Кăшланă çĕр
Мана вăл ятла-ятлах каçхи вăтам шкула вĕренме ячĕ. Хĕлле вĕренме аван-ха, эп токарь пулнă май сакăр сехет ĕçлетĕп те, ытти вăхăт пĕтĕмпех хамăнччĕ. Анчах çуркунне каллех трактор çине ларатăн та колхоза тухса каятăн. Юрать икĕ çул хушши класран класа куçаркаласа пычĕç.
Эх, асран кайми Украина хирĕсем! Çĕр çыннисене — çĕр савăнтарать. Утмăл лаша вăйлĕ трактор пилĕк касăллă плуга сывламасăр тенĕ пек туртать. Плуга мĕн аннă таран антарсан та касă айĕнчен, пирĕн патри пек кĕллĕ тăпра мар, çĕр кăмрăк евĕр çуталакан хура тăпра йăванса тухать. Алла илсе чăмăртатăн та, вăл пулса çитнĕ пăрçа хутаççи пек саланса каять. Тырри тата! Ал туйи ывăтса яр, çĕре ӳкмест, путене вĕçсе кĕрсен, каялла тухаяс та çук. Ху ĕçӳпе ху савăнатăн.
Хальхинче ман пата телей мăшăррăн килчĕ. Пирĕн бригада район центрĕ çумĕнчи колхозрах ĕçлетчĕ. Колхозĕ — пуян, вăйлăскер. Тырри те, сахăр кăшманĕ те, кукурузĕ те çулсерен ăнса пулать. Мĕн чухлĕ лайăх, çавăн чухлĕ лайăхрах ĕçлес килет. Икĕ хутчен эпĕ выставкăн кĕмĕл медальне илме тивĕçлĕ пултăм.
Виççĕмĕш хĕлне пирĕн пата хваттере пĕр хĕрача пырса кĕчĕ. Ганна ятлăскер. Хăй больницăра фельдшерицăра ĕçлетчĕ. Вăл ман пӳлĕме час-часах пырса çӳретчĕ. Каçхине, мастерскойран таврăнсан, кĕнеке тытса ларатăп та тем çыракан Ганнăна сăнатăп куç хурипе. Эх, тетĕп вара, этемех çуратнă-ши çакăн пек хĕре? Куçĕсем — кăвак. Çук, кăвак та мар, сенкер. Теплерен куçпа куç тĕл пулсан, вĕсен шăрçинче хăвăн сăнна куратăн. Кăтрарах çӳçĕ хуçине пăхăнасшăн мар, çамки çине усăна-усăна анать. Пичĕ хăех пиçсе çитнĕ анис улма. Икĕ куç харши хушшинче такам юриех паллă тунăн кантăр вăрри пĕрчи пек тур палли ларать.
Анчах хĕр çине пăхса ларма манăн вăхăт çукрах, Колчак похочĕ çинчен вуласа пĕлмелле. Эп ăна сăмах хушма та вăтанатăп, пăрçа çинчи çум курăк вăррисене иртсе тăкнăн, чи ăшă, ырă сăмахсем суйлатăп, вăл манпа нимĕн пулман пекех пуплет. Кулли тата мĕне тăрать! Çепĕççĕн кулса ярсан, хуйхăллă çынна та савăнăç кӳрет.
Çавăн чухне ĕнтĕ эпĕ хама машинăсене сăнакан инспектор евĕр пăхма пуçларăм. Вера Алексеевнăпа (хваттер хуçине çапла чĕнеççĕ) универмага кайса «метроран» çĕлетнĕ костюм, каракуль воротниклĕ пальтопа каракуль çĕлĕк туянтăмăр.
Ват çын сисĕмлĕ çав! Вера Алексеевна та эп Ганнăна кăмăлланине туйрĕ пулас, час-часах пире пĕччен хăварса, кӳршĕсем патне кайса ларатчĕ. Пĕччен чух эп татах вăтанаттăм, ăна сăмах хушиччен хире тухса вунă гектар сухаласа пăрахасси те çăмăлрахчĕ.
Çуркунне Ганнăна эрнипех кураймарăм. Вăл санэпидстанцие ĕçлеме куçнă хыççăн тăтăшах ялсем тăрăх çӳретчĕ. Эп — ака-сухара. Çынсем çитмен пирки мана экзаменсем тытма та отпуск памарĕç.
Литературăпа экзамен тытмалла. Унччен эпĕ пĕр талăк трактор çинчен анмасăр ĕçлерĕм. Билет илтĕм те, пĕр сĕтел хушшине ларса, хатĕрленме пуçларăм. Мана шăпах Пушкин лирикин уйрăмлăхĕсем çинчен ыйту тиврĕ. Эп пуçа килекен сăвăсене хут çине васкасах çырса хура пуçларăм.
