Чĕкеç
Вĕсен колхозĕнчи виçĕ ялтан фронта пурĕ виççĕр аллă çын ытла кайнă. Вĕсенчен çĕр сакăрвун тăххăрăшĕ таврăнайман. Пĕрисем çапăçура пуç хунă, теприсем — «хыпарсăр çухалнă». Çамрăк йĕрлевçĕсем чылай çыннăн вăрçăри çул-йĕрне шыраса тупрĕç ĕнтĕ. Шкулта пуçарнă ĕçе Чĕкеç кайран та пăрахасшăн пулмарĕ. Унăн пĕчĕк-пĕчĕк ялавĕсем халĕ нумай хула тĕлĕнче вĕлкĕшеççĕ.
Брест крепоçĕ тĕлне Чĕкеç виçĕ ялав лартнă. Унта — Энĕшкассипе Чăрăшкасси çыннисем. Виççĕн. Херсон облаçĕнчи Горностаевка поселокĕ, Ленинград облаçĕнчи Волосово сали... Кенигсберг, Лиепая, Винница, Тернополь, Кольск çурутравĕнчи Имандра кӳлли... Çапла куçа курăнман çип, чĕрĕ чун-чĕре çиппи, чăваш ялĕсене инçетри-инçетри кĕтессемпе çыхăнтарать.
«Тен, эсир пĕлетĕр?» — Шупашкарти хаçатсенче çырусем çак ятпа тухатчĕç. Вĕсене вăрçă паттăрĕсен тăванĕсем е çывăх тусĕсем çыратчĕç. Чĕкеç те чăваш хаçатне çырса пăхрĕ. Çапла вăл малтанах хыпарсăр çухалнă текен Захар Филиппович Платонов йĕрне тупрĕ. Чăрăшкасси çынни ниçта та çухалман, 1943 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче Жиздра хули патĕнче паттăррăн çапăçса пуçне хунă.
Халь, авă, Татюк кинемей хăй ывăлĕ пирки хыпар кĕтет. Хыпар çеç мар, ывăлĕ хăй килсе тухасса шанать вăл çаплах...
«Тилхепесĕр тимĕр тихине» утлансан, Чĕкеç инçе çула самаях кĕскетрĕ. Анчах халь ĕнтĕ шоссерен Çирĕккасси çулĕ çинелле пăрăнмалла. Кунта каллех çăра пылчăк. Çуран утма тивет. Юрĕ-çке, нимĕн те тума çук. Чĕкеç каллех шухăшсемпе çунатланĕ, йывăр çула çăмăллатĕ...
...Тепĕр чухне ял çыннисенчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнес килет. Чĕкеç почтальонкăна, Ухтем Уринине ара, вĕсем темĕнле асамлă этем вырăннех хураççĕ. Ывăлне тупса пар вĕсене, ашшĕне, пиччĕшне, шăллĕне...
Тăватăмçул çапла Энĕшкассинчи Алексей Михайлович Арланов вербовкăпа Çурçĕрти Ухта хулине тухса кайнăччĕ. Стройкăна ара. «Вăрăм хӳреллĕ» укçа шыраса… Арăмĕ, Хвекла инке килте виçĕ ачапа юлнă. Лешĕ кайнă та пач çухалнă. Тинĕсе путнă чул пек. Арăмĕ çыру хыççăн çыру çырать — хирĕç хыпар çук. Арлан Элекçейĕ, алиментран хăтăлас тесе, вырăнтăн вырăна тарса çӳренĕ иккен. Печора тăрăхĕнчен инçетри Сахалина персе çитнĕ. Анчах Чĕкеç путсĕр таркăна пурпĕрех шыраса тупрĕ. Милиципе прокурор урлă.
Арлан Элекçейĕ пирки шухăшланă май, Чĕкеç каллех «Капкăнти» сăвва аса илчĕ. «Ӳсĕрпеле Урине темĕн те пĕр аташать: ватă çынсен укçине çамрăксене салатать». Чăн та, Ухтем Урини çинчен мар-ха ку сăвви. Чĕкеç çинчен мар. Чĕкеç çакна лайăх пĕлет. Вăл, çĕр çинче çирĕм пĕр çул пурăнса, нихăçан та пĕр тумлам сыпса курман. Ваттисен пенсийĕ тесен, тухса çӳреме пултаракансем пенсие хăйсемех пырса илеççĕ, çӳрейменнисем патне вара Чĕкеç хăй леçет. Пурте ăна вашават кĕтсе илеççĕ.
