Станцăра
I
Шăп кăнтăрла çитнĕ. Çуллахи хĕвел пĕçертмеллех пĕçертет. Станцăра лăпкă: ытлашши сасă та, ытлашши шуйхашни те илтĕнмест. Станцă конторкинчен кунтарах, чугун çул Мускавалла килекен енче, чăвашсем — арçынĕпе хĕрарăмĕ те, ваттипе çамрăкĕ те пур унта — уçă вагонсем çине хăма тиеççĕ. Хăйсем ытла хĕрӳ пирки çамкисенчен тар юхнине те пăхмаççĕ, хаваслансах, пĕр-пĕрин çине пăхса хуллен кулкаласах хăмасене çăт-çат! тутараççĕ те хурас вырăна майлаштара-майлаштара хураççĕ. Конторкăна тăрăх сулахай енчи вăрăм скамье çинче сĕт сутакан чăваш, тутар ачисем хăйсем тĕллĕн ерипен шĕкĕлтетсе лараççĕ. Вĕсенчен пĕр-ик ачи, — ахăртнех, те поезд килмессине пĕлсех, те тата кăнтăрлахи хĕвел ытлашшипех пĕçертнĕрен, — сĕтлĕ кĕленчесене пуç вĕçĕсене лартса чăсăлса выртнă та ыйха кайнă. Сылтăм енчи скамье çинчи кутамккаллă икĕ чăваш хутран-ситрен пĕр-пĕринпе сăмахсем уçса илеççĕ. Чăвашсенчен инçе те мар, çав скамье çинчех, япалисемпе çытарĕ çине тайăнса выртнă ватă тутар майри çумĕнче аллине чечексем тытнă çамрăк хĕрĕ ларать. Скамьерен конторка енче, йĕри-таврашĕпех решеткăпа çавăрнă айлăмра, хĕвелтен сулхăн тăвакан пĕр-ик йывăçлă çерем çинче пилĕк-улт пассажир тутлă ыйха хĕртеççĕ. Хутран-ситрен конторкăра телефон чăнкăр-чăнкăр-р-р! туса илет. Кас-кас ăшă çил вĕрнипе станцă патĕнчи вăрманти йывăç çулçисем çын сисмелле мар çăтăл-çăтăл! туса вылянса илеççĕ... Станцăра урăх нимĕнле сасă та çук. Тинкерсерех пăхсассăн станцă та хĕвел пĕçертнипе кăнтăрлахи ыйха кайнă темелле.
Кăнтăрла иртни нумай та пулмасть, станцăна Тĕрлемес ялĕнчен пĕр тăрантаслă лаша пырса кĕрет. Тăрантасĕ çине яка тумланнă сăран тужуркуллă çамрăк ларнă. Тужуркуллă çамрăк тăрантас çинчен анса ямшăкне каялла ăсатать те пĕр аллине чăматан, тепĕр аллине йывăç туя тытса тӳрех конторка умнелле уттарать.
— Мускавалла пуйăс хăçан пулать? Пĕлместĕр-и, юлташсем? — тесе ыйтать вăл скамье çинче ларакан чăвашсенчен.
— Каçпала пулать, ултă сехетре.
— У-у, эппин, кĕтмелĕх пур-çке! — тет те чăвашсемпе тутар майри ларакан хушша кĕрсе ларать.
— Ăçтисем эсир, юлташсем? Ăçталла каятăр тата? — тесе ыйтать каллех чăвашсенчен.
Лешсем, кутамккисенчен çăкăр тата сар çу хунă шуç банкисене кăларса тин çеç апат çиме хатĕрленнĕскерсем, яка тумланнă çамрăк çине темле, ют çын çине пăхнă пек чăр-чар пăхса илеççĕ те, пĕр вăтăр çулсем патнелле çитнĕ хура уссиллĕ чăвашĕ, пуçне хура карттус, çине тĕрленĕ шурă кĕпепе хура шăлавар тăхăннăскер, урисене шурă пир тăлапа çĕнĕ çăпата сырнă-скер, çапла каласа хурать:
— Каятпăр-ха... Хусан хыçнелле. Баржа çине ĕç тупса пулĕ-ши тетпĕр. Хам эпĕ кавалсем пулатăп, ку юлташ — энĕшпуçсем, Урмарта тĕл пултăмăр та кунта çуранах килтĕмĕр. Пуйăс çук, Хусаналла ырансăр та пулмасть теççĕ. Сĕвене те çуранах утмалла пулать...
