Кĕсле ту çине хăпартăм
Слакпуçне пĕлмен çын çук-тăр
Çакă çутă тĕнчере.
Тусăмсем, килсемĕр, курăр
Тесшĕн эп чун-чĕререн.
Слакпуç ялĕ — чăваш ялĕ,
Пушкăртстан çĕршывĕнче.
Кам пулман, пулсассăн калĕ:
Ытарма çук ку енче!
Слакпуç ялĕ вăл хăватлă,
Панă ик поэт: пĕри
Иванов Кĕçтенттин ятлă,
Ухсай Яккăвĕ тепри.
Икĕ Улăп — икĕ паттăр
Ĕмĕр пирĕн чĕрере.
Вĕсене пĕлмен çын çук-тăр
Çакă çутă тĕнчере.
Çук, поэтсене манмастпăр, —
Вĕренетпĕр сăвăсем,
Ырăпа çеç асăнатпăр
Пушкăртстан чăвашĕсем.
Çакăнта килсе курмашкăн
Тахçанах туртатчĕ чун,
Слакпуçне килсе эп антăм
Пĕр уяр хĕвеллĕ кун.
Сывлăшĕ те уçăрах пек
Çак чи савнă çĕршывра.
Çыннисем те ырăрах пек —
Çепĕç сас калаçура.
Таврана илем кӳреççĕ
Вăрмансем, уйсем-хирсем.
Кайăксем вĕçсе çӳреççĕ,
Ытарма çук юррисем.
Ту айпе тапса тăраççĕ
Чĕр кĕмĕл çăлкуçĕсем.
Шавласа юхса анаççĕ,
Слак шывне тасан вĕсем.
Силпи улăхĕнче татрăм
Чи хитре чечексене,
Кĕсле ту çине хăпартăм
Ухсай Яккăвĕ патне.
Ку тавралăхпа паллашрăм
Эп Слакпуç çĕрĕ çинче.
Уçă сасăпа каларăм:
— Аван-и, Якку пичче?!
Вилĕмсĕр чăваш поэчĕ -
Ухсай Яккăвĕ пиччем,
Чĕрĕлсе тăрасчĕ эсĕ,
Пире сансăр пит кичем.
Шухăша кайса ларатăп
Эп поэт тăпри çинче,
Ун кунçулĕпе утатăп,
Мĕн пĕлеп-ха ун çинчен?
Çĕр çынни эс, çĕр ĕçченĕ,
Çуралса ӳснĕ ялта.
Пур ĕçе те эс ĕçленĕ
Ял çыннисемпе пĕр тан.
Тăрăшса нумай вĕреннĕ,
Çырнă сăвă-калавсем...
Халăхшăн хăварас тенĕ
Нумайрах кĕнекесем.
Ĕпхӳре те эс ĕçленĕ,
Пулнă тĕрлĕ хулара.
Пĕлĕвне ӳстерес тенĕ -
Тытнă çул Шупашкара.
Вăрçăпа килсе кĕрсессĕн
Фашистсем çĕршыв çине,
Килӳнтен ăсаннă эсĕ
Çапăçма вăрçă хирне.
Ирсĕр нимĕçе эс пенĕ
Пăшалпа та перопа.
— Тур хушсан сыв юлăп, — тенĕ,
Выртнă сивĕ окопа.
Пирĕн çар çапса салатрĕ
Ирсĕр, путсĕр тăшмана.
Мирлĕ ĕç юрри янрарĕ
Çĕршывра пур таврара.
Вăрçă хыççăн нумай çыртăн,
Тутăхмарĕ сан перу.
Татах та эсĕ çыраттăн,
Анчах иртрĕ ĕмĕрӳ.
Сана, çыравçă, манмастпăр
Эпĕр, сан хунавусем.
Юратсах куллен вулатпăр,
Тыткăнлаç кĕнекӳсем.
Ырăпа çеç асăнатпăр
Сан ятна, Якку пичче!
Сăвă-юрăсем çыратпăр
Мухтаса халь сан çинчен.
Кĕсле ту çине хăпартăм
Ухсай Яккăвĕ патне.
Чечексем хурса хăвартăм
Эп поэт тăпри çине.
Васкамасăр утса антăм
Ту çинчен ыр шухăшпа.
— Килсех çӳрĕп! — сăмах патăм,
Сывпуллашрăм поэтпа.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...