— Акă пирĕн Чĕкеç вĕçсе çитрĕ, — теççĕ. — Çурхи ăшă кун чĕкеç çуначĕ çине ларса килет, ара...
Пурте ăна хăналама та сăйлама тăрăшаççĕ. Анчах Чĕкеçĕн ăçта хăналанса ларма унта!
— Спаççипах сире кăмăлăршăн. Каçарăр, вăхăтăм çук тесе хуравлать те вăл, тулли сумкине силлентерсе, малалла чуптарать. Ури çĕре перĕнмест, чăннипех чĕкеç вĕçнĕ пек вĕçет.
Ĕмĕрне никама кӳрентерме шутламан вăл. Тен, кам пĕлет, кӳренекенсем пур-тăр?! Тепĕр чух çынна йывăр хыпар та кӳрсе паратăн. Анчах Урине-Чĕкеç халиччен ӳпкевлĕ сăмах илтсе курман.
Ĕнтĕ тухăçри асамат кĕперĕ шупкалчĕ, кĕç çухалмаллипех çухалчĕ. Çур тӳпе — янкăр уяр. «Тилхепесĕр тихине» çавăтнă хĕр çаплах утать, утать, утать...
«Çынсене яланах ырă хыпар пултăр тетĕн, анчах хама.... — хăшш сывласа илет Чĕкеç. — Ах, хамăн телейĕм ăçта-ши?.. Кам илсе килĕ-ши ман валли ыр хыпар?..»
Шкулта пĕрле вĕреннĕ Геннадий Чумаров Шупашкарти пысăк стройкăна кайрĕ. Комсомол путевкипе. «Шансах тăр, вырнаçатăп та сана чĕнсе илетĕп», — терĕ Гена. Шансах тăчĕ Чĕкеç, анчах Гена «чĕнсе илессине» кĕтсе илеймерĕ. Малтанхи çул Гена çырусем çыратчĕ-ха. «Чĕкеçĕм» сăмахпа пуçланатчĕç çырăвĕсем. Пĕлтĕр курма та килсе кайрĕ. Ун чухне вĕсем, Чĕкеçпе иккĕшĕ, алла-аллăн тытăнса, Энĕш хĕрринче çĕрĕ-çĕрĕпе çӳрерĕç. Çутă ĕмĕтсем, вĕри юрату... Ăçта халь вĕсем?.. Гена Чумаров авланнă иккен. Стройкăра пĕрле ĕçлекен хĕрех качча илнĕ...
Эх, Чĕкеç!.. Ялта сана пурте çапла чĕнеççĕ. Эсĕ кунĕ-кунĕпе, чăн та чĕкеç вĕçнĕ пекех, хир-хир урлă, ял-ял витĕр вĕçтерсе çӳретĕн. Сан уру çĕре перĕнмест. Эсĕ ывăннине те пĕлместĕн. Ывăнас пулсан та — шарламастăн. Тăван аннӳне те...
Хирти лапраллă çул питĕ йывăр. Тăкăскă. Хура пылчăк пушмака хывсах юлма хăтланать. Вара Чĕкеç уринчи брезент туфлине хыврĕ те самокат урапинчен мăшăрласа çакрĕ. Ялалла çарранах уттарчĕ вăл. Малтанах ура тупанĕ çӳçеннĕ пек пулчĕ, унтан кăтăкланчĕ. Хăнăхса çитсен, питĕ ырă пек туйăнчĕ Чĕкеçе.
— Тăван çĕрĕм, тăван çĕр, — терĕ Чĕкеç, — ăшă эсĕ, çемçе... Пин çул утăттăм çапла!..
Катек вăрманĕ хыçне анса пытанма пуçтарăннă хĕвел ял çине чалăш çутă ӳкерет. Çумăр тумламĕсем кĕмĕллĕн те ылтăнăн йăлтăртатнипе ял çумĕнчи колхоз сачĕ чăн пурнăçри пек мар, юмахри пек курăнать.