Тужуркăллă çамрăк туйи вĕçĕ çине кĕлеткипе тайăннă та тĕрлĕ кĕпеллĕ чăваша итлесе ларать. Хутран-ситрен унăн куçĕсем аллинчи чечексене сулкаласа ларакан тутар хĕрĕ çинелле вăрттăн пăха-пăха илеççĕ. Тутар хĕрĕ те, тутăрне тутарла çыхса çине кăвакрах сатинран çĕленĕ кĕпе тăхăннăскер, час-часах çамрăк çинелле пăхса илет. Урине вăл хĕрлĕпе хура çипрен çыхнă чăлхапа пушмак тăхăннă. Хăй ытла лутра та мар, пит чиперскер, чăп-чăмăр кĕлеткеллĕ те хăпарса тăран çаврака çеç хĕп-хĕрлĕ питлĕ. Куçĕсем черкке пек: тап-таса, выляса та çутăлса тăраççĕ...
Пирĕн çамрăк хальтен-халь каласа ярас пек тытса тăнă сăмахĕсене каламасăр чăтаймарĕ:
— Кусем ăçталла каяççĕ-ши? Пăх-ха эсĕ: ытла та чипер-çке хĕрĕ!
— Хусана каятпăр теççĕ... Чиперри çитет ĕнтĕ, такама çавăрмалăх та пур. Асту-ха хăйне: сана вăл, çамрăкскере, час-часах пăхкаласа илет.
Тĕрĕллĕ кĕпеллĕ чăваш апла каласанах çамрăкăн чĕри кăрт сиксе илет. Куçĕсем унăн пĕрре хĕр çинелле, тепре чăваш çинелле йăлт-ялт пăхса иле пуçлаççĕ. Чăваш салтак службинче хăй епле пурăнни çинчен каласа кăтартать, анчах вăл калани çамрăк хăлхине нимех те кĕмест... Çамрăк чĕрине темле шухăш сăнчăрла пуçларĕ, мĕнле шухăшне хăй те лайăххăн пĕлеймест. Пĕлсен те çав шухăш ун пуçĕнче тертлĕ тăрать. Шухăшне çынсенчен пытарас тесе вăл чăваша итленĕ пек ларать. Çапла, çапла тесе пуçне вĕçĕмрен сул-ла-сулла илет. Унтан хыттăнрах та кулкаласа пăхать. Анчах чакăр куçĕсем çаплах пĕрре лерелле те тепре кунталла пăхса çутăла-çутăла илеççĕ.
Ерипен-ерипенех ун чĕрине темле куçа кур ман сăнчăр хытăран хытă сăнчăрлама пуçлать.
— Сĕт кирлĕ мар-и, сĕт? — тет сĕт сутакан чăваш ачи, тужуркăллă çамрăк патнех пырса тăнăскер.
Çав вăхăтрах кĕленче бутылкăпа шыв илме кайнă юлташ та шыв илсе килет.
Тужуркăллă çамрăк пĕр бутылка сĕт илет те турех ĕçме тапратать. Нумай та ĕçмест, сĕт ачипе сĕчĕ тутлă маршăн ятлаçма пуçлать.
— Ма тутлă мар пултăр вара? Вĕретнĕ сĕт вăл! Кăшт ытларах вĕретнĕ те, çунăк тутă анчах тухнă пулас, — тет сĕт ачи.
