Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ
Епле вăй пуçтарнă пĕлӳçĕ Олег:
Хурах хурри пулнă таврашăн
Вутпа та, хĕçпе те, аçа çиçĕм пек,
Усал хусара тавăрасшăн.
Маттур çарĕпе, истампул йĕстумпе,
Пырать вăл кал-калăн ырут юртăмпе.
Тухать ăна хирĕç хура вăрмантан
Таса чунхаваллă асамçă,
Килес кунсене юмласа чухлакан,
Перун хăватне пуççапанçă;
Аслать, ăрăмлать вăл тĕнче тупсăмне.
Олег утне чарчĕ çав ватă умне.
«Кала эс, асамçă, ырсен евĕчи,
Мĕнле кун-çула эпĕ тивĕç?
Е ĕмĕр мухтавлă Олегăн хĕççи,
Е хурлă ятпа ăна витĕç?
Кала, ан хăра эс, санраy — чăн сăмах,
Манран — асăнмалăх йăлттам урхамах».
«Асамçă хаяр ĕмпӳрен хăраман,
Хунсен парнине хапсăнман вăл;
Ун ирĕк сăмахĕ суя янтраман,
Çӳлти чăнлăхпа пĕр тăван вăл.
Хура сĕм хупланă пуласлăх куна,
Анчах тавçăратăп эп сан шăпуна.
Яту ялтăравлă хĕçсен вăййинче;
Ыр ят — çарçыннишĕн чунканăç.
Хӳттӳ — Чархули мăн хапхи çийĕнче, —
Унпа ĕмĕр-ĕмĕр мухтанĕç.
Хум евĕр эс ирĕк, çĕр евĕр — пуян;
Хăватлă шăпушăн кӳлешĕ тăшман.
Ултавлă çанталăк урса тăнă чух,
Хаяр тăвăлпа тулнă тинĕс
Сана, çĕнтерӳçĕ, синкер кӳрес çук;
Ни хĕç, ни чулрав сана тимĕç...
Йĕстум айĕнче хĕн кăтартмĕ суран;
Куçа курăнман ыр-сыхлавçă пур сан.
Лашу сан сехревсĕр хăруш ĕçсенче,
Хуçин хавалне пĕлнĕ халлĕн,
Е лăп вăл тăшман уххисен айĕнче,
Е çил пек вĕçет каллĕ-маллĕн.
Тӳсет шăн-сивве вăл, чăтать тип-шара;
Итле, санăн вилĕм шăп çак лашара...»
Олег кулса илчё; анчах та таса
Сăн-пичё кĕçех салхуланчĕ.
Лаши çийĕнчен, йĕнерне таянса,
Пĕр нимĕн чĕнмесĕр вăл анчĕ.
Лăпкать юлташне, мăйĕнчен ыталать,
Халаллă сăмах хурлануллăн калать:
«Сывпул, янаварăм, юратнă юлташ,
Каçар, çилçунатăм! юлатăн...
Çӳрех ĕнтĕ ирĕк, пусаймăп малаш
Чечен пускăчна эп, хăлатăм;
Сывпул, ан кулян, асра тыт хуçуна.
Пуса-каччисем, илсе кайăр ăна!
Витсемĕр паха хурассан кĕççипе,
Атте улăхне леçсе ярăр;
Апатлăр çуртарнă пăри тĕшшипе,
Таса çăл шывпе шăварайăр...»
Вара каччăсем ак, пĕрне ăсатеа,
Çитеççĕ самант, тепĕрне çавăтса.
Маттур çарĕпе ĕçке ларнă Олег,
Шавлать кĕреке янтăравĕ.
Хăйсен кăтрисем сăрт çинчи шур юр пек,
Таса ирхи юр йăлтăравĕ.
Туссем асăнаççĕ пулни-иртнине,
Пĕрле, кар тăрса, тăшмана хирнине.
«Ăçта ман юлташăм? — каларĕ Олег. —
Ăçта кĕçенет вăл йăхравлăн?
Чупать-и, юртать-и вăл, çавăн пекех,
Ятуллăн, кĕрнеклĕн, вылявлăн?»
Ăна хуравлаççĕ: ав çав пыллăхра
Çыврать вăл сирсе сирĕлми ыйăхра.
Хăватлă Олег усрĕ ватă пуçне:
Шутлать вăл: «Ултавçă асамçă!
Ăçта эс, тухатмăш, çӳрен кăчухне?
Ăçта чăнлăху? — каласамччĕ.
Пĕтертĕн паян та çӳрес утăма!»
Вара кайма турĕ утне асăнма.
Утать ватă князь хăнисем хушшинче,
Унпа юнашар — çамрăк Игорь.
Кураççĕ вĕсем — Днепр çучĕ çинче
Таса шăмăсем... вĕсен витĕр
Кăлкан та шăтать, çилачи шăхăрать;
Тусан — хуратать, çумăршыв — шуратать.
Князь пусрĕ хуллен пуçшăммийĕ çине —
«Ыр канăç сана, янаварăм!
Хуçун çывхарса килекен çичĕшне
Парне пулайса пыраймарăн:
Хура сăртăма, авалхи йăлапа,
Эс мар шăварайăн вĕри юнупа.
Эппин çакăнта-мĕн, çак хăр шăмăра,
Асамçă, ман пурнăç вĕçлемĕ?!»
Ак пуçшăмминчен, шăхăра-шăхăра,
Шăвать те тухать вилçĕленĕ, —
Аюк! явкаланчĕ хура хăю пек,
Шарт сикрĕ сасартăк аманнă Олег...
Çавра куркасем йăсланаççĕ пылпа;
Ӳсет тĕмеске — çӳллĕ палăк.
Ав Игорь салхуллăн ларать Ольгăпа,
Тăвать пумилкке пĕтĕм халăх.
Туссем асăнаççĕ пулни-иртнине,
Пĕрле, кар тăрса, тăшмана хирнине.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...