«Пуç тавра сĕрлесе çӳрекен Шухăша…»
Пуç тавра сĕрлесе çӳрекен Шухăша
Çĕрĕпе çыврайми хăваларăм хамран...
Пуçăмра шăршланса выртакан кăнăша1
Кăларса ывăтман иккенне çак таран
Чухласах тасатмасăр тăратăп ăша:
Йăлтăркка ĕмĕтсен катăкне упраса
Чи ачаш туйăмпа сăтăрса тăнăран —
Кастарса суранлатнă пулсан та ăса —
Кăларса ывăтмасăр упратăп тарам2,
Унпалах никама кирлĕ мар намăса3.
Эрлĕкпе пӳрленсе хавшакан кăмăла
Шухăшран йăхланса4 амаланнă Сăмах
Сăхнăçем шыçăнса хут сапать тавралла...
Кăларса ывăтатăп! çитет! паянах!
Урăхла пурăнма пур-ха тепĕр хайла5.
Шухăшсем
Discover everything you need about onlin...
Stay ahead in online casino Nederland...
1...
6...
Un truc ușor pentru rezultate mai bune...
Stay ahead in online casino Nederland...
Discover everything you need about onlin...
Ανακάλυψε νέες δυνατότητες κάθε μέρα —...
1...
6...