Капла каласан тужуркăллă çамрăк сĕт ачи çине пушшех çилленсе каять. Çав вăхăтрах скамье çинче выртакан тутар хĕрĕн амăшĕ тăрса ларать те хĕрне чейникпе водокачкăран шыв илме ярать. Сĕт ачипе ятлаçакан çамрăк çумĕнче ларакан чăвашсенчен вăрттăн та пулин куçĕсемпе тугар хĕрне курăнми пуличченех ăсатса ярать.
II
— Далеко вы едете, барышня? — тесе ыйтать тужуркăллă çамрăк тин анчах чейникпе шыв илсе килсе ларнă тутар хĕрĕнчен. Хăйĕн сăмах не каланă-каламанах — те сăнчăрланнă чĕри кас-кас вирлĕнех тапса тăнипе калас сăмахне те хĕр умĕнче час каласа яраймасăр тăнăран — темĕскер пит çăмартисем хĕрелсе кайнă пек пулаççĕ. Тутар хĕрĕ те çамрăка хирĕç вырăслах:
— Хусана! — тет.
Унтан тужуркăллă çамрăк, те кĕнеке тытса ларнипе хĕре хăй çумнерех пыртарасшăн, чăматанран пĕр таçтан тĕл пулнă кивĕ кĕнеке кăларса ăна уçкалама тытăнать. Çитменнине, хĕрĕ çамрăк шухăшне пĕлнĕ пекех, лешĕн çинелле пăхса:
— Мĕнле кĕнеке вăл сирĕн? — тет.
— «Живописное обозрение» журналăн 1-мĕш томĕ, — терĕ те, çамрăкăн, те хăйне хĕр пуçласа сăмах уçнăшăн, чĕри сăнчăрĕ те пĕр пекрехех, ни ытлашши ыраттармалла мар, ни тата питех те çăмăлах та мар пăчăртатса тăнă пек пулчĕ.
— Хăвăр вуламастăр пулсан кĕнекĕре мана памăр-ши вулама?
— Сире питех кăмăла каяс çук ку кĕнеке.
— Мĕншĕн? Мĕншĕн эсир апла калатăр?
— Ку кĕнекере сире килĕшекен лайăх роман та, повесть те çук.
— Ах, мĕншĕн эсир мана çав териех хурлатăр? Романсăр пуçне, сирĕн шутпа, эпĕ ыттисене вуçех те вулама пĕлместĕп-им? Калăр-ха эппин: хăвăр эсир вăл кĕнекере мĕн вулатăр?
— Эпĕ ахаль ларасран Лев Николаевич Толстой çинчен çырнă статьяна пăхатăп. Курасах килсен чармастăп, пожалуйста, курăр.
Хĕре кĕнеке парать. Хĕрĕ вулама пуçлать. Анчах вулани ун пуçне нимĕн те кĕмест. Хĕр ахаль анчах кĕнеке çине пăхса ларнине курать те çамрăк çапла ыйтать:
— Сирĕн çума ларма юрать-и? — тет.
— Юрать. Мĕншĕн юрамасть пултăр.
Тужуркуллă çамрăкĕ хĕр çумнех пырса ларать. Хĕр амăшĕ, кусенчен кăшт леререх лараканскер, çăмартапа çăкăр çиет.
Ахальтен анчах вуланçи пек пулса пуçне кĕнеке çинелле пĕшкĕртнĕскер йăлтах кĕнекерен уйăрас тесе тужуркăллă çамрăк хĕре вĕçĕмрен-вĕçĕм çĕнĕ япала çинчен калаçтарса пĕтĕмпех урăх шухăша яртарасшăн.
— Пăрахăр вулама. Вулас килмест вĕт сирĕн.
— Мĕншĕн апла калатăр? Çу-ук, эпĕ вулатăп.
— А эпĕ пурпĕрех вулама памастăп.
— Мĕнле эсир мана чаратăр? Нимĕнле те чараймастăр.
Хĕрĕн пиçнĕ çырла пек хĕп-хĕрлĕ пичĕ, ахаль чух та йăл-ял çутăлса, кулса тăраканскер, сăмах каламассеренех çамрăк çинелле пăхнăçемĕн хĕвел çути ӳкнĕ пек çутăлса илет те каллех кĕнеке страници çине ӳксе кăшт тĕттĕмленнĕ пек пулать.
