Чӗнӳ
«Тĕнче аслă», — тетчĕ асанне.
«Санăн çул выртать тăват енне.
Эс суйла та пĕр çулне — тек ут,
Чунна çеç нихçан та эс ан сут».
Вăхăт иртрĕ — хам та асанне,
Утнă чух суллать енчен енне.
Асанне хавалĕ çеç асра —
«Чунна эс ялан таса усра».
Тĕрлĕрен çын куртăм пурнăçра:
Пĕрисемшĕн — хаклăрах тупра.
Теприне хыт кĕвĕçӳ кăшлать,
Виççĕмĕш ялан пуçне усать.
Эпĕ хам та такăнтăм чылай,
Тăтăм та уттартăм пит вышкай.
Вĕртĕр çилĕ, пурпĕр малалла
Яланах çапла талпăнмалла.
Ăмсанаççĕ ниш чунлă çынсем.
Тен, вĕсем пурри — хăех телей.
Тен, утма хистеççĕ малалла
Такăнсан — чупма, ӳксен — тăма.
Кĕвĕçĕрех хыт чунлă çынсем,
Йĕр хăварнă пурпĕр ыррисем.
Асилсен — чун савăнса каять,
Куç умне кашни тухса тăрать.
Яковлев çĕклерĕ чăваша,
Халăхшăн тутарчĕ çырăва.
Шкулсем уçрĕ, çырчĕ вăл халал,
Пулнă вăл чăнах чăн-чăн шарал.
Иванов та утнă малалла,
Вăл поэма çырнă чăвашла.
Ун «Нарспийĕ» чăн-чăнах ахах,
Ылтăн пек унта кашни сăмах.
Çеçпĕл час-часах аса килет,
Çеçпĕле кашни чăваш пĕлет.
«Хăть кĕске пулсан та ĕмĕрӳ
Тĕнчере юлайрĕ сан йĕрӳ»
Андриян çĕкленчĕ уçлăха,
Тĕлĕнтерчĕ пĕтĕм халăха.
Пур-тăр паттăрсем пирĕн хушра?
Килме вăхăт мар-ши паттăра?!
Çĕклен, паттăр, сасна пар часрах
Çĕклесе чăваш ятне, чысне.
Ĕçӳсем те пулĕç сан асрах,
Шанăçпа чĕнет сана тĕнче.
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Discover everything you need to know abo...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
We specialize in reviewing online casino...
Our website offers a complete guide to S...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...