Паянхи çырусемпе хаçатсене валеçме тытăниччен малтан Чĕкеç Татюк кинемей патне çитме васкарĕ.
Кинемей хапхи умĕнче хушка çамкаллă хĕрлĕ пăру тăрать. Пăру куçĕнче — каçхи хĕвел шевли. Тĕлĕну.
Мĕнрен тĕлĕнет-ши хушкапуç? Тăрăхла кавăн пек икĕ сысна çури, шап-шурăскерсем, усапка çумĕнчи шăнăр курăка техĕмлĕн çавăрттараççĕ. Чăхсем те çерем çинчех-ха. Курăк çинчи çумăр тумламĕсене пĕр-пĕр ахах е кĕленче тĕпренчĕкĕ вырăнне хураççĕ пулас вĕсем, кăт сăхаççĕ те тумлама, -аяккалла шыв çеç сирпĕнет. Чĕкеçе хирĕç Улайкка йăпшăнса тухрĕ. Çурăмĕ йĕпкĕн хура хăйĕн, хырамĕ чăлт-шурă. Улайкка Чĕкеçе лайăх паллать. Вăл, çăмламас хура хӳрине пăлтăртаттарса, хĕр тавра хавассăн нăйкăшса сиккеле пуçларĕ. Анчах хăйĕн ула тусне хăналама Чĕкеçĕн хальхинче нимĕн те тупăнмарĕ. Вăл ăна пуçĕнчен çеç ачашласа йăпатрĕ.
Самокатне хапха юпи çумне сĕвентерсе, Чĕкеç калинккене уçрĕ. Татюк кинемей картишĕнчех иккен. Вите умĕнчи ланкашкана тислĕк шывĕпе пĕрле пухăнса кӳлленнĕ çумăр шывне витрепе пахчана йăтать кинемей — улмуççисене шăварать. Чĕкеçе вăл калинкке уçăлнă-уçăлманах асăрхарĕ. Кĕтсех тăнă тейĕн.
— Ай-уй, Чĕкеçĕм вĕçсе çитрĕ-çке! — савăнмаллипех савăнчĕ кинемей. — Мĕн хыпар-ши? Ырă хыпарпа пултăрах...
— Хуçи ырă пулсассăн, хыпарĕ те ырă пулакан, — юрăри сăмахсемпе саламларĕ Чĕкеç. — Çыру пур сана, кинеми...
Татюк кинемей саппун çыххи хушшине хĕстернĕ кĕпе аркине вĕçерсе тирпейлерĕ те Чĕкеç патнелле васкарĕ. Уринче хăйĕн резин атă.
— Улмуççисем питĕ ватăлчĕç-ха, — терĕ вăл тем айăпа кĕнĕн. — Турачĕсем типе-типе хăраççĕ. Çумăр шывĕ сапсан — сипленекенччĕ... Темле çав?! Хам та ак ватăлтăм. Мĕнпе сиплĕн-ха ман пек ватсупнăсене? Кирлĕ те мар...
— Ан калаç-ха, кинеми? Ăçта халех ватăлма? Авă, епле таплаттарса çӳретĕн, — йăпатма пăхрĕ Чĕкеç. — Пĕрмай ĕçлетĕн, ларса канма та пĕлместĕн.
Капла каласан, Татюк кинемейĕн сăнĕ йăлтăрах çуталчĕ, чăнласах çамрăкланчĕ. Авă, епле вăй парать вăл, ăшă сăмах! Çулĕпе кинемей çитмĕлелле çитсе пырать пулмалла. Çапах та, Чĕкеç калашле, «çĕр çннче çирĕп таплаттарса çӳрет». Сăнĕ-пичĕ пĕркеленнĕ-ха, чакăр куçĕсем вара хĕр чухнехи пекех чăрлаттарса пăхаççĕ.
— Апай-турах, — сасартăк ик аллипе те пĕççине çапса илчĕ Татюк кинемей. — Чĕкеç хĕрĕм, эсĕ, мĕн, çумăр витĕрех килтĕн-им? Чат йĕпенсе-пылчăкланса пĕтнĕ.
