Слак-шыв
Шарлак Слакра шыва кĕресшĕн
Вăр-вар анатăп çыранран.
Ирхи хĕвел, çĕн кун кĕрӳше,
Чупать хир урлă çаруран.
Питне вăл çурĕ, ывçинчен
Çут тумламсем ӳксе йăл кулчĕç.
Тен, çавăнпа пуль, кулă юлчĕ
Каçчен çиçмелĕх шыв çинче.
Вĕт хумсемпе шакăлтатса,
Шыв калаçса иртет хăй тĕллĕн.
Вăл сывлăм куçĕ пек таса,
Хĕвел çинче çунать вут-хĕмĕн.
Вак чулсене сирсе чăл-пар
Юхать, мана курмасть-и, тен?
Кам уншăн эп? Никам та мар,
Вăл ман ята пĕлмест, илтмен.
Асри ятсем унăн хăйĕн пур:
Поэзи ашшĕ — Кĕçтенттин.
Якку Ухсай, — çынни маттур,
Вĕр-çĕн роман пĕтерчĕ тин.
Вĕсем çак пĕчĕк шыв çинче
Кун курнă, илнĕ хум вăйне.
Ишме çул тытмă пит инçе —
Тăван поэзи Атăлне.
Пур çăлкуçа пĕрле пухсассăн,
Юрлать шыв йăлтăр ирсенче.
Шăнкăртатса çак кĕмĕл сасă
Янрать чăвашăн сăввинче.
Сасси миçе чунра вăратрĕ
Чĕлхен хĕрӳллĕ туйăмне?
Мана та вăл пырса тăратрĕ
Хĕвел куç хывнă шыв умне.
Пăхатăп та хумсем çине,
Шутлатăп:
— Сассăм кĕрлĕ ман.
Эп мĕн каласшăн пулнине
Халь чĕрĕкне те каламан.
Шухăшсем
Наша компания - это ключ к вашему идеал...
Предлагаем вам высококачественный троту...
Struggling with low website leads for Ch...
Как приятно видеть, что ваши цветы не ...
Our AI-optimized service sends high-inte...
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...