне те ăнланакан ырă кăмăллă» Микула ссылкăран сывах çаврăнса килнине те пĕлет. Вара, амăшĕн сăмахне аса илсе (йывăр килсен, унран пулăшу ыйт), ун патне çул тытать. Чăн ашшĕпе калаçса ларнă çĕре тем самантра Михха пырса кĕрет. «Сан ирĕкре шутланнă мул чăннипех хуçин ирĕкне куçать»,— сьезд йышăнăвне пĕлтерет ăна вулĕçтăвком председателĕ. Кăтăрса кайнă Михха ним тăвайман енне револьверне кăларать те Микулана перет, анчах Клавье ăна хăй ӳчĕпе хӳтĕлеме ĕлкĕрет. Тухса тарнă чух ун хыççăн йĕрлеме тăнă Кольăна та амантать хуçа.
Ак ĕнтĕ Кольăпа Клавье пĕр палатăра сывалса выртаççĕ, хăйсен тантăшне Ванюка аса илеççĕ. «Çапах та Клавье кама качча тухĕ-ши?»—теттĕм те, Н. Мранька шухăшласа тăмасăрах хуравлатчĕ: «Кольăна». Иккĕшин шăпине ниепле те пĕр тĕвве çыхма пулассăн туйăнмастчĕ мана. Ак ĕнтĕ урлă та пирлĕ турткаласа, апла та капла вариантсем туса хăтланнă алçырăвĕпе паллашатăп та писатель кашни сăнар пуласлăхне чылай маларах курса тăнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп. Вĕсем пачах та урăхла шухăш-кăмăллă çынсем пек туйăнатчĕç-çке. Ан тив, халлĕхе Клавье яла юлмасть-ха, Кольăпа пĕрлешесси те паллах мар. Суранĕ тӳрленсенех вăл Хусана тухса каять. Сестрасен курсĕнче вĕреннĕ хыççăн пĕр хушă госпитальте аманнисене сыватса пурăннăскере, ăна медицина институтне кĕресси йывăрах та пулассăн туйăнмасть. Ĕмĕчĕ-тĕллевĕ çаплаччĕ çак пирĕшти евĕр чипер те мăнаçлăрах кăмăллă хĕрĕн.
Пуянсен пурлăхне конфискациленĕ май Наума Платун Павăлĕн арманĕнче ĕçлеме хушаççĕ. Йывăр çулсенче пĕр-пĕрне пулăшса пурăннипех çырлахнă Наумпа Уляна (революци ĕçĕшĕн пуç хунă Прахăр арăмĕ) çĕнĕ саманана пĕр-пĕрин шăпине тĕвĕленипе кĕтсе илесшĕн. Анчах савнă çыннипе ыр курса пурăнма ĕлкĕреймест Уляна — арман çаратма пынă Аманикри Урапа Çемукĕ ертсе пынă кулак хӳрешкисен аллинчен асап тӳссе вилет Наум.
Анахвис ялти чи хисеплĕ çын ĕнтĕ. Ял Совет секретарĕ вăл, çав хушăрах шкул ачисене вĕрентме те вăхăт тупать. Шкул валли Микула хăйĕн çуртне панă имĕш.
Кĕçех яла Ванюк арăмĕ Зина килсе çитет. Савнă каччине туртса илнĕшĕн ăшра кăмăлсăр пулин те, Анахвис ăна хăйсем патне чĕнсе хăналать, вăхăтлăх пурăнма кĕтес тупса парать. Тепĕр тесен, кӳлешме те кирлĕ мар: Анахвисĕн хăйĕн шанчăклă каччă пур, Гриша пулеметчик уншăн вута та шыва кĕме хатĕр.
Çакă кăна. Çапах та шел Н. Мранька геройĕсемпе сывпуллашма. Пилĕк кĕнекеллĕ романăн кирек хăш страницине уçсан та, вăл е ку сăнара тĕл пулатăн. Шутласа каятăн вара вĕсен иртнĕ йывăрлăхĕ çинчен те, çитсе тăнă ырлăхĕ çинчен те.
Çапах та ялти класс кĕрешĕвĕ лăпланман-ха.
Вăхăтсăр вилĕм писателе хăй ĕмĕтне туллин пурнăçлама памарĕ. Пĕтĕм ĕç-пуçа, пĕтĕм лару-тăрăва çывăхах илсе çитерчĕ пулин те, социализмлă революци тăвăлĕ кивĕ саманана тĕппипе аркатса тăкнине, ĕççыннисемшĕн чăн-чăн ирĕклĕ те телейлĕ пурнăç туса панине кăтартаймарĕ вăл. Çапах пилĕк кĕнекеллĕ «Ĕмĕр сакки сарлака» роман чăваш халăхĕн революцичченхи йывăр пурнăçĕпе кĕрешĕвне ĕненмелле сăнласа паракан паллă произведенисенчен пĕри пулса юлчĕ.
«Ĕмĕр сакки сарлака» роман вулакансене те, историксемпе литература тишкерӳçисене те нумай калаçтарчĕ. Хăшпĕрисем ăна чăваш халăхĕн революцичченхи пурнăçĕн тĕкĕрĕ теме те пăхнăччĕ, теприсем вара чăнлăха пăссах чăваш историне пуянлатма тăрăшнăшăн питленĕччĕ. Çав хушăрах вĕсем те, кусем те писатель чăвашсен иртнĕ пурнăçĕпе вĕсен йăли-йĕркине тĕлĕнмелле лайăх пĕлнине, чиркӳпе тĕн пусмăрĕ, кулаксемпе ял куштанĕсем ĕç хресченĕн çичĕ хут тирне сӳнине пысăк ăсталăхпа çырса кăтартма пултарнине палăртнăччĕ. Романист сюжета ăста калăплама, кăткăс та хумхантаракан лару-тăрăва çутатма, вулакан чунне хускатакан тĕлпулусемпе хутшăнусем тата асра юлакан сăнарсем тума пĕлнине те манса хăварманччĕ.
Кăтартнă çитменлĕхсене тӳреммĕнех шута илесшĕн марччĕ пулин те, вĕсене асрах тытатчĕ писатель, кăмăлĕ çырлахнă таран юсаса йĕркелеме тăрăшатчĕ. Алçырăвĕсене издательствăна пырса париччен те, редакциленĕ хыççăн та тимлĕн пăхса тухатчĕ. Çĕрне-кунне уямасăр çыру сĕтелĕ хушшинчеччĕ вăл. Юнашарах çыххи-çыххипе вулакансен çырăвĕсем выртатчĕç.
Н. Мранька çуралнăранпа 90 çул çитнĕ тĕле Чăваш кĕнеке издательстви пилĕк кĕнекеллĕ «Ĕмĕр сакки сарлака» романа виçĕ тома пĕрлештерсе кăларма йышăнчĕ. I-мĕш томра пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекесем пулмалла, II-мĕш томра — виççĕмĕш кĕнеке тата тăваттăмĕш кĕнекен пĕрремĕш пайĕ, III-мĕш томра—тăваттăмĕш кĕнекен иккĕмĕшпе виççĕмĕш пайĕсем тата пиллĕкмĕш кĕнеке. Тен, çырса пĕтереймен улттăмĕш кĕнеке сыпăкĕсене те кунтах вырнаçтарма тивĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...