Ваҫанка
Выльăх-чĕрлĕх çурт тулли,
Ик анкарти тырпуллă
Ăçта çӳресессĕн те,
Пулас çук вăл çын кулли.
Ун акнă та, çапнă та, —
Тавра ялтан пур çынтан
Вăл пуян та, чаплă та.
Тем чул укçи банкăра
Ӳссе выртать хăй тĕллĕн…
Епле халĕ Ваçанка
Пуйса кайнă вăл тĕрлĕн?
Хăш-хăш улпут çĕрĕсем те
Ун кĕсйине кĕреççĕ.
Хăшĕ, ăна йăлăнса.
Куççульпелех йĕреççĕ.
Хĕрĕх-аллă çухрăмран
Чул турттарса çурт тăвать,
Ăçтан кăна тухать пуль
Ун çав тĕрлĕ вăй-хăват?
Çил арманĕ çилпеле,
Шыв арманĕ шывпала
Çĕрĕн-кунĕн кĕрлеççĕ
Уншăн мĕнпур вăйпала;
Ваçанкашăн çын çеç мар,
Çилпе шыв та ĕçлеççĕ.
Çавăнпа та çав ăна
Пурте лайăх пĕлеççĕ.
Пур енчен те ырлăхсем
Шыв пек юхса килеççĕ,
Улпутсем те хăш чухне
Унтан кивçен илеççĕ.
Питĕ хытă «пулăшать»
Аптăранă çынсене —
Сĕлĕх пекех сăхать вăл
Чухăнсенĕн кансене.
Ĕçет хырăм кӳпиччен
Панă чухне ĕçкине,
Илет кăмăл туличчен
Усламĕпе укçине.
Вăхăтĕнче памасан,
Часах суда чĕнтерет;
Муллă çынпа ан тавлаш,
Вăл сана час çĕнтерет.
Ун сĕтелли çийĕнче
Яшка-çăкăр татăлмасть.
Кама çитерсессĕн те,
Ун нимĕн те катăлмасть.
Ĕçкĕпеле нихăçан та
Вăл хăй ăсне çухатмасть.
Ытти пуян çынсем пек
Вĕçкĕнленме юратмасть.
Çынпа вăрçса, тулашса
Паттăрланса çӳремест.
Ĕçлет ĕçне йăвашшăн
Пуйнăçемĕн пуясшăн.
Вăл хĕрхенет çуксене —
Тем чул парать укçине;
Илме вăхăт çитсессĕн,
Тин пуçтарать вут çине.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...