Атя, пӳрте кĕр-ха. Типĕ çипуç парам, улăштарса тăхăн. Вĕри чей ĕçтерем.
— Ан чăрман, кинеми, — терĕ Чĕкеç. — Халех киле кĕрсе тухатăп. Унччен тӳсĕп-ха... Сана, Татюк кинеми, çыру пур акă...
Çыру тесен, кинемейĕн пĕркеленнĕ тути чĕтренсе илчĕ. Пĕр хушă вырăнтан хускалаймиех хытса тăчĕ вăл, сăмах та чĕнеймерĕ. Тепĕр авăкран тин Чĕкеç умнелле пĕр-икĕ утăм ярса пусрĕ, хăй патнелле тăснă конверта тытрĕ, çав самантрах ăна каялла тавăрса пачĕ.
— Хăвах вула-ха, Чĕкеç хĕрĕм, — терĕ вăл. — Ĕнтĕ хут вулама, куçăм та курмасть. Ăçтан-ши çырăвĕ? Камран-ши?
— Кунта каялли адресĕ пур-ха, — терĕ Чĕкеç, аллинчи кăвак конверта çавăркаласа. — Çĕпĕртен çырнă... Канск хулинчен... Мускав кăтартса панă хуларанах...
— Вула, эппин, хĕрĕм, вула, — хыпăнса ӳкрĕ Татюк кинемей.
Амăшĕн чĕри сисрĕ-тĕр, халĕ вăл, кăмăлĕ пăлханнă самантра, темĕнле хыпара та йышăнма хатĕр: — ыррине те, йывăррине те. — Вула, — васкатрĕ кинемей каллех.
Конверта хĕрринчен чĕрсе мар, çилĕмпе çыпăçтарнă виç кĕтеслĕ хутне майĕпен уйăрса, питĕ асăрхануллăн уçрĕ çырăва Чĕкеç. Икĕ хут хуçлатнă шурă хут тăваткалĕ... Чалăш-тĕлĕш ларса тухнă саспаллисем... Чĕкеç ву-лать. Малтан хăй тĕллĕн пăшăлтатса, унтан хытăрах сасăпа:
«Çуратнă аннеçĕм, эпĕ малтанхи сăмахранах санран каçару ыйтатăп. Пурнăçра нумай хуйхă-суйхă тӳстертĕм сана, хурлăх кăтартрăм. Çак çырăва илсен, эс каллех хытă хуçăлса макăрăн. Пĕрре вилсе чĕрĕлнĕ çын — Кумраков Петр Степанович... Хам ăçтине пĕлтересшĕн марччĕ. Мĕне кирлĕ? Пĕтнĕ — пĕр хуйхă... Бомба ӳксе хупланă тăпра айĕнчен çурма вилĕ туртса кăларнăранпа ĕнтĕ нумай çул иртрĕ... Малтан эпĕ икĕ уйăх ним пĕлми выртнă. Мана госпитальрен госпитале куçарнă. Пĕр çĕрте икĕ урана татнă, тепĕр çĕрте — сылтăм алла. Виççĕмĕшенче имренсе пĕтнĕ пит-куçа сапланă. Икĕ çул хушши эпĕ нимĕн те сăмахлайман. Чĕлхем çĕтнĕччĕ. Хăлха та илтместчĕ. Эпĕ мĕнле çын иккенне, ăçта çуралнине никам та пĕлмен. Чĕлхе уçăлсан та каламан эпĕ кам иккенне. Кама кирлĕ? Манăн халĕ сулахай алă та сулахай куç, суран-çĕвĕклĕ сăн-пит — çавă кăна. Урăх нимĕн те çук...»
Шари çухăрса ячĕ ку тĕлте Татюк кинемей.
— Турăçăм, ывăлăм! — терĕ вăл. — Шатра та çукчĕ-çке сан патвар ӳт-пĕвӳнте...
Чĕкеçĕн те куçĕсем шывланчĕç. Çырури саспаллисем кутăн-пуçăн сиккеле пуçларĕç. Çапах та вăл тӳсрĕ. Çырăва малалла вулама пикенчĕ.