«…Передо мной явилась ты,
Как мимолетное виденье,
Как гений чистой красоты».
Пукан çине меллĕн таянса ларса куçсене хупрăм. Таçта, шап-шурă шупăрлă черешньăсемпе чиесен садĕнчен хăйĕн куçĕ тĕслĕ вĕтĕ-вĕтĕ шурă ункăллă платье тăхăннă Ганна ума тухса тăчĕ, вăл ерипен ман паталла çывхарчĕ. Хăлхара унăн чуна килентерекен (украинкăсем — юрă ăстисем) сасси янрарĕ, куçĕсем çĕтсе кайнă çынна илĕртекен çутăсем пек илĕртрĕç. Аллинчи çĕмĕрт çеçкине вăл мана тыттарчĕ. Сисмен те хам тĕлĕрсе кайнине. Учитель чĕннипе шартах сиксе вăрантăм.
Йывăр пулин те, вăтам шкул пĕтертĕм-пĕтертĕмех. Ун чух уйри ĕçсем те сахалланнăччĕ; ятарласах вара хам юлташсене хăнана чĕнтĕм. Ганна та савăнсах Вера Алексеевнăна апат-çимĕç хатĕрлеме пулăшрĕ, анчах кăнтăрла ĕçе кайрĕ те урăх таврăнмарĕ. Юлташĕсем ташларĕç те, юрларĕç те, анчах ман ăша кĕве кĕрсе ларчĕ.
Хампа пĕрле вĕренсе тухнă сахăр заводĕнчи рабочисем, пĕрле ĕçлекен трактористсем май çитнĕ таран йăпатма тăрăшрĕç.
Ирхине колхоза тухса кайрăм. Хваттере икĕ эрне иртмесĕр те таврăнмарăм.
Мана Вера Алексеевна кăмăлсăррăн кĕтсе илчĕ.
— Эс те çав, çирĕм пилĕк çула çитнĕ, çапах пĕчĕк ачалла хăтланатăн, — ятлаçма тытăнчĕ вăл. — Кур-ха Ганнăна, чирлесе кайрĕ вĕт хĕр. Вăл айăплă-им вечерта пулманшăн? Ăна темле чире пĕтерме яла кăларса янă…
Мăн çул çинче курăк шăтмасть, теççĕ. Тухтăр таврашĕ те тракторист валли çуралмасть-ши?
Иккĕленни кăлăхах пулчĕ. Тепĕр эрнерен эпир Ганнăпа пĕрлешрĕмĕр.
Çав çулах хам тĕллĕн ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм. Çĕр ĕç науки эп шутланă пек çăмăл пулмарĕ.. Юрать-ха, эп политика тĕлĕшĕпе аптрамастăп… Анчах çĕр ĕçĕ… пусă çаврăнăшĕ, ротаци, тургор, пласмолиз, азотоген тата ытти çавăн йышши йывăр сăмахсем, хими формулисем — вĕсене ĕмĕрте те пуçа хывассăн туйăнмастчĕ. Анчах мĕн чухлĕ вĕренетĕп, çавăн чухлĕ тавра курăм сарăлать, пуçа çĕршер çĕнĕ шухăш пырса кĕрет.
Ăçта арăм — çавăнта кил тени пачах та тĕрĕс мар иккен. Темшĕн виçĕм çул мана тăван кĕтес тин çеç туртма пăрахнă çыннăнне чĕлĕм тĕтĕмĕ пуç çавăрнă пек çавăра пуçларĕ. Çичĕ çул ялта пулман-çке-ха! Çырусем сайра хутра çеç çӳреткеленĕ. Тыр-пул тухăçĕ çав-çавах начарри шухăша яратчĕ. Шухăшлатăн-шухăшлатăн та — пуç çаврăнса каять: пирĕн çĕршывра сахалтан та çĕр-пин агроном пулĕ, çапах та вĕсем çĕре хăвăрт юсаса ямалли меслет тупаймаççĕ. Пирĕн район (район çеç-и, республикăн пĕр чĕрĕк çĕре) кĕллĕ тăпраллă. Ăна Мальцев меслечĕпе юсама май çук-шим вара? Çук. Ӳсен-тăрансемшĕн кирлĕ апатсем çиелти сийре çеç. Кĕллĕ тăпра вĕсене тытмасть. Çумăр юхтарса анакан тĕрлĕ минераллă пĕрлешӳсем, азот та, кали те çак кĕллĕ тăпра витĕр тухса арлан тăпри çине пухăнаççĕ. Çав арлан тăприне кĕллĕ сий вырăнне кăларсан, кĕлне аяла антарсан, мĕн пулать-ха? Тăпрара тутлăх тытакан сийĕ икĕ хут ӳсет. Манăн пуçра виçĕ хутлă плуг тăвас шухăш çуралчĕ.