— Ан ятлăр-ха ыйтнăшăн: сирĕн ятăр мĕнлеччĕ-ха?
— Ман ятпа мĕн тăватăр эсир? Çул çинче тĕл пулакан кашни çынтанах ятне ыйтса пĕлес тĕк хупланас пулать. Пурĕ пĕр манатăн кайран.
— Сирĕн ята эпĕ нихăçан та манас çук.
— Ах, эсир мана кĕнеке вулама чарас тесе анчах калатăр вĕт çапла.
— Çук, хĕвел пур, уншăн мар.
— Ну, калăп-çке: Сабира ятлă эпĕ. Эсĕ тата ху мĕн ятлă?
— Георги.
— Хушаматăр?
— Ижедер.
— Ăçта каятăн эсĕ?
Каччă та, хĕрĕ те пĕрне-пĕри «эсĕ» тесе чĕне пуçларĕç. Георги хăй çинчен тĕппипех каласа кăтартсан хĕр арки çинчи чечексем çинелле пăхать те çапла каласа ярать:
— Ăçтан татнă эсĕ ку чечексене? Ытла та илемлисем пур-çке!
— Ах, пит те чее-çке эсĕ: мана кĕнекерен уйăрасшăн-уйăрасшăнах.
— Çук, уншăн мар эпĕ калатăп. Чăнах та, чечексем санăн ху сăну пекех пит илемлĕ!
— Ах, мĕншĕн эсĕ мăшкăллатăн... Эпĕ ним те чипер мар-çке...
Апла каласанах темшĕн Сабирăпа Георги иккĕшĕ те конторка еннелле çаврăнса пăхаççĕ. Кантăкĕнчен конторкăра пĕр-ик çын лерелле пăхса тем çинчен хĕрӳллĕн сăмахласа ларни курăнать. Пахчара пассажирсем хĕвел ăшшипе хĕрĕнсе тем пекех тутлă ыйха хĕртеççĕ. Шăп... Акă ăшă çил йывăç тăррисене, пĕчĕк ачасене пуçран ачашланă пек, йăпăштăн ачашласа часах таçта кайса çухалать те, йывăç çулçисем хуллен чĕтренсе, сиккеленсе илеççĕ. Йывăç çулçисене кура Сабирăпа Георгин те чĕрисем çын сисмелле мар чĕтренсе, сиксе илеççĕ. Çитменнине, хĕвел çутисем те чĕрпĕл-чĕрпĕлĕн саланса кайса çĕр çинелле чĕтренсе тăнă пек ӳкеççĕ те хăйсем пурне те... пурне те хытă юратнине кăтартаççĕ. Сабирăпа Георгине те вĕсем çапла каланă пек чĕтренсе çутăлса илеççĕ:
— Юрат, Сабира! Юрат, Георги! — тенĕ пек пулаççĕ.
Георгипе Сабирăн чĕрисем каллех чĕтренсе, сиксе илеççĕ...
— Юрататăн-и эсĕ чечексене?
— Юрататăп. Санăн сăну пекех пит чипер вĕсем!
— Ах, ан мăшкăлла-ха эсĕ...
Унтан иккĕшĕ те темшĕн каллех конторка еннелле çаврăнса пăхаççĕ. Анчах каллех хăйсене курса пăхса тăракан çын çук: конторкăра кантăк умĕнче ларакансем çурăмĕсене кунталла кăтартса ларнă та çаплах сăмаха яраççĕ; пассажирсем те ним туймасăрах ыйха хĕртеççĕ. Çав-çавах шăп... Пĕр паçăрхи ăшă çил çеç таçтан çаврăнса килсе йывăç çулçисене хуллен чĕтретсе, сиккелентерсе илет.
Георгипе Сабирăн та чĕрисем каллех кăрт-карт сиксе илеççĕ...
Георги тем çинчен шухăша кайнă пек ларать.