«...юратнă аннеçĕм, эсĕ те палласа илеймĕн халь мана. Çапла шутларăм та сан куçу умне курăнас темерĕм. Сана ĕмĕр-ĕмĕр куççуль тăктарас килмерĕ... Тата манăн Пăлаки пурччĕ. Саваттăм эп ăна, юрататтăм. Астăватăн, анне, туй пирки те сăмах татнăччĕ. Анчах хаваслă туй вырăнне юнлă туй пуçланчĕ. Ах, Пăлаки, Пăлаки»...
Чĕкеç сасартăк вулама чарăнчĕ. Тем сисрĕ вăл. Сăнĕ аллинчи хут татăкĕнчен те хытăрах шуралса кайрĕ. Питĕнчи чĕкеç шатри яланхинчен те çăрарах тапса тухрĕ. «Ман анне-çке вăл, Пăлаки, — шухăшларĕ Чĕкеç хăй ăссĕн. — Ав еплерех юпленсе пыраççĕ иккен пурнăçри сукмаксем...»
Татюк кинемей куççуллĕ сăн-питне саппун аркипе шăлкаларĕ те:
— Малалла вула, хĕрĕм, — терĕ.
Пырне чул катăкĕ пек япала капланса килнипе Чĕкеç пĕр хушă шăпăртах тăчĕ. Татюк кинемей тепĕр хут асăрхаттарсан кăна вăл çырури саспаллисене йĕркеллĕ куракан пулчĕ.
«Ах, Пăлаки, Пăлаки, — чĕтрекен сасăпа вулать Чĕкеç. — Хамăн хăрушă сăнăмпа епле пырса тăкă пулаттăм-ха сан умна? Çук, нихăçăн,та! Кăмрăк Петти сирĕншĕн ĕмĕрлĕхех çунса кăмрăкланнă. Татах каçарма ыйтатăп, анне! Сана нумай куççуль тăктартăм. Халь эпĕ инçетри Çĕпĕрте, Канск хули çывăхĕнчи инвалидсен çуртĕнче пурăнатăп. Мана кунта хамăр ялти шкул ачисем, леш «хастар йĕрлевçĕсем», Мускав урлă, Красноярск урлă шыраса тупнă иккен. Кирлех те марччĕ... Юрĕ ĕнтĕ. Пĕтекенĕн — пĕр хуйхă, çĕтерекенĕн — çĕр хуйхă тени те тĕрĕсех. Çырăва сулахай алăпа çыратăп. Сылтăмми çук. Хитрех тухмасть те... Хăнăхрăм. Сулахай алăпах, ахаль ларасран, çатан аватап, пулă тытмалли шакăсем майлаштарса çыхатăп... Пăлаки чĕрĕ-сывă пулсан, ман çыру пирки нимĕн те ан калăр. Тархасшăн. Салампа — санăн мĕскĕн ывăлу Петĕр».
— Ах ывăлăм, ывăлă-ă-ă-ăм! — ӳлесех макăрса ячĕ Татюк кинемей. — Чĕрĕ иккен эсĕ... Чĕрĕ... Чĕре сисетчĕ çав... Чун сисетчĕ...
Чĕкеç нимĕн те тума пĕлеймерĕ. Ватă кинемее хулĕнчен тытрĕ те алкум патнелле çавăтса пычĕ.
— Лăплан, Татюк аппа, — терĕ вăл. — Ывăлу тупăнчĕ. Тен, çитсе те курăн-ха. Пĕччен кайма вăй çитеймесен, хам пулăшăп. Пĕрле пырăп.
«Татюк аппа»... Ватă кинемее Чĕкеç амăшĕ, Пăлаки, çапла чĕнет. Хальхинче ку сăмах Чĕкеç чĕлхи çине хăй тĕллĕнех килсе тухрĕ. Кинемей вырăнне аппа терĕ вăл.
— Татюк аппа, тепре куриччен, — аллинчи çырăва Чĕкеç ватă кинемее тыттарчĕ. — Манăн васкамалла-ха. Тĕттĕм пуличчен виçĕ ялне те çитсе çаврăнмалла.
