Тĕп хула
Шупашкарăм
Шупашкарăм –
ху патна
туртан иккен.
Эп сана курма
васкарăм –
килтĕм
нумай çул иртсен.
Тĕп хула эс,
Шупашкарăм –
тĕнчери
пур чăвашсен.
Санăн умăнта
пур парăм –
вĕçĕ çук
вăл парăмсен.
Улшăнатăн,
Шупашкарăм –
эс хула,
çамрăк çынсен.
Сана эп пуçра
упрарăм –
тĕлĕнтĕм
кунта килсен.
Эс ӳсетĕн,
Шупашкарăм –
нумай ĕмĕр
иртиччен.
Эс ватăлнине
курмарăм –
пурăн пин çул
çитиччен.
Халь пăхатăп,
Шупашкарăм –
сан çине
кун иртиччен.
Эсĕ халь
манăн тымарăм –
эп санпа
мĕн каиччен.
Шухăшсем
Make everyday life more convenient — h...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Praktiska pagalba kasdieniams issukiam...
Discover how our AI can skyrocket your C...
I've noticed that your chuvash...
Watch this if you are struggling to get ...
1...
6...
1...
6...