Сабирăн та арки çинчи кĕнеки ахаль кăна уçăлса выртать. Кăвак тӳпери сарă хĕвелĕ вĕсем çине кăмакара шăранса выртакан вут-кăвар пекех шăратса пăхать. Унăн чĕрпĕл-чĕрпĕлĕн чĕтренсе, сиккелесе тăракан çутисем каллех çапла каланă пек çутăлса илеççĕ.
— Эпир пĕтĕм тĕнчене юрататпăр. Йывăç-курăк та эпир çутăлса тăнă чух пире тата хура тăпрана та хытă юратать. Юрат эсĕ те, Георги! Юрат, Сабира! — тенĕ пек çутăлаççĕ.
Сабира чечек çыххине çавăркаласа илет. Хăйĕн пит çăмартисем паçăрхинчен те хытă хĕрелсе кайнă: чи лайăх пиçсе çитнĕ хурăн çырли те ун пекех хĕрлĕ пулас çук. Георгине те тата темшĕн питне хĕрлĕ сăн çапнă.
— Ах, мĕншбн-ха «илемлĕ» те «илемлб» тетĕн?
— Мĕн калас-ха манăн? Чăн çинченех суяс-им тата?
Хăйсем сăмах каланă-каламанах чĕрисем çаплах чĕтренсе, сиксе илеççĕ. Чĕрисемпе пĕрле хĕрлĕ пит çăмартисем те тулалла тапса сиксе тăнă пек тăраççĕ.
Сабира браслетне аллинчен вĕçертсе янă та тек Георги умĕнче çавăркаласа тăрать.
— Санăн браслет ман алла юрать-и? Кӳр-ха, Сабира, тăхăнтарса пăхам!
— Эсĕ çеклетейместĕн. Хамах тăхăнтарам, — тет те Сабира Георги аллине браслет тăхăнтартать.
Пĕр-пĕрин аллисем кăшт сĕртĕнсе илсенех Георгин ал тымарĕсем ăна пĕтĕм кĕлеткипех чĕтретсе ячĕç. Сабирăн та куçĕсем вут çулăмĕ пекех çутăлса илеççĕ...
Георга пуçне усса сăмах хушаймасăр кăшт тытăнса тăнă пек пулсассăн чăтаймасăр, ерипентерех, тытăнкăллă сасăпах çапла каласа ярать:
— Эх, Сабира... Ĕмĕрте те ĕмĕтленменччĕ эпĕ... сан пек хĕре курассине... Сана паян чи малтан курсанах, ах, ан кул эсĕ манран... ман чĕре, — хам та пĕлместĕп мĕншĕн апла пулнине, — кăрт сиксе илчĕ... Санăн ытарма çук çав тери илемлĕ, çав тери чипер сăну маншăн хĕвел çутинчен те çуттăн туйăнчĕ. Ман чĕрене вăл кăвартан та хытă пĕçертсе ячĕ... Ăна хăйĕн куçа курăнман сăнчăрĕпех сăнчăрласа хучĕ...
Георги апла каласанах Сабира кĕнекине хуплаштарса хучĕ те амăшĕ çинелле пăхса илчĕ. Георгие пĕр пӳрнепе юнан пек туса хăйĕн хĕвел çути пек çутăлса тăракан питне йăл-л култарса кăтартрĕ те шăппăн каларĕ:
— Анне илтет, юрамасть, — терĕ.
Хăй каллех кĕнекене уçса вуласа ларанçи пек пулать. Георги темшĕн тата пуçне çĕрелле усрĕ. Шăп. Пĕри те сăмах чĕнекен çук.
Пăртак тăрсан çеç Сабира çапла каласа ярать:
— Мĕншĕн ним те чĕнместĕн, Георги? Çиллентĕн-им?
Георга, чăнах та, ыйха кайнă çын пекех ларать. Сабирăна хирĕç вăл пит йăвашшăн, пĕтĕм вăйран кайнă çын пек пĕр-ик сăмах аран каласа хурать:
— Сабира! Ăш çунать манăн...
