Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа
Аппамсем, ĕçчен хĕрарăмсем!
Ялкăшса çунса вĕрерĕ
Кăкăрти вут-çулăмлă чĕрем,
Шухăшсем çӳлте çӳрерĕç.
Ялтăратрĕç хĕлхемсем-сассем.
Шухăш юрăра вăйлантăр.
Чечек евĕр çурăлтăр чĕрем,
Юрă хĕлĕхне янраттăр.
Çут телей çинчен эп юрлăттăм.
Вăл ыр шăршине сапалĕ,
Ун техĕмĕпе эс сывлăттăн —
Чечексем сана ыталĕç.
Илтĕнĕ çурла кăчăртатни,
Илтĕнĕ тыр-пул кашлавĕ,
Çил сасси, тăри тăрăлтатни,
Ялсенчи улах шăв-шавĕ.
Амăш ачине юр юрласа
Çывăрттарнине те илтĕн.
Таврана эп илĕп çавăрса,
Юрăпа эп кӳрĕп витĕм.
Çĕклĕп тăван халăх кăмăлне —
Эп хаваслăх парнелетĕп,
Хурăп вут вĕсен чĕрисене,
Шанăçпа эп киленетĕп.
Аппамсем, ĕçчен хĕрарăмсем!
Мĕншĕн эсĕр сӳрĕкленнĕ?
Çакăн пек шанаççĕ чечексем,
Ман чун ыратать — ĕненĕр.
Тăвăл йывăçа хур тунă пек,
Аслати чула тĕпретнĕн
Çĕтеретпĕр шăпа пӳрнине
Сăн-сăпатăра ĕретĕн.
Эй, эсир вăй илнĕ чечексем!
Сирĕн çӳçĕрсем шап-шурă!
Пит нумай-çке тунă ĕçĕрсем,
Инкекне сахал мар курнă!
Эй, эсир çунатлă кайăксем!
Хĕлĕхсем кĕтеççĕ, карăннă,
Юн вылять, хĕрӳн тапать чĕрем,
Сирĕншĕн вĕсем халь тапăннă.
Аппамсем, ĕçчен хĕрарăмсем!
Хаклăран та хаклă çыннăмăрсем!
Сирĕншĕн янрать халь, туйăр,
Ман чĕремре чĕнӳллĕ юрă.
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Discover everything you need to know abo...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
We specialize in reviewing online casino...
Our website offers a complete guide to S...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...