Ах, аннеçĕм, анне...
Ывăнсан вăй хушать, чирлесен сыватать
«Анне» тенĕ сăмах, «анне» тенĕ ăнлав.
Ăнланса тупăшать, хумсем пек чул ватать,
Унпа çеç туртăнать пурнăçри тулли лав...
Ах, аннеçĕм, анне — шăнкăрав-шыв юххи,
Инкекрен çăлакан, таса чун-юрату.
Ах, аннеçĕм, анне — юрă-кĕвĕ пуххи,
Вĕсенче пурăнать çут сăну, сан яту.
Эс çуратнă пире, эс пилленĕ пире
Çĕр çинче ырă çын, аслă çын çеç пулма.
Эс вĕрентнĕ пире пуç тайма каç-ире,
Юрлама, ташлама, ахăлтатса кулма...
Тухăçа хĕретсе çĕне кун пуçланать,
Çĕне кун вăл — анне, çĕнĕ чун çуратать.
Таврана ăшăтса сар хĕвел хăпарать,
Сар хĕвел вăл — анне, ачашлать, юратать....
Шухăшсем
6...
1...
6...
1...
Get visitors who already match your keyw...
Pameten nasvet, ki ga je vredno poznat...
Думаешь, нельзя одновременно следить за ...
Думаешь, нельзя одновременно следить за ...
Думаешь, нельзя одновременно следить за ...
Думаешь, нельзя одновременно следить за ...