— Спаççипах сана, хĕрĕм, çырушăн. Чĕрене çăмăллăх панăшăн, — хапхаран тухсах ăсатрĕ Чĕкеçе Татюк кинемей.
Чĕкеç пĕтĕмпех ăнланчĕ... Вĕсем, Петĕрпе Пăлаки, пĕр-пĕрне юратнă. Туй пуласси пирки те сăмах татнă. Анчах çав çулхине «хаваслă туй вырăнне юнлă туй» пуçланнă.
«Çыру-пирки аннене калама юрамасть, — шухăшларĕ Чĕкеç, «тилхепесĕр тихине» килĕ патнелле çавăтса пынă май. — Аннеçĕм, анне, эсĕ те пурнăçăнта нумай çуннă-тăр?.. Савнă çыннуна вăрçăран кĕтсе илеймен... Вара... Вăрçă хыççăн ултă-çичĕ çул иртсен, урăх çынпа пĕрлешнĕ. Ухтем Павăлĕпе. Саншăн вăл ют çын пулман-ха. Эсир виççĕн тантăшсем пулнă — Пăлаки, Петĕр, Павăл... Пĕрле ӳснĕ, пĕрле вĕреннĕ... Ухтем Павăлĕ... Ман аттеçĕм... Вăл та, вăрçăран аманса таврăннăскер, урампа иртсе пынă чухнех ӳксе вилчĕ... Эпĕ ун чухне саккăрмĕш класра вĕренеттĕм. Ав еплерех пырать вăл пурнăç çулĕ».
Чĕкеç килне таврăнчĕ те, хăвăрт салтăнса, типĕ çипуç тăхăнчĕ.
— Апат ларса çисемччĕ, хĕрĕм, — сасă пачĕ амăшĕ тĕпелтен.
— Вăхăт çук, анне, — терĕ Чĕкеç, сукмак сумкине хулпуççи урлă уртса. — Çумăра пула ахаль те кая юлтăм.
— Эппин, ăшă сĕт ĕçсем-и, хĕрĕм, тин çеç суса кĕтĕм, — ӳкĕтлерĕ амăшĕ.
Чĕкеç пĕр курка ăшă сĕт тутансах ĕçрĕ. Тулта тĕттĕм пулсах çитеймен-ха. Урамран урама, касран касса, ялтан яла вĕçтерсе пырать Чĕкеç. Утнă май сулмаклă сумки хистесех васкатать хăйне. Хĕрĕн тĕм-хура та пысăк куçĕнче каçхи шуçăм çути ялкăшать.
Питĕ ывăнчĕ Чĕкеç çав кунхине. Анчах киле таврăнсан, «Капкăнри» сăвва тепĕр хут вуласа тухрĕ те, ывăнни-ĕшенни таçта кайса кĕчĕ. «Япăх тăвать хăй ĕçне почтальонка Урине»... Чĕкеç журнал редакцине çыру çырма ларчĕ. «Кăтартăп сире — япăх!»
Хăйĕн çырăвĕнче Чĕкеç чи малтан çав йăх-ях Урине хăш ялта, хăш районта пурăннине, унăн хушамачĕ мĕнлине тĕп-тĕрĕс кăтартса пама ыйтрĕ. Чĕкеç леш сăвăри Уринене литература сăнарĕ вырăнне мар, чăн-чăн чĕрĕ çын вырăнне хунă пулас. Почта таврашĕнче çавнашкал путсĕр Урине ĕçленĕшĕн чунтанах кӳреннĕ...
* * *
Юлашкинчен — эпилог вырăнне — çакна каласа хăварам. «Капкăн» редакцийĕнче мана Ирина Павловна Ухтемкина почтальонка çырăвне вулаттарчĕç. Манăн çав «хаяр» çыру авторне куçа-куçăн курассăм килчĕ. Çуллахи пĕр ăшă кун эпĕ Çирĕккассине çитрĕм. Тĕлĕнмелле хĕрпе тĕл пулса калаçрăм. Вара, хир-хир урлă, ял-ял витĕр кунĕ-кунĕпе ывăнма пĕлмесĕр вĕçсе çӳрекен эреветлĕ-теветлĕ Чĕкеç çинчен калав çырмасăр тӳсеймерĕм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...