«Самана сăнчăрланă Сăмах…»
Самана сăнчăрланă Сăмах
Кун кунлать касмăкне1 кăшласах...
Çăрине çĕмĕрме çав-çавах
Пултару, пуçару пулмаллах!
Самана сăнчăрланă Сăмах
Вилĕмпе вăхăтран вăйлăрах —
Ултавпа уртарсан уйрăмах
Пĕтĕмпех пĕтерейĕ пуçтах.
Самана сăнчăрланă Сăмах
Тăллине тĕпретет-ха татах...
Чăхăмне2 чараймастăн — часах
Сирпĕтсе салатать — сасăпах!
Шухăшсем
High-intent traffic without the usual gu...
Autode kokkuost Tallinnas ja ule Eesti.....
Auto varuosadeks muumine voib olla hea l...
1...
6...
6...
1...
6...
1...
1...