Темĕн чул инçете вĕçекен хур кайăк та çуралнă кĕтессех таврăнать тенĕ пек, эпир те тăван яла таврăнтăмăр. Хăмапа çапнă кантăксене уçрăмăр. Ганна хамăр ялтах ĕçлеме тытăнчĕ, эпĕ вара РТСа кайса вырнаçрăм.
Хĕл каçиччен РТС мастерскойĕнче виçĕ хутлă плуг туса хатĕрлерĕм. «Ку виле шăтăкĕ алтмалли плуг», — тесе кулатчĕç трактористсем. — «Кулăр, кулăр, кулакана хăйнех çыпăçать», — шӳтлеттĕм хам та.
Çуркунне эпир пуçĕпех яла таврăнтăмăр. Шăпах колхозсем пĕрлешрĕç, председатель пулма Александр Петровича суйларĕç. Ну, тетĕп, кунпа ĕç тухать. Манашкал мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçĕпе аппаланать-çке-ха! Унччен вăл бригадирта ĕçленĕ, комсорг та пулнă, парторга та суйланă. Мана та вăлах çын турĕ темелле.
Канăçсăр çын вăл. Хăй вăрăм, апат тиркекен лаша пек хытанка. Янахĕ-пичĕ — яланах çутă, кашни кунах хырăнать пулмалла. Куçĕсем вара те тинкерсе, те кулса пăхаççĕ çын çине, пĕлме çук. Сăмси тӳрĕ те çинçе, вĕçĕ çеç пăртак сулахаялла пăрăннă. Умран пăхсан, такам вăйлă пӳрнисемпе тытса пăрнă тейĕн.
Каласа патăм та ăна хам шухăш çинчен, тӳрех çирĕм гектар çĕр уйăрса пачĕ. Манăн плуг кассисем икĕ ретлĕ плугран кăшт кăна сарлакарах. Трактор та ӳлесе çеç туртать: шут-и унта, плугăн аялти касĕ çитмĕл сантиметр тарăнăшĕнче пырать. Çав лаптăка тăватă кунта аран сухаласа пĕтертĕм. Çĕртме пусси пулин те, унта пăрçа акрăмăр. Эх, пĕлесчĕ сирĕн, мĕнле вăл ӳснине! Çăра та парка, халиччен ун пек тырра асаттесем мар, вĕсен ачисем те курман.
Кĕркунне çавăн пек майпа аллă гектар çинче çĕртме çĕклерĕм. Çуркунне тулă акрĕç… Акрĕç те, акă халь… ĕнер ав манпа пĕрле Александр Петрович та пĕчĕк ача пек йĕчĕ. Эпир унпа вăрçă вăхăтĕнче эп кăшланă çĕре аса илтĕмĕр.
— Ан хăра, — лăплантарчĕ вăл мана, — тепрер икĕ çултан пирĕн хирсем те Украина çĕрне çитĕç… Çитĕç. Ăна эп ĕненетĕп.
Эп каялла çаврăнса пынă çĕре пусура Çтаппан мучи курăнмарĕ.
Тӳпе саплăклă-саплăклă. Ĕнер капланса килнĕ хура пĕлĕтсем сирĕлсе пĕтнĕ, вĕсем вырăнне кăваккисем кăна юлнă. Çаплах сивлекрех-ха: пĕлĕтсем кĕркуннехи пек анăçран тухăçалла шăваççĕ.
Умра çырма-çатра касса кайнă хирсем. Йĕри-тавралла кĕллĕ тăпраллă çĕр. Юсамалла ăна, юсамаллах. Çĕнетмеллех. Анчах асаттесен мелĕпе мар. Çулран çул тислĕк тăкса сухаламалли шая тарăнлатса пырсан та, çак чухăн çĕре юсама вунă çул кирлĕ. Эпĕ шухăшласа хунă тăрăх, вăл кирек мĕнле пулсан та çулталăкран юсанмалла пек.
Ĕненменнисем ан ĕненччĕр, шанманнисем ан шанччăр, иккĕленекенсем — иккĕленччĕр. Çтаппан мучи пек тĕшмĕш чăптисем ылханччăр, анчах эп хам çĕнтерессе ĕненетĕп, хам ĕмĕт туласса шанатăп. Ман ĕçĕн шанчăкĕ пӳр. Шанчăк пуррисем — телейлĕ. Манăн ĕç — тĕрĕс ĕç. Тĕрĕслĕх кирек епле йывăрлăхран та çиеле тухать, Эй кăшланă çĕр манăн тăван çĕр, эп ăна чĕререн юрататăп. Вăл манăн пурнăç, эп унсăрăн пурăнаймастăп. Кăшланă çĕр пире тăрантарать, пире усрать. Çĕр çыннине çĕр савăнтарать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...