Сабира Георгие мĕнпе те пулин савăнтарасшăн пулса арки çинчи чечекĕсене сылтăм аллине пуçтарса илет те:
— Георга! Чечексене шăршласа пăх-ха. Ытла та тутлă-çке чечексен шăрши! — тет.
Георги чечексене шăршласа пăхать. Сабирăна шăппăнтарах çапла калать:
— Атя уткаласа çӳрĕпĕр. Уçăлмалла вăрман хĕррине кайса килĕпĕр...
— Кăшт тăхта-ха, — тет те Сабира амăшĕ патне кайса тем çинчен ерипен пăшăлтатса илет.
— Ытлах аякка ан кайăр! — тесе пĕр амăшĕ калани анчах илтĕнмеллех илтĕнчĕ.
Ку, пĕр енчен, Георгие тĕлĕнтерсех ячĕ. «Тен, шанас çук, лайăхмарскерсем пулĕ вĕсем» тенĕ шухăш Георги пуçĕнче çав тери хăвăрт, сисĕнкĕсĕр вĕçсе илчĕ.
Тепĕр енчен тата, Георгишĕн, Сабирăна тем пекех хытă юратса кайнăскершĕн, Сабира хăй амăшĕпе апла пăшăлтатни ним пек те туйăнмарĕ.
— Атя кайăпăр, — терĕ те Сабира — иккĕшĕ те платформа тăрăх вăрман хĕрринелле ерипен утса кайрĕç.
Утнă май вĕсем пĕр-пĕрин çинчен лайăхрах ыйтса пĕлсе, лайăхрах паллашса пычĕç, Калаçасса вырăслах калаçаççĕ: Сабира чăвашла пĕлмест.
— Эпĕ чăваш хресчен ачи, килтисем пуянах мар. Чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухсан учительре пĕр çул пурăнтăм. Хĕрлĕ Çарта та пултăм, халĕ Мускавра пурăнатăп, — терĕ Георги.
— Пирĕн ял кунтан, Тĕрлемесрен, инçех мар. Анчах хамăр эпир тахçантанпах Хусанта пурăнатпăр. Кунта халĕ куккасем патне хăнана килтĕмĕр... Вĕренессе эпĕ Хусанта хĕрарăм гимназинче вĕреннĕ, — тет Сабира.
— Миçе çулта эсĕ?
— Вун саккăрта. А эсĕ?
— Çирĕм иккĕре.
— Ну, урăххи çинчен сăмахлăпăр. Мĕнле-ха эсĕ мана, тутар хĕрне, юратма пултаратăн?
— Эх, Сабира! Юрату вăл хăй часах чĕрене пăчăртаса илсессĕн никама та тиркемест. Çын пурте пĕрех мар-и? Пĕр чĕлхе çеç ăрасна. Эпир пурте пĕртăван.
— Эпĕ те çапла шутлатăп, — тет Сабира.
Çамрăксем вăрман патне çитсе чугун çул хĕррипе кăшт шаларах кĕрсе кайрĕç. Таса курăклă вырăна ларчĕç те пĕр-пĕрин аллисене хытă чăмăртаса юрату çинчен сăмах ячĕç.
— Ма эсĕ çав териех чипер пулнă-ши? — тесе ыйтать те Георги, чĕри хăйĕн каллех кăртлатса илет.
Сабира хăй чиперришĕн кăшт мăн кăмăллă пек пулать.
— Темшĕн эпĕ чипер пулнă, хам та пĕлместĕп, — тет те Георги аллине хыттăнрахах чăмăртать.
Сабира хăй чипершĕн кăшт мăнкăмăлланнă пек пулни Георгие питех килĕшмест. Çапах та вăйран кайичченех Сабирăна çав тери хытă юратса кайнăскер ăна-куна часах маннă пулать. Сабирăна аллипе хул айĕнчен ярса тытрĕ те юрату çинчен каллех илемлĕ сăмахсемпе çаптара пуçларĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...